Священникъ Петр Егоровъ
Май 14-мĕшĕ
Император Николай Патшана Корона Тăхăнтарнине Аса Илсе Вĕрентсе Калани

1896 çулта майăн 14 кунĕнђе пĕтĕм Россія çыннисем аслă праçник тунă. Мускав хули хĕпĕртесе савăннă, Мускав хули анђах мар, пĕтĕм Россія савăннă. Мускав хулинђе урамсенђе çапса хунă пек халăх вĕшкенĕ; пурте Кремле кайасшăн, пур те Патша корона тăхăннине курасшăн çуннă. Çав тĕрлĕ ђаплă пысăк ĕçе курма Мускава таçти таçти инçетри çынсем пынă: улпутсем те, аслă çынсем те, хура халăхран та старшинасем пынă; пур те вĕсем Патша корона тăхăннине курма пухăннă; патшапа пĕрле Турра кĕл-тума пынă. Пур çынсенĕн те ђунĕсем савăнса хĕпĕртесе тăнă, пур те ђиркÿре, Успенскій соборта, мĕн-мĕн тунине куç илмесĕр шăтарас пек пăхса тăнă. Пур те таса аван тумтир тăхăннă; улпутсем çинђе, священниксем çинђе ылттăн та кĕмĕл анђах йăлтăртатса тăнă. Малта, ђиркÿ варринђе, çÿлĕ вырăн çинђе Патшапа арăмĕ тăнă; вĕсен тумтирĕ çине пăхсан, куç шарса каймалла пулнă.
Малаллине вулас