Николай Шелепи
Патшалăх пухăвĕ
Питĕрте тăваççĕ пĕр чул çурт,
Никĕсне хураççĕ чул çине,
Çурт тăвакан ăстасем ăннă пулĕç,
Кăмăлĕсене ячĕç мул çине.
Çутăл, çутăл, çĕнĕ Россия,
Çак Патшалăх пухупе.
Куйланса йĕр, кивĕ Россия,
Çырма пек çын юнĕ юхупе.
Çакă çĕнĕ хĕвел çутипе[i]
Савăнăр, Россия çыннисем.
Тăлăхпа мĕскĕн пит нумай –
Ан манăр, Питĕре пынисем.
Çĕрпе уйăх çаврăнать,
Хĕвел вырăнта тăрать,
Патша Питĕрте тăрать,
Çутă тĕттĕмрен хăрать.
Тинĕсре çÿрекен вăйлă хумсем
Тинĕс çыранĕсене çапаççĕ,
Типĕре çÿрекен хăвăлсем
Хăйсен тăванĕсене çакаççĕ.
Тинĕсре çÿрекен Акула
Арăслан пулчĕ, типпе тухсассăн;
Тĕттĕмре тăракан Россия
Çутă курчĕ, шыв пек юн юхсассăн.
Хĕвел çутăлса тухнипе
Уйăхпа çăлтăр çутисем пĕтрĕçĕ:
Халăх пуçне çĕклесе пăхрĕ те,
Хресченсене Питĕре кÿртрĕçĕ[ii].
Питĕр хапхине уçрĕçĕ
Хресченсене кĕмешкĕн –
Çакă Патшалăх пухупе
Чарăнĕ-ши халăх йĕмешкĕн?
Халăх йывăрлăхне илесшĕн
Нумайăшĕ тăрăшрĕç вилесшĕн,
Суйланисем кайрĕçĕ Питĕре
Халăх валли ырăлăх илесшĕн.
1906
[i] Кунта сăмах 1905-1907 çулсенчи революци тапхăрĕнче вягйлăха çĕнсе илнĕ çăмăллăхсем çинчен пырать.
[ii] Халăх йывăрлăхне илесшĕн Нумайăшĕ тăрăшрĕç вилесшĕн, Суйланисем кайрсçĕ Питĕре Халăх валли ырăлăх илесшĕн.