Çуллахи чÿксем


Н. Иванова & В. Никитин


• Тем те пĕре пуççапма вĕрентни

Çуллахи Чÿксем

Çу уйăхĕпе çĕртме пуçламăшĕнче ака ĕçĕ вĕçленсен ял халăхĕ вăхăтлăха йывăр ĕçрен пушанать. Пур çĕрте те ерминккесем, тăнăçем, кушарсемпе пухусем кĕрлеççĕ, ака туйсем çитсе килеççĕ. Çав хаваслă кану-савăну умĕн чÿк йăли тухса пырать. Пухăсем, тапăсем, кушарсем пуçланиччен ял-йыш касăпа, урампа, ялпа çĕр, çил, шыв, вут чÿкĕсем туса ирттерет. Кил-йыш тата ял-йыш чÿкĕсенче калакан сăмахсем (кĕлĕ, пил, пехил, калмăк, чĕлхе) пĕр-пĕринчен турăсемпе ырăсен ячĕсене ылмаштарнипе, вырăнти хăватсене (Валем хуçа, Сурăм ырри, Яклакара выртан тата ытти те) мала кăларса асăннипе уйрăлса тăраççĕ. Паллах, уй чÿкĕ вут чÿкĕнчен, шыв чÿкĕ пĕлĕт чÿкĕнчен йĕркипе те, сăмахлăхĕпе те хăйсене евĕрлĕ.

Уй чÿкне çимĕк хыççăн хăш тĕлте çинçере, ыраш пуç кăларнă вăхăтра ирттернĕ. Турра уйри тыр-пула алла чипер илесчĕ тесе, выльăх-чĕрлĕхе упратăр, усал-тĕселтен сыхлатăр тесе парне панă. Уй чÿкĕ вăхăтĕнчех кил-йыш чÿкĕ тунă.

Уй чÿк пуçĕ (мăчавăр) хушнипе ача-пăча килрен киле çÿренĕ, çу, кĕрпе, çăнăх, тăвар тата ытти апат-çимĕç, вутă пухнă.

Ял халăхĕ чÿке кайма мунча кĕрсе тасалнă, юсманпа йăвача пĕçернĕ, кашăк-тирĕк хатĕрленĕ. Халăх пухăнсан уй чÿкне йĕркелесе пыракансем пĕçернĕ пăри пăттипе (шăпăтпа) петĕм тĕнчешĕн тесе турра пуç çапнă.

Уй чÿкĕнче така, хур-кăвакал, автан пуснă. Чÿк апачĕ пиçсен, аш-какая вакласан пурте тепĕр хут кашни чун пуçĕшĕн кĕл тунă.

Чÿк апатĕнчен юлнă шăмăсене, çÿп-çапа çунтарнă. Çак йĕркене тирпейлĕ тумасан выльăх-чĕрлĕх тăкăнать тесе шутланă. Чупрĕ усă курнă кашăк-тирĕкпе савăт-сапана ĕлĕк Киремет çуртĕнчех усранă.

Уй Чук Кĕлли

Çĕр амăшĕ, çĕр хăвачĕ, çырлах, асăнатпăр, витĕнĕпĕр, сана тав тăватпăр. Пирĕн кăмăлпа çырлах, ял-йышпа сана ваклатпăр. Мухтав сана!

Эй, турă, турă амăшĕ, пÿлĕхçĕ, пÿлĕхçĕ амăшĕ, акнă тырă-пулла алла илме пар; вĕсем çине сипетлĕ çумăр пар. Хиртине киле кÿртме пар. Килтине килтен тухма ан пар. Пирĕн чÿк сирĕн умра. Чÿк, çырлах.

Кураймасăр тăракан тăшмантан, çулпа иртсе çÿрекен тăшмантан хăтар: мĕн пур мăшăра иккĕн выртса виççĕн тăмалла ту. Этем йăхне, выльăх йăхне çĕр çине тултарма пар. Çукран пур пултăр, пурри çумне татах çыпçăнтарма вăй патăр. Чÿк, çырлах! Çапла пултăр!

Сурăм ырри Эскетен, Сартун ырри Акар, Ишек ырри Шухăн! Сире те асăнатпăр, витĕнĕпĕр, эсĕр хăвăрăн ум тарансене хура халăха тивме ап парăр. Малти мала кайтăр, кайри те мала кайтăр. Сире асăнса чÿк тăватпăр. Уй-хире çумăр, хамăра сывлăх парăсăрччĕ. Сире валли автан пусрăмăр, пăтă, çăмарта пеçертĕмĕр, халĕ астивсе кайăр.

Акар ырри, çырлах, вутран-кăвартан, шартан-пушартан сыхласа тăр. Çырлах! Çичĕ тĕслĕ тырра çичĕ сыпăк ÿсме пар, кучĕ хăмăш пек, тăрри турпас пек пултăрччĕ. Ырă çумăрпа савăнтар, хурăнташ-тантăшпа ĕçме-çиме пар, пур выльăхама- чĕрлĕхĕме, ачам-пăчама, ял-йышăма тĕрĕс-тĕкел ту. Çапла пултăр! Çапла пултăр!

Çуллахи Чÿклеме

Çуллахи Чÿклеме те, кĕрхи пекех, виçĕ çултан пĕрре çаврăнса çитет. Ăна элменпе виçĕ эптер (хутлăха кĕрекен ытти Аслă Киремет ертÿçисем) тата çав тăрăхри кашни ялтан килнĕ мăчавăрсем йĕркелеççĕ. Чÿклеме кунне вĕсем палăртаççĕ.

Кĕрхи Чÿклемери пекех, малтан Аслă Киремете кучченеç параççĕ, унтан Çÿлти турăсене, ырăсене, вырăнти ыр-хаяра, халăх паттăрĕсене ятран асăнса сăрман (вăрăм кĕлĕ) калаççĕ.

Виçĕ тĕрлĕ выльăха путнă чухне карта кĕлли, шыв ăснă чухне çăл кĕлли, вучах чĕртнĕ чухне вут кĕлли, çăмарта кустарнă чухне хĕрлĕ çыр кĕллине калаççĕ. Пичке пуçласан «Алран кайми аки-сухи» юрă янăрать.

Çуллахи Чÿклеме ака туй, пухă, уяв ыран тенĕ чухне каç кÿлĕме çав кунах ир кÿлĕм пулса иртет.

Киремет картине (кĕлĕ каланă, апат-çимĕç пĕçернĕ çĕре) ача-пăчана тата курма пынă çынсене кĕртмеççĕ, анчах Чÿклемери пĕрлĕх апатне пурне те çитереççĕ, пилсемпе сăрмансене, юрăсемпе кĕлĕсене итлеме, юрлама хутшăнтараççĕ.

Аслă Киремете Чĕнсе Калани

Хĕвел тухнă-тухманах мăчавăр хăйне пулăшаканĕсемпе пĕрле киремете çитрĕ.

Киремет йывăççи —виççĕн ытамламалăх юман. Виççĕр-тăватçĕр çул ÿснĕ вăл. Паян вара сăваплă тивĕç çитрĕ. Мăчавăр хуп çавăрса пиçиххилетнĕ юман çинче виçĕ çурта çутрĕ, чĕркуçленсе ларса чÿк пуçларĕ:

— Эй, Аслă Киремет! Паян хура халăхла пуçтарăнса, эс çитĕнтернĕ тыр-пултан ĕçмелли-çимелли хатĕрлесе, сана хисеплесе тата ырă сунса чÿклеме шутларăмăр. Эй, Аслă Киремет! Малтанах йышăнсамăр пирĕн кучченеçсене.

Мăчавăр юман çумпе виçĕ çăмарта чÿклесе хурать:

— Эй, Аслă Киремет! Хура халăха кайăк-кĕшĕкрен ан татчĕ.

Мăчавăр чăкăт чÿклесе хурать:

— Эй, Аслă Киремет! Çак хура халăхăн сĕтел çинчен сĕт-çу ан татăлтăрччĕ.

Мăчавăр пуçламан çăкăр чÿклесе хурать:

— Эй, Аслă Киремет! Çак хура халăхăн сĕтелĕ çинчен нихçан та çăкăр-тăвар ан татăлтăрччĕ.

Мăчавăр кĕмĕл тата пăхăр укçасем чÿклесе хурать:

— Эй, Аслă, ыра Киремет! Çак хура халăх укçа-тенкĕ енчен яланах çителĕклĕ пултăрччĕ.

Мăчавăр юман çинчи çекĕлтен ал шăлли чÿклесе çакать:

— Эй, Аслă Киремет! Пиртен парне —ал шăлли — йышăнсамччĕ.

Эй, Аслă Киремет! Çак хура халăхпа уй-хире виçĕ тĕрлĕ тыр-пул акса хăвартăмăр. Çав тыр-пула шăтса тухма ăшшине, нÿрĕкне парсамччĕ. Шăтса тухсан ешерсе çитĕнме çăралăхне парсамччĕ. Кăмăлĕсем хăмăш пек, пĕрчи пăрçа пек шултра пултăр, пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ шăтса тухтăрччĕ. Эй, çырлахсам, Аслă Киремет!

Тата çав тыр-пула çитĕнсе çитсен вут-кăвартан, аçа-çиçĕмрен, çил-тăвăлсенчен, пăрлă çулăрсенчен, ирхи тăмсенчен, кăнтăрлахи шăрăхсенчен, усалсенчен, арлансенчен, шăшисенчен сыхласа тăрсамччĕ.

Эй, Аслă Киремет! Тата çав тыр-пула пиçсе çитсен пуçтарса илме çак хура халăха алă-ура суранĕсенчен, ытти чирсенчен сыхласа упрасамччĕ. Аслă Киремет! Тыр-пула çĕмеле хывма перекетлĕхне парсамччĕ, çĕмелтен капана хывма перекетлĕх парсамччĕ, капантан кĕлте кĕртме перекетлĕхне парсамччĕ.

Тата кĕр мăнтăрĕпе пыл сăра, кăвас тума перекетлĕхне парсамччĕ. Çав пыл сăрапа, хаваспа çамрăксен мăшăрланмалла пултăр, тепĕр çул çак чÿклемене мăшăрпа килмелле пултăр.

Эй, тахçанах çĕре кĕнĕ ырă асаттесем, асаннесем, хурăнташсем, тăвансем, çырлахăр, ан пăрахăр! Пирĕнне пĕрле çак чÿклемене ĕçсе çиме килĕр.

Чÿклемерен чÿклемеччен ырлăхпа сывлăх хушшинче пурăнмалла пултăр. Турат çумне турат хушмалла пултăр, мул çумне мул хушмалла пултăр. Йÿçĕ ĕçсе тутлă калаçмалла пултăр. Çичĕ тĕрлĕ тыр-пула виçĕ кĕлетре тытмалла пултăр, виçĕ тĕрлĕ выльăха-чĕрлĕхе виçĕ картара тытмалла пултăр. Панă тырă ан палăртăр, илнĕ тырă ан иксĕлтĕр. Арман чулĕ витĕр тухнă кĕрпе-çăнăх перекетлĕ пултăр. Çамрăк мăшăрсен кашниннех ача-пăчаллă пулмалла пултăр: сак тăрăх сакăр ывăл чуптăр, урай тăрăх ултă хер çÿретĕр. Тĕпел кукрине кин кĕртмелле пултăр, алăк умĕнче кĕрÿ кĕтсе илмелле пултăр. Çитес çул çак чÿклемене ывăлпа-кинпе, хĕрпе-кĕрÿпе килмелле пултăр.

Çырлахсам, Аслă Киремет! Ытлашшине каçар, çитменнине çитер. Çак хура халăха ырлăх-сывлăх парсам, Аслă Киремет! Тайма пуçăм сана, çырлахсам, хура халăха çăмăллăх парсам. Аслă Киремет!

Чÿк çапла пуçланчĕ. Часах Киремете виçĕ тĕрлĕ выльăх илсе килчĕç: вăкăр, така, автан. Хура вăкăра çăнăхпа шуратса (шурă е хĕрлĕ вăкăр кирлĕ), выльăхсене Киремет йышăннипе шыв сапса тĕрĕслесе (выльăх чĕтресе илни пĕлтерет çакна) вĕсене чÿк вырăнне çавăтса кĕчĕç.

—Тури Ачакра В. К. Беляков мăчавăртан И. А. Иванов журналист çырса илнĕ)

Чÿк Вăкăрĕ Умĕнчи Сăмах

Турăсемпе ырăсем валли ÿстернĕ вăкăр!
Аслă чÿк валли çитĕнтернĕ вăкăр!
Эсĕ — таса чун,
Ут-пĕвÿ те сан тап-таса,
Эсĕ — сăваплă чун,
Ÿт-пĕвÿ те сан çап-çутă.
Сан çинче пылчăк çук.
Сан çинче хура çук.
Сан пуçу çине куркапа шыв сапатпăр,
Сан çурăму çине куркапа шыв тăкатпăр,
Сап пилĕкÿ çине куркапа шыв яратпăр,
Сан тăрăх тăрă шыв юхать.

Эсĕ — таса чун,
ÿт-пĕвÿ те сан тап-таса,
Эсе — сăваплă чун,
ÿт-пĕвÿ те сан çап-çутă.

Чÿк картине ятарласа тăратнă вăкăр!
Таса çĕр çине килнĕ сăваплă вăкăр!
Пирĕн турăсем валли хисеплĕ парне пул,
Çырлах!

Пирĕн ырăсем валли сăваплă парне пул,
Çырлах!
Тухăçалла пăхса карăнса ил,
Çырлах!
Пирĕн асла чÿкĕн таса чунĕ пул,
Çырлах!

Çумăр Чÿкĕ

Вĕри те шăрăх çулсенче çимĕкпе уй чÿкĕ хушшинче вырăн-вырăнпа çумăр (шыв, чĕкеç, çерçи тата ытти ятлă) чÿк ирттернĕ. Ячĕ çав чÿк вăхăтĕнче чĕкеç е çерçи тытса вĕçтернĕ пирки тĕрлĕрен пулса кайнă.

Çумăр чÿкне ял çумĕнчи çăл куç, юхан шыв, пĕве, кÿлĕ патĕнче ирттернĕ. Чÿклемелли çимĕçĕсем хушшинче пăтă, сĕт яшки, çăмарта йăвачисем пулнă. Н. Р. Романов, С. Н. Юренев, И. А. Петров, В. И. Михайлов, Г. А. Николаев тата ытти нумай сăмахçăсем пухнă тĕслĕхсенче ĕлĕк çумăр чÿкне лаша-вăкăр, така-путек панине кăтартаççĕ. ХХ ĕмĕрте шултра выльăх парасси аслă чÿклемесенче кăна сыхланса юлнă. Çумăр чÿкне хура тĕслĕ выльăх панă.

Ăрăмçăсем чÿк пăттине пĕçернĕ вăхăтра ача-пăча вăрманта е çыр хĕрринче çумăр хулли каснă. Çумăр хуллисене кайран шыв хĕррине тирсе лартнă та пуçĕсене çăмарта хупписем тăхăнтарнă. Маларах тытса килнĕ çерçие е вĕршĕн-чĕкеçе хулăран кăкарса лартнă.

Çумăр кĕллине каланă хыççăн мăчавăр чĕкеç пуçне сар çупа, çерçи пуçне таса шывпа сĕрнĕ, ачасем кайăксене хĕвел тухăçнелле вĕçтерсе янă. Кайăксем хĕвел патнелле вĕçсе кайни çÿлти хăватсем вĕсен парнине йышăннине пĕлтернĕ. Халăх хăйĕн кĕллине çумăрпа шыв туррисене пĕлтерме хушса яни пулнă çакă.

Пухăннисем мăчавăр хыççăн калпакĕсене хул айне тытса тăватă еннелле пуç тайнă. Унтан икĕ ретпе шыв хĕррине вырнаçса ларнă, апатланма пуçланă. Апатне пурин те çимелле пулнă, çителĕклĕ чухне ăна ыйтнă чухлех антарса панă. Паллах, таса та тирпейлĕ пĕçернĕ апат-çимĕç чухăн ача-пăчашăн темрен те сиплĕ пулнă. Çавăнпа вĕсем çумăр чÿкĕн пуçĕ мĕн хушнине йăлтах пурнăçланă: çăл куçсене тасатса тирпейленĕ, çырмасем урлă каçăсем хунă, шыв валашкисемпе куритисене юсама пулăшнă, пушар пичкисене шыв тултарнă, сарăмсăр вилнĕ çынсен вил тăприсем çине шыв сапма пулăшнă…

Çумăр чÿкĕн апатне çинĕ хыççăн шыва кĕмĕ, шыв сапса вылянă. Шывпа выляса, яла çитиех пĕр-пĕрне хăваланă, ватти- вĕттине те йĕпетнĕ, киле питĕрĕнсе ларнисене чÿречерен, мăрьерен шыв янă. Çакăншăн пĕри те ятламан, çилленмен.

Чăвашсен çумăрпа шыв ыйтмалли ытти йĕркесем те пулнă.  Çĕр вăрланă пекех, шÿтлĕ-мĕнлĕ «шыв вăрлани» е «шыва качча илни ирттернĕ. Пĕр-пĕр ватă каччăна е ÿркенмен урçана кĕрÿ каччи тунă, ун валли вара туй тусах хĕр вырăнне шыв «вăрласа» килнĕ. Юхан шывран, пусăран, кÿлĕрен çапла майпа «ĕрчевлĕх» илсе килнĕ шыва кÿлле янă, кÿлĕри шыва ялти катка-пичкене турттарнă.

Çумăр Кĕлли

Кайăк вĕçтернĕ чухне каланă сăмах: Чипер кайăк чĕкеç! Çивĕч çÿрен кайăк çерçи! Çÿлти турăсен патшине, Аслати турра тата Кăмăл кÿркĕçе каласамăрччĕ: ун çĕрĕ-шывĕ типсе кайнă! Çĕр çинче çитĕнекен япаласем пурте типсе çитнĕ, сăрт-тăвайкки ĕнсе ларнă, тусан йăсăрланать, çĕр çурăлать тесе калăр. Ырă çумăр парăр, пăрпа тăвăлран упрăр тесе калăр. Хăйсен халăхне вĕсем манса кайнă-им? Пирĕн чÿкпе çырлахмасан çитессинче чÿклемĕпĕр. Хĕрсен кантăрĕсем кăкăр таран ÿсмесен, каччăсен урхамахĕсем хырăм таран курăк çинче çÿремесен, хирте тыр-пул кашласа хăпармасан кам чыслĕ вĕсене, çÿлти ырăсене тесе ыйтăр.

Вĕçтерсе ярăр, ачасем, ирĕклĕ кайăксене çумăр пĕлĕчĕсем патне!

Мăчавăр кĕлли. Хаклă çынсем! Ырă сунар аслă турăсемпе ырăсене чÿк пăттипе, тилмĕрсе ыйтар вĕсенчен пире çумăр пама!

Аслă туррăмăр, аслă пÿлĕх! Эпир сана чĕререн хисеплесе тав тăватпăр, çĕр çинчи хыпарсене пĕлтеретпĕр. Пÿлĕхçĕм, йышăн пирĕн тилмĕрсе каланă сăмаха. Хăвăн ырă кăмăлна çĕр çинчи халăхшăн хĕрхенсе ан тăр, эпир вăхăтра акнă пĕрчĕсене хăпарма вăй пар.

Хăвăн ырă кăмăлна уçса ярсам пирĕн анасем çине, улăхсем çине, вăрмансем çине. Ислентĕр пирĕн тарпа кăпăшланнă хура çĕр, тырă-пулă капмарланса çĕклентĕр, ана-çаран пирĕн кăмăла савăнтартăр.

Пулăшсам халăха, пÿлĕхçĕ! Кашни килте пÿлме тулли тырă пултăр, кашни кил картинче выльăх-чĕрлĕх тулли пултăр! Ĕçлекен халăх çав сăвапа тивĕçлĕ. Пуянни пăхса тăрĕ, чухăнни куççулĕпе тархаслĕ. Сирĕн умра эпир пурсăмăр та танах. Ĕçĕмĕре кура тĕрĕс сăвап сирĕнте пулмалла. Илтĕр пирĕн сăмаха, çырлахăр. Эпир те çут çанталăк ыйтнине вăхăтра туса пыратпăр. Йăнăш тăвакан пулсан пире каçарăр, айвансене ăса кĕртме пулăшăр. Халăх кăмăлне хапăла илĕр.

Йывăр чухне эсир пире пĕрле пулма, алран алă пулăшса пурăнма ыйтатăр. Курăр акă: кунта пĕтĕм халăх пухăннă. Вĕттисем пур, ваттисем пур, хĕрсем пур, йĕкĕтсем пур. Пурте ырра ĕмĕтленеççĕ, пурте тивĕçлине кĕтеççĕ. Ĕçлеме ÿркенмеççĕ, итлеме пăрахмаççĕ, выляма манмаççĕ. Вĕсен кăмăлне çырлахса йышăнăр. Тавах! Иммин сире!

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.