Раççей


Николай Шелепи

1881-1945

Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →


Раççей

Улпучĕсен хырăмĕсем,
Ах турă!
Пичĕке пек пулса тăрать,
Тур çырлах!
Пуçлăхсем, полицисем,
Ах турă!
Пуçа ухса çех тăраççĕ,
Тур çырлах!

Куçĕсене пăхма хăрăн,
Ах турă!
Çĕлен пекех пăхкаларĕ,
Тур çырлах!
Аллисенчи саламатсем,
Ах турă!
Ним айăпсăр çаптараççĕ,
Тур çырлах!

Кăкрисенче медалĕсем,
Ах турă! *
Çăлтăр пекех курăнаççĕ.
Тур çырлах!
Йыттисене юратаççĕ,
Ах турă!
Шур кулачă çитереççĕ,
Тур çырлах!


Ĕççыннисем, хĕресченĕсем.
Ах тура!
Нумайăшĕ выçă лараç.
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей тырри-пулли,
Ах турă!
Ниçта чиксе пĕтерес çук,
Тур çырлах!


Хулисенче, ялĕсенче.
Ах турă!
Вĕçсĕр-хĕрсĕр ыйткалакан,
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей питĕ чаплă,
Ах турă!
Пĕтĕм çынна тĕлĕнтерет,
Тур çырлах!


Ĕççыннипе хресчен юнне,
Ах турă!
Сĕлĕх пекех сăхса тăрать,
Тур çырлах!
Пирĕн раççей питĕ пуян,
Ах турă! .
Никам шутне тупаяс çук,
Тур çырлах!.


Хуласенче таварĕсем,
Ах турă!
Лапкисенче шăнăçмаççĕ,
Тур çырлах!
Чухăнĕсем темĕп чухлĕ,
Ах турă!
Çш ĕçĕсем çĕтĕк-çатăк,
Тур çырлах!


Вăрăм çÿçсем чиркÿсенче,
Ах турă!
Упа пекех çухăраççĕ,
Тур çырлах!
Виллинчен те чĕрринчен,
Ах турă!
Тăпăлтарса çеç илеççĕ,
Тур çырлах!


Пирĕн Раççей шкулĕсенче.
Ах турă!
Буржуйсем çеç вĕренеççĕ,
Тур çырлах!
Хĕресченпе ĕçхалăхне,
Ах турă!
Ниçта та çул памаççĕ,
Тур çырлах!

Пирĕн Раççей вăрман(ĕ)сенче,
Ах турă!
Шучĕ те çук пурлăх çĕрет,
Тур çырлах!
Хура халăх çурчĕ-йĕрĕ,
Ах турă!
Хăрăк-харăк тÿнсе ларать,
Тур çырлах!


Пирĕн Раççей питĕ хаяр,
Ах турă!
Ĕмĕр-ĕмĕр юн юхтарать,
Тур çырлах!
Тĕрмесенче тăп-туллиех
Ах турă!
Айăпсăр çын тулса тăрать,
Тур çырлах!


Пирĕн Раççей çĕр-шывĕнче,
Ах турă!
Çумăр пекех куççуль çăвать,
Тур çырлах!
Пирĕн Раççей вăрçă вăрçать,
Ах турă!
Хисеп те çук тăлăх-турат,
Тур çырлах!


Пирĕн Раççей питĕ пысăк,
Ах турă!
Вĕçĕ-херри ун курăнмасть,
Тур çырлах!


1905

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.