Н. Иванова & В. Никитин
Халăх Сăмахлăхĕ
Сăмах ÿнерĕпе çыруллă сăмахлăх никĕсĕнче тахçан авалах йĕркеленсе кайнă сăмах вĕççĕн çÿрекен ăсталăх выртать. Халăх сăмахлăхĕпе ача пĕчĕккĕ чухнех, хăйне астума пуçличченех паллашать: ăна сăпка юрри каласа çывăратаççĕ, мĕнекки-пÿрнекки такмакĕпе вылятаççĕ. Ача пахчинче е пуçламăш шкулта юмах итлеме юратман ача пур-ши тата? Каярахпа улăп халапĕсем, туптармăшсемпе каларăшсем, такмаксемпе юрăсем килĕшме пуçлаççĕ. Вăтам классенче вĕреннĕ чухне ăрăмлă сăмахлăхпа туй йăли-йĕркин сăвви-юррине ăнкарса илтĕмĕр.
Халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем çырулăх йĕркелениччен мĕн чухлĕ пулнине халĕ тин никам та калама пултараймасть. Темле лайăх пулсан та сăвă-юрă та манăçать, кивелет, çухалать. Пĕри юрланине е каланине тепĕр ăста асра хăварнă чухне кăна вăл малалла кайма пултарнă. Чылай чухне юрă ăстисемпе пĕрле вĕсен еткерĕ те тĕппи çухалнă. Чăнах та, халăхра питĕ пултаруллă ăстасем пур. Гаврил Федоровпа Ираида Вдовина темиçе çĕр юрă юрласа çыртарнă. Паллах, ĕлĕк те пулнă çавăн пек çынсем, анчах вĕсен юрри-юмахĕсене çырса илмен, çавăнпа халĕ лайах юрăсене «ку Эмине е Селиме юрри» тени вырăнлă мар. Уйрăм çын питĕ хÿхĕм хайланă юрăсене халăхра «çавăн юрри, çав вăхăтра юрланăччĕ» теççĕ. «Çак юрра Явраç аппа качча кайнă чухне юрланăччĕ, леш юррине Кĕркке салтакран килсен юрласа панăччĕ»,— теççĕ. Анчах çав ятсем тепĕр ăру асĕнче юлман, кайран юрлаканĕсем хăйсенчен хушса-катса юрланă, хайлав вара хуçине манăçтарнă. Тухăçри-анăçри ăстасем хăйсен ячĕсене сăвва кĕртсе хăварнă (тахаллуслă, сфрагидăллă, урăхла каласан — пичетлĕ) юрăсем пур. Чăваш юрри- юмахĕсенче ун пек «пичет» упранса юлман.
Халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем хăвăрт улшăнаççĕ. Тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ вăхăтра çырса илнĕ тĕслĕхсене танлаштарсан çакă тÿрех курăнать. Паллă сăвăçсем çырнă сăмахсемех халăх юрри-сăвви пулса кайнă тĕслĕх сахал мар. Паллă çыравçăсем те халăх юрри-халапне илемлетни тăтăшах тĕл пулать. Çапла вара хайлав хывакан, ăна пухакан, йĕркелекен, якатакан пур. Пире те хамăр илтнĕ-пĕлнĕ сăвва-юрра хамăра килĕшнĕ пек майлаштарса усă курнăшăн никам та ятламасть. Анчах хамăр хывман япалана хамăрăн тесе пĕлтерсен, пичетлесен «вăрă» («плагиат») тесе айăплаççĕ. Çакă вăл халăх сăмахлăхне пухмалла мар, ăна якатма, йĕркелеме юрамасть тени мар. Пачах та урăхла, халăх сăмахлăхĕн кашни пĕрчине хут çине çырса хума васкамалла. Ан тив, юлтăр вăл малашнехи ăрусем валли те!
Халăх сăмахлăхне çырулăх йĕркеленсенех çырса илме пуçланă. Чул, тăм, пирпе хут çинче упранса юлнă тĕслĕхсене тĕпчевçĕсем тĕлĕнсе тĕпчеççĕ. Орхонпа Енисей хĕррисенче тупнă чул юпасене, «Шăпа кĕнекине», «Тĕрĕк сăмахлăхĕн пуххине» тата ытти хаклă палăксене хамăрăн авалхи ăс-хакăл тĕпренчĕкĕсем тесе упратпăр. Çав палăксем тăрăх халăхсен ĕлĕкхи ĕç тăрăмне, кĕрешĕвне, ытти патшалăхсем, ăрусем, йăхсем хушшинчи вырăнне пĕлетпĕр.
Çыруллă сăмахлăх халăх сăмахлăхĕн витĕмĕпе аталанса кайнă. Вăл унпа халĕ те усă курать. Мĕтри Юманăн «Пÿлĕх йăмри», Илпек Микулайăн «Хура çăкăр», Хв. Уярăн «Таната», Микихвер Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» тата ытти кĕнекесене вуласан халăх сăмахлăхĕн çыпăçуллă тĕслĕхĕсене тăтăшах тĕл пулатăн. Сăвăçсем халăх сăмахлăхне тата ытларах юратаççĕ. К. В. Иванов-Пăрттан «Нарспине», П. П. Хусанкайăн «Тилли юррисене» уçса пăхăр-ха — вĕсем пĕтĕмпех халăх сăмахлăхĕнчи шухăш-туйăмпа сывлаççĕ! Вырăс поэзийĕнче Г. Р. Державин, А. В. Кольцов, С. А. Есенин, Н. А. Рубцов тата ытти паллă сăвăçсем халăх сăмахлăхне ăша илсе ĕçленĕ. Чăваш сăвăçисенчен А. Е. Алка, В. О. Ахун, В. И. Энтип, Г. Ф. Юмарт халăх хайлавĕсене ăнăçлă якатаççĕ. Халăх юрри-сăввисене, юмахĕсене улăштарса çĕнетекенсем тата та йышлăрах.
Халăх сăмахлăхĕн халиччен тĕпчемен тĕслĕхĕ — вăйă-шилĕк сăмахлăхĕ. Çак кĕнекере ун çинчен пуçласа сăмах хускатнă. Вăйăра, выртмара, туйра, ака туйра кулăшла е хăрушла ÿкерчĕк туса кăтартасси ĕмĕртенпех пулса пынă. Чăваш йăли-йĕркинче ятарласа «театр эрни» те пулнă (чиркÿçĕсем ăна «шуйттан эрни» тесе вăрçнă), вăл ытларах вирьял тăрăхĕнче сарăлнă. Ăна яш-кĕрĕм раштавра, сурхурипе вирĕм вăхăтĕнче ирттернĕ, вĕтке çÿрени тенĕ. Вĕтке ушкăнĕ палламалла мар тум тăхăнса, упа, кашкăр, таркăн, пуян, чухăн, пуппа тарçи тата темтепĕр пулса, юрласа-ташласа-выляса çÿренĕ, килĕрен киле кĕрсе тухнă. Ертсе çÿрекенĕ пÿрте кĕрсенех кил хуçисене, ватти- вĕттине пуç тайнă, мĕншĕн килнине пĕлтернĕ, усал-тĕселе вĕтсе кăларма ирĕк ыйтнă. Ирĕк пулсан вара тумтире, сĕтел-пукана, пĕрене-алăка пушăпа вĕтсе илнĕ. «Чир-чĕр, усал-тĕсел, тусан-пусан тасалтăр, пÿрен-суран юсантăр!»—тесе каланă. Вĕтке кăтартнă хыççăн килти тумтире урама тухса силлесе кĕмелле тата урайне вĕлтрен е эрĕм шăпăрпа шăлса каймалла пулнă. Вырăнĕ-вырăнĕпе çак йăла халĕ те пур, ăна хăш-пĕр çĕрте «çветке» теççĕ.
Халăх сăмахлăхĕн еткерĕ пысăк. Вăл иксĕлмĕ пĕлмест. Ахальтен мар халăх сăмахлăхĕ вăл пурнăç хаваслăхĕ теççĕ. Кăçал эпир халăх шилĕкĕпе, çулталăк çаврăмĕпе тата этем ĕмĕрĕпе çыхăннă пысăк уявсен сăмахлăхĕпе паллашăпăр.