Константинпа Еленана Асăнни


Михаилъ Даниловъ


Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Май 21-мĕшĕ

Пайан таса ђиркÿ святой Константинпа Елена пурă­нăçне асăнат̌. Константин суйа тĕнлĕ çынсем Христос тĕнне тăнђах пĕтерме тапăннă вăхăтра пурăннă. Христос тĕнĕ йепле ыррине вăл пĕђĕкренпех курса пĕлнĕ. Туррăн йĕрки пĕрре ун ђĕрине кĕрсе вырăнаçсан, кайран суйа тĕнлĕ çынсем хушшинђе усал Діоклитіан патша çуртĕн­ђе ÿснĕ пулсан та, вăл ђăн тĕн шухăшне çухатман. Вăл çынпа ăшă кăмăллă, тĕрĕспе пыракан лайăх йĕкĕт пулнă. Ăна пурте йуратса тăнă, Çавăнпа ыттисем кĕвĕç­се ăна пĕрре кăшт çех вĕлереймен. 32 çула çитсен, вăл ашшĕ вилсен, Рим патшалăхин хĕвел анăç йенђи çĕрĕнђе патша пулса тăнă. Унăн пурăнăçĕнђе йаланах суйа тĕн­лĕ патшасемпе вăрçма тĕл килсе пынă. Вăл хăй вăйĕн- ђен ытла Турă çине шанарах панă.

Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана икони.

Пĕрре Максенцій йатлă патшапа вăрçă тухсан вăл пĕлĕт çинђе: „çакăнпа çĕнтер!“ тесе çырнă çутă хĕрес палли курнă, Вăл Турă хушнипе хăйĕн вăрçă йалавĕ çине çав хĕрес паллине хывтарса тухнă та, Максенцій çарне ђăнах та çĕнтернĕ. Çапла Рим патшалăхин çур пайĕ хăй аллине кĕрсен вăл ђиркÿшĕн тĕрлĕ аван йĕркесем кăлара пуçланă. Тепĕр ђухне ун çине хăй кĕрÿшĕ Ликиній йатлă суйа тĕнлĕ патша вăрçăпа тухнă, Ăна та çĕнтерсе вăл 323-мĕш çул­та пĕтĕм Рим патшалăхне хăй пĕђђен тытса тăра пуçла­нă. Суйа тĕнлĕ Рим хулине хăварса вăл Византіяна пуç- хула туса йанă. Унта вăл пысăк çуртсем, ђиркÿсем ларт­са ђаплăлантарнă.

Пĕтĕм Христоса ĕненекен халăхшăн ырă кун-çул килнĕ. Хăй пурăнăçĕнђе хĕрес палли хăвађĕ пит пулăшнине астуса Константин Туррăн ђăн хĕресне шыраса тупма  хăйĕн амăшне, Еленана, йанă. Святая Елена ватă пулсан та пĕр канмасăр ĕçлесе Палестинана кайса 326-мĕш çулта Туррăн хĕресне шыраса тупнă.

Унта вăл темĕн ђухлĕ ђиркÿсем лартнă. Таса хĕрес­рен пĕр пайне ывăлне Константина илсе тавăрăнса панă Святая Елена пăртак пурăнсан вилнĕ те, ăна ђысласа пытарнă.

Константин хăй мĕн ĕмĕр тăрăшшĕпех хăйĕн аллин­ђи халăхшĕн тăрăшса ĕçлесе, ђăн тĕне тăшмансенђен сыхласа Тĕреклĕлентерес тесе ирттернĕ. Вăл Турă ывăлĕ Христос çинђен йăнăш вĕрентекен Арійе ђиркÿ пухăвĕн­че айăпа хăварнă. Усал çынсене йăвашшăн ÿкĕтлесе тÿрлетме тăрăшнă, мĕскĕнсене тĕрлĕ кирлĕ йапаласемпе пулăшнă. Çемйĕре савăнăçлă кунсенђе хăнасем пухса лăп­кă ĕçкĕ-çикĕ тунă. Ун патĕнђе нихăçан та суйа тĕнлĕ патшасенни пек йĕркесĕр ахăрса шавласа йурланн илтĕн­мен. Кĕлĕ йуррисем кăна илтĕннĕ.

Йулашки çулсенђе вăл кĕретех вилĕм çинђен шухă­шласа, хатĕрленсе тăра пуçланă. Вăл Константинополь (Византія) хулинђе 12 апостол йађĕпе пысăк ђиркÿ ларт­са хăйне пытарма тупăк вырăнĕ хатĕрлесе хунă.

Унтан ђирлесен Никомидія хулинђе тĕне кĕрсе та­салнă та, шурă тумтир тăхăнса çÿренĕ. Вилессине те таса шурă çиттисемпе витнĕ вырăн çинђе ĕмĕрлĕх пурă­нăçа кĕрессине ĕмĕтленсе вилнĕ. Унăн ÿтне хăй хатĕрле­нĕ вырăна илсе кайса пытарнă. Ђунĕ Турă патне кайнă.

Хĕрес хăвађĕ ăна килте те, вăрçăра та, халăхсене пăхса тытса тăрас ĕçре те, витсе пулăшса тăнă.

Тăвансем! Святой Константинпа Елена вилни пин те пиллĕк çĕр çул ытла иртнĕ пулсан та, вĕсен йађĕсем, вĕсем тунă ырă ĕçсем, нихăçан та манăçа йулмаççĕ. Кон­стантин патшана лариђђен Христос тĕнне пур те пĕр хăрамасăр, çынран пытармасăрах тытайман. Суйа тĕнлĕ çынсем Христос çыннисене суйа тĕнлĕ патшасен аллине тыта-тыта парса тĕрлĕ асапсем кăтартса вĕлернĕ. Хри­стос çыннисем кĕл-тума пуçтарăнма йури лартнă пысăк ђиркÿсем те пулман. Лартсан та тăшмансем пырса çын­ни мĕнĕпех çунтарса çĕмĕрсе пĕтерме тăрăшнă. Анђах Турă кăтартнă тĕрĕс тĕн темĕн пек хĕсĕрлесе те тăнђах пĕтмен. Асапланса вилекен святойсен пурăнăçне кура Христоса ĕненекенсем тата йышлăланса пынă. Вара хĕ­сĕрлесе те пĕтмен тĕн Турăран пулнине аслă вырăнта тăракансем те ахаљ çынсем те шухăшласа илнĕ. Хăйĕн ђăн тĕнне тĕнђипе сарса тĕреклĕлентернĕ Турă Констан­тин патшана пулăшса пилленĕ. Константин, тĕнђене çăл­ма килнĕ, пăталанса вилнĕ Христос Туррăмăра ĕненсе, хĕ­рес паллине хисеплесе пурăннă. Хĕрес хăвађĕ ăна килте те, вăрçăра та, халăхсене пăхса тытса тăрас ĕçре те, витсе пулăшса тăнă. Вăл пит ђаплă патша пулсан та, суйа тĕнлĕ ытти патшасем хăйĕнђен мăшкăласа кулсан та, пы­сăк çарпа хăйне хирĕç тăрсан та—хăй Христоса ĕненсе пурăннине пытарман, Турра йурăхлă тĕрлĕ ырă ĕçсем тума вăтанман. Хаљхи саманара пирĕн пур, пăртак вĕренкеленисем те çын умĕнђе çамки çине хĕрес палли хывма та вăтанакансем пур. Вĕсемшĕн тĕн çинђен калаçма киђем пек, килĕшмен пек туйăнат̌; ыттисем „ав çĕнĕ свя­той тухнă“, тесе мăшкăлассăнах туйăнат̌ те, тĕн çинђен тарăнтарах шухăшлама пăрахса, хăй те, ыттисем пек пулса, ĕненекенсем çинђен кулма тытăнат̌. Вара унăн ђĕри, çемçелсе тасалас вырăнне, ĕлĕкхинђен те ытларах пăсăлса хытса кайат̌. Вăл çĕр çинђе пĕр ÿтшĕн кăна пу­рăнма тытăнат̌. Унăн вилсен мĕн курасси асĕнђе те çук. Хăш ђухне теплерен аса килсен те, вăл: „епĕ халĕ çам­рăк-ха, лайăх пурăнăç курса йулас. Çылăхсенђен ваттăм çитсен ÿкĕнсен те йурĕ-ха“, тесе ăшне пусарат̌.

Хурапа шурра пĕлменнисем те çавăн пекех хăйсене сăмах тупаççĕ: „епир тĕн çинђен лайăх вĕренмен, мĕн кирлине кирлĕ маррине тĕпĕ йĕррипех пĕлсе туса çите­рейместпĕр, çавăнпа Турă каçартăр пире, ухмахсене“, тесе лăпланаççĕ.

Нумайтарах вĕреннисем, сиртен ыйту та нумайтарах пулĕ. Сире кура ыттисем те сирĕн пек тума тăрăшаççĕ.

Ей тăвансем! пăртак вĕреннисем тата тĕплĕрех пĕл­се илме тăрăшăр. Нумайтарах вĕреннисем, сиртен ыйту та нумайтарах пулĕ. Сире кура ыттисем те сирĕн пек тума тăрăшаççĕ. Çавăнпа есир тĕн тĕлĕшĕнђен йĕркесĕр пурăнсан ыттисене те аташтарса тата пысăкрах айăпа кĕме пултаратăр. Сахал пĕлекенсем хăвăра вĕрентсе ка­ланă сăмахсенђен хăлхăрсене ан хуплăр. Сирĕн килĕрсенђе хаљхи саманара хута вĕреннĕ ађăрсем пур. Тĕн çинђен, йĕркеллĕ пурăнăç çинђен çырнă тĕрлĕ кĕнекесем пур. Çавсене вулаттарса хăлхăрсене ђикме тăрăшăр. Ђиркĕве килсен кунта кĕлĕ сăмахĕсем вулани, йурлани, тĕн çинђен вĕрентсе калани илтĕнет. Çавна курах: „пĕлмест­пĕр, Турă каçартăр пире“ тенипех тÿрре тухаймăпăр.

Çавăнпа пурсăмăр та ђунăмăрсемшĕн ĕçлесе пурăн­ма тытăнар; ытти çынсене те ырă çул кăтартса йама тăрăшар, йĕркесĕр, çылăх айне варăнса пĕтнĕ пурăнăçă­мăра улăштарма пирĕн çине Туррăн тивлеђĕ çитинђђĕ, тесе святой Константинпа святая Еленана тархасласа пу­лăшу ыйтар! Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.