Николай Шелепи : Шахтер


Николай Шелепи

1881-1945

Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →


Шахтер

Шахтер ĕçлет шахтăра… хуп-хура!..
Пĕтĕм путăк-шăтăкра – çурăкра.

Алла тытать лампине, çуттине…
Чĕрлĕн сăмси майлине… кайлине.

Вăрăм труби тытăнать çухăрма…
Шахтерсем çĕр айне йыхăрма.

Шахтер çитет ĕç патне вăхăтра…
Ун çĕр пÿрчĕ пит ирсĕр… пит лутра.

Çухрăм ытла çĕр айне вăл кăрет…
Упăте пек, упа пек вăл çÿрет.

Çÿллĕ тусем, тайгасем çĕмĕрет…
Ун сывлăхĕ вăхăтсăр çĕмĕрлет.

Мĕльюн-мĕльюн çул авал вутпала
Çунса пĕтнĕ… чулланнă вăрмана,

Çĕр айĕнчен кăларать çĕр çине. –
Хăрăм вĕçет тĕтĕм пек хăй çине.

Тулать хăрăм хăлхине, куçсене…
Усал сывлăш çĕмĕрет пуçсене!..

Хăрăм сывлать сăмсипе, çăварпе…
Лĕкĕ ларать ÿпкине, пĕверне!

Çур ĕмрине шăтăкра пурăнать…
Тискер кайăк евĕрлех курăнать.

Пĕтнĕ, вилнĕ йывăçа-курăка
Чĕртсе вилĕм ыйхинчен вăратать.

Индустрие ура çине тăратать…
Хуласене, ялсене çутатать.

Шахтер йывăр ĕçĕпе, асаппе
Унăн вăйлă аллисен уссине,

Пĕтĕм тĕнче ахăрать, çухăрать!
Ĕçхалăхне пĕрлешме йыхăрать.

1907

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.