Николай Патшана Корона Тăхăнтарни


Священникъ Петр Егоровъ


Май 14-мĕшĕ

Император Николай Патшана Корона Тăхăнтарнине Аса Илсе Вĕрентсе Калани

II-мĕш Николай император.

1896 çулта майăн 14 кунĕнђе пĕтĕм Россія çыннисем аслă праçник тунă. Мускав хули хĕпĕртесе савăннă, Мускав хули анђах мар, пĕтĕм Россія савăннă. Мускав хулинђе урамсенђе çапса хунă пек халăх вĕшкенĕ; пурте Кремле кайасшăн, пур те Патша корона тăхăннине курасшăн çун­нă. Çав тĕрлĕ ђаплă пысăк ĕçе курма Мускава таçти таçти инçетри çынсем пынă: улпутсем те, аслă çынсем те, хура халăхран та старшинасем пынă; пур те вĕсем Пат­ша корона тăхăннине курма пухăннă; патшапа пĕрле Тур­ра кĕл-тума пынă. Пур çынсенĕн те ђунĕсем савăнса хĕ­пĕртесе тăнă, пур те ђиркÿре, Успенскій соборта, мĕн-мĕн тунине куç илмесĕр шăтарас пек пăхса тăнă. Пур те таса аван тумтир тăхăннă; улпутсем çинђе, священник­сем çинђе ылттăн та кĕмĕл анђах йăлтăртатса тăнă. Мал­та, ђиркÿ варринђе, çÿлĕ вырăн çинђе Патшапа арăмĕ тăнă; вĕсен тумтирĕ çине пăхсан, куç шарса кай­малла пулнă.

Патшапа арăмĕ çав çÿлĕ вырăн (трон) çине пырса тăрсан, митрополитсем патшана порфира тийекен тумтир тăхăнтарнă; унтан митрополитсем кĕлĕ вуланă. Çав кĕлĕре вăл: патшана Турă сыхласа усратăр, халăха ђипер тытса тăма пĕлĕтрен вăй-хăват патăр, тесе кĕл-тунă. Унтан вара митрополит корона илсе пынă та, Патшана панă, Патша вара ăна хăй пуçĕ çине тăхăннă (Корона вăл венђет ту­нă ђухне тăхăнтаракан çĕлĕк пек, вăл пит хаклă, виçĕ милліон тенкĕ йахăн тăрат̌). Унтан тата тепĕр пĕђĕкрех корона илсе пынă, ăна Патша хăй арăмĕ пуçĕ çине тă­хăнтарнă. Патша хăй аллине вара скиптрпа держава тыт­нă; çав державапа скиптра тытса тăни—Патша пĕтĕм Россія халăхне хăй ирĕкĕпе тытса тăнине пĕлтерет. Çап­ла вара Патшапа арăмĕ корона тăхăнса тăнă пĕтĕм мухтавлăхĕпе, ђаплăлăхĕпе тăнă вĕсем. Патшапа арăмĕ ђиркÿре мухтавлă, ђаплă тăнине курсан, тулта ђансем çапса йанă, тупăсем персе йанă. Вара пĕтĕм Мускав хули йантăрса кĕрлесе анђах тăнă.

Ђан çапса ђарăнсан, корона тăхăннă Патша ђĕр­куççи çине тăрса пĕр кĕлĕ вуланă. Вăл кĕлĕре Патша хăйне патшана суйланăшăн Турра тав-туса мухтанă, хăй халăхне ђипер тытса тăма, çынсене ырă кăтартса пурăн­ма Турăран пулăшу ыйтнă. Патша кĕлĕ вуласа пĕтер­сен, ура çине тăнă; вара ђиркÿри мĕн пур çынсем ђĕр­куççи çине ларнă. Митрополит пĕтĕм Россіяри халăхсен йађĕпе Турра кĕл-тунă. Вăл: Патша ђухăн çынсене пу­лăштăр, çынсен хутне кĕрекен пултăр, хăй халăхне ђи­пер тытса усратăр, Патша пур çынсемшĕн те атте пул­тăр, тесе кĕл-тунă.

Çаксем пур те обѣдня (литургія) пуçланас умĕн пул­нă, вара обѣдня пуçланса кайнă. Христосăн ÿђĕпе Йун­не сыптарас вăхăт çитсен, Патшапа арăмĕ çÿлĕ вырăн çинђен алтарь патне – патша алăкĕ умне кайса тăнă. Вара митрополит алтартен тухса патшан ÿтне таса миропа сĕрнĕ: çамкине, куçĕсене, çăварне, хăлхисене, кăкăрне, аллисене сĕрнĕ, Патша арăминне çамкине анђах сĕрнĕ. Пат­ша хăй ÿтне миро сĕртерсе Турăран халăха лайăх тытса тăма ăс, вăй-хăват илет. Миро сĕрсен, Патша патша алă­кĕ витĕр алтаре кĕрсе кайнă. Патша арăмĕ Турă Амăшĕ сăнĕ умне тăрса йулнă.

Алтарте Патша Христосăн Ÿђĕпе Йунне ăша илнĕ. Патша арăмне ађасене сыптаракан çĕртех сыптарнă. Хри­стосăн ÿђĕпе Йунне ăша илсен, Патшапа арăмĕ каллах малтан тăнă вырăна кайса тăнă. Литургія пĕтсен Патшапа арăмне вăрăм ĕмĕр пултăр тесе йурланă. Çапла вара коронованіе йĕрки пĕтнĕ.—Ун ђухне тата темĕскер пулат̌, анђах пурне те каласа кăтартас тесен, етемĕн ђĕлхи сăмах та тупас çук. Епĕ мар, хăй куçĕпе куракан çын та пурне те каласа кăтартас çук. Хăй курнă çын курса тĕлĕннипе, ђунĕ савăннипе нимĕн калама сăмах тупаймаст̌. Мĕшĕн вĕсем, çав Патша корона тăхăннине кура­кан çынсем, пит савăнаççĕ? Патшана корона тăхăннипе, ÿтне миро çăвĕпе сĕртернипе халăха ђипер тытса тăма çÿлтен Турă вăй-хăват пађĕ, тесе савăнаççĕ, Патшана ђунтан – вартан йуратнипе Патша Турă ырăлăхне илнĕ­шĕн савăнаççĕ. Патшана ђунтан йуратнипе çав тĕрлĕ нумай халăх таçтан инçетрен пухăннă та Мускава!..

Йепле йуратас мар Патшана?! Патша вăл пирĕн пуринĕн те атте пулат̌. Атте пирĕн пĕрре анђах, Пат­ша та пĕрре анђах. Ашшĕ ађисене йепле пăхса ÿсте­рет, çавăн пек Патша та пĕтĕм Россіяри халăхсене пăх­са усрат̌.

Патша пирĕншĕн аттерен те паха: Патша пире йут çынсем килсе пĕтерсе кайасран сыхласа тăрат̌, пире хамăра пĕр пĕринпе килĕштерсе усрат̌. Патшасăр пуçне пĕр пĕрне кураймасăр, пĕр пĕринпе килĕштерей­месĕр вăрçса кайăттăмăр; пуйаннисем ђухăннисене пĕте­рĕђђĕç, вăйлисем вăйсăррисене пĕтерĕђђĕç, вара нимĕн ĕређĕ те пулмĕђђĕ.

Халĕ епир пире Патша тытса тăнипе çапла ырă курса пурăнатпăр. Пайанхи кун Патша хăй ÿтне миро сĕртернипе Турăран халăха тытса тăма вăй-хăват илнĕ; çавăнпа епир малалла тата ырăрах пурăнма ĕмĕтленет­пĕр, çавăнпа çынсен тата ытларах савăнмалла.

Ей ырă çынсем! Епир те йут çынсем мар, Патша çынннисемех: епир те пайан савăнар. Савăнса Патша ко­рона тăхăннăшăн Турра тав-тăвар: епир, çылăхлă, мĕс­кĕн çынсем пулсан та, ђун савăннипе, çапла каласа кĕл­тăвар: ей Турă, етеммÿсене çăл, Хăвăн халăхна ырă курмалла ту; ђăн тĕне тытса тăракан пирĕн аслă Патшана Император Николай Александровича тăшмансене çĕнтерме вăй-хăват пар, Патшалăхна та Хăвăн Хĕресÿ хăвађĕпе сыхласа усра. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.