Таса Іов Çинчен Вĕрентсе Калани


Гавріилъ Эльдебеневъ


Май 6-мĕшĕ

Христос Турă çĕр çинђе çуралађђен нумай малтан айакри Аравія çĕрĕнђе пĕр Іов йатлă Турра хисеплекен çын пурăннă. Іов патĕнђе йĕри-тавăра суйа турăсене пуç­çапакансем анђах пурăннă, пĕр Іов анђах пĕтĕм хăйĕн çемйипе ђăн Турра хисеплесе, Ăна кĕл-туса пурăннă. Іовăн çемйи пысăк пулнă: хăйсем арлă-арăмлă, çиђĕ ывăлĕ, виçĕ хĕрĕ пулнă; тата ывăлĕсенĕн те ађисем пулнă. Çав пысăк çемйене тăрантма та Іовăн пурлăхĕ çитнĕ: Турă пилленĕ тăрăх Іовăн выљăхĕ-ђĕрлĕхĕ хисепсĕр пулнă. Çап­ла Іов Турра тав-туса пурăннă. Анђах Іов йаланах ырă курса пурăнман, ун пуçĕ çине те инкек пынă, анђах ни­йепле асап та Іова Турра ÿпкелеттереймен—вăл пур инкекĕсене тÿссе Турра хисеплеме, Ун çине шанма ђарăн­ман. Вăл ĕç ак çапла пулнă.

Шуйттан пĕтĕм тĕнђе тăрăх çÿренĕ ђухне Турă ун­тан ыйтнă: „есĕ Манăн тĕрĕс ђурана, Іова, куртăн-и?“ тенĕ. Шуйттан каланă: „Іов ырă курса пурăнат̌, вăл Сана мĕн­шĕн ÿпкелĕ? унăн мĕнпур пуйанлăхне, ађи-пăђине туртса илсен, вăл Сана хисеплеме пăрахĕ“, тенĕ. Вара Турă шуйттана Іовăн пуйанлăхне, ађи-пăђисене пĕтерме ирĕк панă, Іова хăйне анђах тивме хушман. Кăшт тăрсан Іо­вăн темĕн ђухлĕ выљăхĕ-ђĕрлĕхĕ пĕтсе кайнă: хăшне пĕ­лĕт çинђен вут анса çунтарса йанă, хăшне йут çынсем хуса кайнă. Çуртĕнђи йапалисем те çунса кайнă; çитмен­нине тата ађисем пĕр çĕрте ларнă ђухне тăвăл тухнă та, пÿртне тÿнтерсе ађисене вĕлернĕ. Çав инкексем çитсен те Іов Турра ÿпкелемен. „Турă пађĕ, Турах илђĕ. Епĕ çа­рамас çуралнă, çарамасах çĕре кĕрĕп“, тесе анђах кала­нă вăл.

Пайтах вăхăт иртсен Турă шуйттана татах: „Іова куртăн-и?“ тесе ыйтнă. Шуйттан каланă: „Іова хăйне тив­мен те, вăл Сана ÿпкелемест, хăйĕн ÿтне тивсен мĕнле пурăнĕ вăл?“ тенĕ. Турă вара шуйттана Іов ÿтне ђир йама та ирĕк панă. Кăшт тăрсан Іовăн çан-çурăмне ăшă йенђе анђах пулакан йухан-суранлă ђир (проказа) лекнĕ. Ун пек ђир лекнĕ çынсене халăх хушшинђе тытман, хире кăлар­са йанă. Вĕсем пĕтĕмпех сывалиђђен йала, хулана кĕме пултарайман. Іов та йал тулашĕнђе суранĕсенĕн пÿрĕсене хырса ларнă. Анђах çав тĕрлĕ йывăр асап тÿссе те Іов Турра ÿпкелеме шухăшламан. Вăл хăй çынсенђен таса çын иккенне пĕлнĕ, хăйĕн пысăк çылăх çуккине пĕлнĕ, çапах та пĕр ÿпкелемесĕр тÿссе тăнă. Іовăн ĕлĕкхи тусĕ­сем йал тулашне тухса ун патне çывăхарса унпа калаçа пуçланă. Вĕсем ăна каланă: „есĕ пĕр-пĕр йывăр çылăх тунă пулĕ; ырă çынна Турă мĕншĕн çав тĕрлĕ асап йарĕ?“ тенĕ. Іовăн арăмĕ ăна каланă: „есĕ Турра ÿпкеле те, Вăл сана ђасрах вĕлерĕ; капла асапланса пурăниђђен, вилни çăмăлтарах пулĕ сана“, тенĕ. Іов арăмне каланă: „епир Турăран ырăлăх илме йурататтăмăр, халĕ инкек йарсан йепле ÿпкелемелле Ăна?“ тенĕ. Арăмĕпе тусĕсенĕн сăма­хĕсене илтесси Іовшăн ÿт асапне тÿсессинђен те йывăр пулнă. Вăл вара хăй те: Турă ман çине мĕншĕн çак тĕр­лĕ асапсем йарат̌-ши? тесе шухăшла пуçланă. Іовăн çав тери ђĕри çуннă вăхăтра Турă ăна Хăй курăнса лăплан­тарнă. Вăл Іова каланă: „Епĕ есĕ Мана хисепленине, сий­ен курсан та тÿснине куратăп, сана пăрахмăп“, тенĕ. Ва­ра, кăшт тăрсан, Іовăн ђирĕ иртнĕ, Турă ăна пуйанлăх та ĕлĕкхинђен нумай панă. Іовăн тепĕр хут çиђĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуралнă. Іов хăй пит ватăлса çитсе вилнĕ.

„Іов ырă курса пурăнат̌, вăл Сана мĕн­шĕн ÿпкелĕ? унăн мĕнпур пуйанлăхне, ађи-пăђине туртса илсен, вăл Сана хисеплеме пăрахĕ“

Тăвансем! Пур святой çыннăн пурăнăçĕ çинђен пĕлни те пире ырă пурăнма вĕрентет. Таса Іовăн пурăнăçĕ çинђен пĕлни пире мĕне вĕрентет-ши?

Іов пит таса пурăнăçлă çын пулнă пулсан та, темĕн тĕрлĕ усал çын курас асапсем курнă. Іовпа пĕр вăхăтра пурăннă суйа тĕнлĕ çылăхлă çынсем вăл асапсене курман. Епир хамăр та ђас ђасах ырă çынсем инкек курса пурăн­нине, усал çынсем пĕр сийен курмасăр пурăннине курат­пăр. Çын тунă пĕр усал ĕçшĕн те Турă тавăрса памасăр хăвармаст̌, анђах хăшне ђасах тавăрат̌, хăшне нумайђђен тÿсет. Тата хăш ђухне тем тĕрлĕ ырă ĕçсем тăвакан çын та асап курса пурăнат̌. Мĕншĕн апла туни çинђен шу­хăшлама пирĕн ĕç мар. Турă мĕн пур йапалана ырăшăн тăват̌: хăшне ырă кăтартса лăплантарат̌, хăшне хĕн-хур­лăх йарса Хăйне манасран ђарат̌, хăш ђухне ырă çын­нах, тата ырăрах пултăр тесе, инкек кăтартат̌. Çавăнпа ырă çын инкек курса пурăнни те ахаљ пулмаст̌: вăл çын­на тÿсĕме вĕрентет, ылттăн вут витĕр тухса тасалнă пек тасатат̌; тата çынна ку çĕр çинђишĕн анђах тăрăшассин- ђен ђарат̌. Павел апостол Еврей çыннисене çырнă çырă­вĕнђе ак çапла калат̌: „Тура кама йуратат̌, çавна асап­лантарат̌; Хăй хапăл тăвакан ывăлне хĕн кăтартат̌. Есир асап тÿсетĕр пулсан, Турă ăна сире Хăйĕн ывăлĕсем вы­рăнне хурса кăтартат̌“ (Евр. 12, 6—7), тет. Çавăнпа свя­той çынсенђен нумайĕшĕ ырă курса сывă пурăнсан: Турă мана йуратмаст̌, тесе шухăшланă: пĕр-пĕр ђирсем, инкек­сем курсан: Турă мана асне илђĕ, тесе савăннă. Çавăнпа, тăвансем, кам та пулин инкексем, ђирсем курсан, ăна: хăй айăплă, ырă пулсан Турă асап йамĕ-ђђĕ, тесе ан айăплăр. Іов йепле ырă çын пулнă пулсан та тÿсме хал çук асапсем курнă, çапах та Турра ÿпкелемен, мĕнпурне те тÿссе тăнă, анђах унăн пĕр айăп та пулман. Тата ак çакна астăвăр: Іов хăйне асапсем Турă шуйттана намăслантарасшăн йанине пĕлмен. Асап ђас пĕтессине пĕлсен ђăтма çăмăлтарах; Іов асапĕ хăçан пĕтессине пĕлмен: тен асапĕсем вилиђђенех ђарăнмалла мар пулнă пулĕ уншăн. Арăмĕ ăна: „Турра хур ту та, Вăл сана ђасрах вĕлерĕ тесен, Іов каланă: „епир Турăран ырăлăха савăнса илет­пĕр, инкек çитсен йепле ÿпкелемелле Ăна?“ тенĕ.

Çавăнпа ĕнтĕ, тăвансем, таса Іова асра тытса, мĕнле инкек курсан та Турра ан ÿпкелер. Çынсем инкек курсан: тивĕçлипе асапланат̌, тесе ан шухăшлар. Туррăн ĕçĕсене епир пĕлес çук. Пирĕн Ăна ырăшăн тав-туса, хурлăх çит­сен тÿссе, йăвашшăн тархасласа пурăнас пулат̌. Пире усă пулас пулсан Турă инкекрен хăтарĕ пире, усă пулас çук пулсан тата тÿстерĕ. Мĕн пулсан та, Турă пире ырă сунат̌, пирĕн ђунсене çăлăнăç сунат̌. Пирĕн Ăна пăхăнса анђах пурăнмалла. Асапсене тÿсме йывăр пулсан, таса Іова астуса илер. Вара Вăл курнă асапсене курас пулсан та, Турă пулăшнипе тÿсĕпĕр. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.