Çĕртме уйăхĕ


Н. Иванова & В. Никитин


Çĕртме Уйăхĕ

Çĕртме уйăхĕн ячĕ çĕр ĕçĕпе — ыраш акма хура пусăсем хăварнипе çыхăннă. Çу ăшшинче хура пусăсене тăкăнса юлнă çум курăк вăррисем шăтса ÿснĕ, хура пусса ешĕл сăн кĕнĕ. Вара унта кĕтÿ янă. «Çĕртме тунă чухне лашасем пусă курăкĕ çисе юсанаççĕ»,— тенĕ хресчен. Кĕтÿ хыççăн хыт сухана тухнă, мăян-пиçен тымарĕсене тăпăлтарнă. Çĕртме сухине июнь вĕçĕнче тухнă. Тислĕк тăкса хыт суха туса çум курăкне çĕртнĕрен уйăхне те хыт суха е çĕртме уйăхĕ теççĕ.

Сăнавсем

Çĕртме уйăхĕ — çутă уйăхĕ: çĕрсем кĕске, пахчасемпе çарансем çеçкере.
Çĕрле вăйлă сывлăм ÿксен кăнтăрла хĕвеллĕ кун пулмалла.
Каç еннелле асамат кĕперĕ курăнсан вăрăма кайнă йĕпхÿ иртет.
Çумăр умĕн кашкăр çырли çеçкин шăрши вăйланать.
Асамат кĕперĕн тĕсне асăрха: симĕсси ытларах пулсан — çумăра; сарă тĕс ытларах тăк — уяра; хĕрли ытларах пулсан— çиллĕ те шăрăх çанталăка; кăвак тĕс нумайрах — çил те, çумăр та вăйланасса.
Хĕвел тухас умĕн пĕлĕтсем хĕрелме тытăнсан çиллĕ кун пуласса.
Хĕвел тавра шупка ункă амалансан çил-тăвăла систерет.
Ăмăр çанталăк пулас умĕн уйăх тавра ункă курăнать.
Çумăр мĕн тери вĕтĕ, çав тери вăраха каять.
Çумăр тумламĕсем шыв çинче куçлансан çумăр вăйланасса.
Çĕртме уйăхĕ йĕп вăрри тухнипе пуçланать, шăрчăк юрланипе вĕçленет.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Çĕртме Уйăхĕнчи Паллă Кунсем

1. Хресчен çавасем тĕрĕслет.

2. Хăяр лартаççĕ. Чăрăш йекелĕ нумай пулсан хăяр тухăçлă çитĕнет.

4. Çĕр лаптăкĕсене çум курăкпа утмăл турат хупласран асăрханса çак кун уйра ака-суха тумаççĕ.

13. Хресчен ака-суха ĕçне пĕтерсе лашине тăварать.

16. Çил кăнтăртан пулсан çурхи тырăсем тухăçлă пулĕç.

21. Çуллахи аслати кĕрлет.

22. Çуллахи кун таврăнăшĕ. Чи вăрăм кун, чи кĕске çĕр.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.