Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →
Утăçи
Утта ял-йыш чаплă уява кайнă пек капăр тумланса тухнă. Ялта ватă-вĕтĕ кăна юлнă.
Йăлăмсенче, улăх-çарансенче шурă тумлă халăх ултă хур кайăк пек карталанса харăссăн ярăнса çулнă. Улăхра яра куна хурçă çава сасси кĕвĕллĕн янăраса тăнă.
Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →
Шурăмпуçĕ çуталчĕ,
Тăрăр часрах, ачасем!
Кăпăр-капăр тумланăр,
Çăвăр питĕр-куçăра.
Тăрăр, тăрăр хăвăртрах,
Уçăр часрах ăйхăра,
Тĕттĕм çĕрте тăрас мар.
Пĕрмай хуйхă-суйхăра.
Пурте харăс çĕкленес
Тăрук сиксе тăрăр та,
Çитсе ÿкĕр çиçĕм пек
Çутă патне пурсăр та!
Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →
Утă уйăхĕ
Янкăр çулла çирĕм икĕ кун чухлĕ кăна. Унăн хăйĕн тапхăрĕ—ут çи вăхăчĕ.
Утă уйăхĕ — хаваслăхпа асра юлакан вăхăтĕнчен пĕри, мĕншĕн тесен утă çине тухиччен (Питравччен) ялта тăтăшах вăйăсем кĕрленĕ, кăмăла, ĕмĕте çĕкленĕ.
Тата тепĕр кăсăк япала вуласа пĕлтĕмĕр эпир 1992 çулхи Чăваш календарĕнче. Пирĕн асаттесем вăтăр ĕмĕр авалах выльăх-чĕрлĕх кĕтсе тата тырă-пулă çитĕнтерсе пурăннă. Ялан тĕнче касса çÿрекен йÿркĕн халăхсем утă-улăмпа аппаланман, вĕсем кĕтĕвĕсене кăна вырăнтан вырăна хăваласа çÿренĕ. Çăва тухсан çурçĕрелле куçса кайнă, хĕле хирĕç кăнтăралла таврăннă. Кăнтăрти çеçен хирсенче юр çÿхе выртнă, выльăхĕ ура айĕнчи типĕ курăка хăех кукалесе кăларса çинĕ. Çĕр ĕçлесе пурăнакан халăхăн вара утă çулса аппаланма тивнĕ. Апла пулсан чăваш халăхĕ авалах вырăнта тĕпленсе пурăнма, килте выльăх тытма пуçланă, çавăнпа хĕл каçмалăх утă типĕтсе хатĕрленĕ.
Утă уйăхĕнчи пысăк уявсенчен пĕри — Питрав, вăйă пăрахмалли кун.[1]
Сăнавсем
Утă уйăхĕ çуллахи вăхăта çурмалла паллать. Пураксене çырлапа, вĕллесене пылпа тултарать.
Çумăр кăнтăрларан пуçлансан талăкĕпех çăвать.
Йыт пырши çеçкисем çумăр умĕн хупăнаççĕ, хĕвеллĕ кунсем умĕн пĕлĕтлĕ çанталăкра та уçăлаççĕ.
Çĕр çырли хĕрелсен тыр-пул акни усăсăр.
Лайăх çанталăк умĕн кăвакарчăнсем кăлтăртатаççĕ.
Тÿпере тăри ир-ирех юрлани — лайăх çанталăка.
Утă уйăхĕнче куккук авăтма, вĕлтрен тăрри юрлама пăрахать.
Уйра шăрчăксем вăйлă чăрлатсан шăрăх çанталăк çывхарать.
Утă Уйăхĕнчи Паллă Кунсем
1. Путене кунĕ.
6. Сиплекен курăксемпе вĕсен тымарĕсене пухма пуçлаççĕ.
7. Шыва кĕреççĕ, сывлăм çинче тасалаççĕ, йывăç тавра чупса тата кăвайт урлă сиксе выляççĕ.
12. Питрав. Вăйă пăрахнă кун. Куккук авăтма, шăпчăк юрлама пăрахать.
28. Çу варри, çуллахи кун кĕр еннелле сулăнать.
[1] Автор шухăшĕпеле. Ку уявăн ячĕ Православин Светтой Петр апостола асăнса типĕ тытас йĕркипе çыхăннă. – VulaCv
Христоса Шыва Кÿртекен Іоанн Çуралнă Кун Вĕрентсе Каламалли
Çĕртме 24-мĕшĕ
Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Тăвансем, епир пайанхи кун çакăнта Христос умĕн килнĕ Іоанн çуралнине асăнма пухăнтăмăр. Çавăнпа епĕ сире халĕ çакă Іоанн çинђен каласа парас тетĕн: мĕнлескер çын пулнă вăл? Мĕн ĕç туса вăл пурăннă?
Ей йуратнă тăвансем, пирĕншĕн пур йапаларан та пахараххи, кирлĕреххи, хаклăраххи мĕн-ши? Пирĕн ђун. Ун çинђен Іисус Христос акă мĕн калат̌: „ђун апатран, ÿт тумтиртен пахарах мар-ши?“ тет. Апла пулсан пирĕн пур йапаларан та ытларах ђуна çăласси çинђен тăрăшас пулат̌. Анђах епир ђуна çăласси çинђен пĕртте тăрăшмастпăр; ÿтшĕн анђах тăрăшса пурăнатпăр. Мĕн те пулса лайăхрах апатсем çисе, тумланса çÿреме йурататпăр. Епир ђун çимĕçĕпе унăн тумтирĕшĕн пĕртте тăрăшмастпăр. Епир ÿте кирлĕ йапаласемшĕн мĕн пур вăйпа тăрăшса, кунĕ-çĕрĕ, ырми-канми ĕçлетпĕр; ђуна çăлас тесе пĕртте тăрăшмастпăр, ун çинђен мансах кайатпăр. Пирĕн ђуна Турă панă; çавăнпа вăл Турă патне кайасшăн тăрăшат̌. Анђах епир ăна хамăр çылăхсемпе Турă патне çывăхарма ђаратпăр. Çапла вара çылăхсемпе тĕттĕмленсе пĕтнĕ пирĕн ђунтан Турăпа Унăн ангелĕсем уйăрăлса кайаççĕ.
Акă вăл çакăнтан паллă: пĕрре Василій Блаженный урампа иртсе пынă ђухне пĕр пÿрт кĕтессине пырса ђуп тунă.—„Есĕ мĕншĕн унта ђуп-тăватăн“, тенĕ.—„Çынсем ку пÿртре усал ĕçсем тăваççĕ, çавăнпа вĕсен ангелĕсем кунта йĕрсе тăраççĕ, епĕ ангелсене ђуп-тăватăп“, тенĕ.
Халăх сăмахлăхĕн еткерĕнче кун тăрăм[1] (календарь) тата кил-йыш йăли-йĕркисен (çурални-авланни-пытарни ĕçĕсен) кĕлли-сăвви пысăк вырăн йышăнать. Кун тăрăм йăли-йĕркине çулталăкри вăхăт çаврăмĕпе çыхăннă, палăртнă вăхăтра çулсеренех пулса иртекен вăйăсемпе уявсене, чÿксемпе чÿклемесене, пухăсемпе ĕçкĕсене тата кил-йышпа е халăхпа пухăнса тумалли пысăк ĕçсене кĕртеççĕ. Уй-хирте тыр-пул ÿстерсе, улăх-çаранра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăнакан халăхсен çулталăк çаврăмĕнче пĕр евĕрлĕ тапхăрсем пур, çавăнпа вĕсен йăли-йĕрки те нумай енчен пĕр майлах.
Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →
Пÿлерти Валем хуçа çинчен
Авал Пÿлертен пĕр çын
Иерусалим хулине
Каять турра кĕлтума
Святойсене пуççапма.
Иерусалиме çитсессĕн, –
Ирхине пит васкаса
Пĕтĕм çынран маларах
Каять чиркĕве кĕлтума.