Николай Шелепи

1881-1945
Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →
Çĕпĕр çулĕ – чухăн çуль…
Çĕпĕр çулĕ – чухăн çуль,
Пĕлтĕр пулчĕ вилĕм çуль,[1]
Çак йывăрсем çак халăха
Çăмăлланччăр ÿлĕм çул.
Епле тÿснĕ-ши пирĕн патша,
Темиçе пин ачи çухалсан?
Пит савăнăç пулĕччĕ çак халăха,
Çак Патшалăх пухуне çуталсан[2].
Хура пĕлĕт, вут юпа
Израильсен умĕнче[3];
Хресчен сăмахĕсем
Хăйсен патши умĕнче[4].
Египет шывĕ юн пулнă.
Манна тути пыл пулнă;
Таврический дворцана
Хресчен янă çын тулнă[5].
Мысля-шухăш, телеграмм –
Пурте вĕсем çиçĕм пек,
Çак çулсене ирттересси
Нумай çынна пит хĕн пек.
Эй, Томас Эдисон[6],
Шухăшусем нумаййипе
Авланнине маннă эс:
Вуник çулта чухнех
Аçунтан уйрăлнă эс.
1906
Геннадий Юмарт & Л. Трофимов, 2006:
[1] Кунта 1904-1905 çулсенче Яппун вăрçинче пысăк çухатусем ”ÿсни çинчен сăмах пырать.
[2] Кунта сăмах Пĕрремĕш Патшалăх думи çинчен пырать, унăн сессине, 1906 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнчен тытăнса, июнĕн 8-мĕшĕнче ĕçленĕ.
[3] Кунта автор Библире çылăха кĕнĕшĕн иэраилътянсене асап кăтартни çинчен калакан сюжетне усă курнă.
[4] Пĕрремĕш Патшалăх думине суйлама çĕр-шыври халăхăн мĕнпур сийĕ хутшăннă, хресченсем суйласа янă делегатсем çĕре хресчене валеçсе парас ыйтăва тăратнă.
[5] Патшалăх пухăвĕн пăрăвĕсене Таврана керменĕнче ирттернĕ Ана 1783-1789 çулсенче Юсупов князь хăнасене йышăнма тата уявсем ирттерме тутарнă.
[6] Томас Эдисон (1847-1931) Америка ăсчахĕ, вăл электротехника енĕпе тĕрлĕрен аппарат шухăшласа кăларнă.