Николай Шелепи

1881-1945
Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →
Ваçанка
Выльăх-чĕрлĕх çурт тулли,
Ик анкарти тырпуллă
Ăçта çÿресессĕн те,
Пулас çук вăл çын кулли.
Ун акнă та, çапнă та, –
Тавра ялтан пур çынтан
Вăл пуян та, чаплă та.
Тем чул укçи банкăра
Ÿссе выртать хăй тĕллĕн…
Епле халĕ Ваçанка
Пуйса кайнă вăл тĕрлĕн?
Хăш-хăш улпут çĕрĕсем те
Ун кĕсйине кĕреççĕ.