Çу уйăхĕ


Н. Иванова & В. Никитин


Çу уйăхĕ

«Çу уйăхĕ» тени мĕнле пулса кайни ăславçăсене самаях шухăшлаттарать. Пĕрисем ăна выльăх-чĕрлĕхе хире кăларса хăймапа çу çиме пуçланипе ăнлантараççĕ (капла калани тĕрĕс мар тесе шутламалла), теприсем çĕнĕ çул пуçланнинчен пулса кайма пултарнă теççĕ. Чăнах та çуллахи çанталăк чăвашсен авалхи кун тăрăмне пăхас пулсан пуш уйăхĕнче кунпа çĕр танлашнă хыççăн пуçланнă. Тен, ытти кÿршĕ-аршăллă пулнă халăхсен календарĕсене пăхма тивет? Унта пирĕнни пек янăракан ятсем пайтах: маййăсен — «паш» (параппан) уйăх, «щуль» уйăх (вĕç, пĕтмĕш), «поль» (260 кунла çул), «тун» (360 кунлă çул), «к’ин» (кун) тата ыттисем; вавилонсен — «щаббат» (шăмат кун), «айарри» (уярри), «хаммури» (ăмăрри), «шекур кудду» (çăкăр уйăхĕ), «аддару» (ытарри)[1] тата ытти те пур. Кунсемпе уйăхсен уçăмсăр ячĕсене (тунти, шăмат, кăрлач, пуш, нарăс, ытлари, юн) тарăнра шырама тивет. Çу уйăхĕ те, юн кун та «юн», «çу» тăкни-çинипе пулса кайнă ятсем мар. Апла ăнлантарни — ансат кÿнĕç. Ун пек тĕслĕхсем татах пур. «Сурхурине» сурăх урине тытнипе, Итакуч ялне (Муркаш районĕ) йытă кутне тапнине ăнлантарма пăхаççĕ. Тĕрĕссипе, иккĕшĕ те авалхи «ламсарăк»[2] тата «итакут»[3] (çар пуçлăхĕсен титулне пĕлтереççĕ) сăмахсенчен пулса кайнă.

Хĕвел çулне 12 тата 13 уйăхлă çулсемпе танлаштарнă чухне авалхи çу уйăхĕ хальхи май вĕçĕпе июнь уйăхĕсенех кĕрсе кайнă. В. Н. Татищев, В. П. Вишневский, А. А. Фукс, В. А. Сбоев, Н, И. Золотницкий, Г. И. Комиссаров ăславçăсем çу уйăхне Цезарь календарĕнчи июнь уйăхĕпе тĕл килтернĕ.

Халĕ усă куракан календарьти çу уйăхĕ — çулталăк тăрантаракан кунсен вăхăчĕ. «Чÿк уйăхĕнче пÿремеч çиес килсен çу уйăхĕнче сÿремеч пулса çÿре»,—тенĕ хунав ачасене. Асли суха пуç тытнă, кеçĕнреххи сÿре лашине хăваланă.

Çурхи пĕрремĕш аслатиллĕ çумăр хыççăн çĕр-аннемĕр чиперленсе каять. Çĕмĕрт чечеке ларсан е юман çулçă кăларма пуçласан кас-кас сивĕтсе каять. Анчах çĕмĕрт сивви çурхи ĕçсене чарса тăраймасть.

Сăнавсем

  • Ăвăс йывăçĕ чечекленсен — кишĕр акма васка.
  • Ăвăс чечекре — кишĕр черетре.
  • Çĕмĕрт чечеке ларсан çĕр улми лартмалла.
  • Хурăн çулçи сарăлать—сĕлĕ акма юрать.
  • Юман çулçă кăларсан — тулă акма, курăк паркалансан хура тул сапма юрать.
  • Йывăç лартмалли чи лайăх вăхăт — шĕшкĕ чечекленме пуçланипе хурăн çулçă сарнă хушăра.
  • Çу уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче шăпчăксем юрлама пуçлаççĕ. Кун пуçлаканни — чĕкеç, каç пуçланакан — шăпчăк.

Çу уйăхĕнчи палла кунсем

6. Кĕтÿçсен уявĕ (кĕтÿ тухать). Серте яшки пĕçереççĕ. Çак эрнере чĕкеçсем вĕçсе килеççĕ.

11. Чирлĕ çынсене хурăн шывне ĕçтерсе сиплеме пуçлаççĕ.

13. Çĕрле тÿпе çăлтăрлă тăк — тулăх тыр-пул кĕт. Ирхине хĕвел йăлтăркка тухни çулла типĕ çанталăк пуласса.

14. Кая юлнă кахал суха тăвать. Кунĕ лайăх тăк, ĕç çи вăхăчĕ те ырă пулать.

15. Шăпчăк кунĕ (шăпчăксем юрлама тытăнаççĕ). Каçхине вăрмана е пахчана шăпчăк шырама каяççĕ: ăна кураканни телейлĕ пулать.

16. Вĕлтрен-пултăран яшки пĕçерсе çиеççĕ.

18. Пăрçа акаççĕ, хăярпа купăста лартаççĕ.

26. Эмел курăкĕ пухма тытăнаççĕ.

Аслати, Çиçĕм, Асамат Кĕперĕ

Çурхи пĕрремĕш аслатиллĕ çумăр килсен ватти-вĕтти чир- чĕртен тасалас тесе урама чупса тухнă. Калпакĕ-карттусĕсене хывнă, тутăрĕсене салтнă, çумăр айĕнче сиксе ташланă, чир-чĕр кайтăр тесе çĕр çине выртса йăваланнă. Пуç çинче, çывăхри вăрт çинче çăмарта кустарнă, çурхи тĕнче вăйĕпе çамрăклан ас тенĕ. Çурхи аслатие хисеплесе мунча кĕрсе тасалнă, шурă кĕпе тăхăннă. Аслати шавĕпе çĕр амаланса юлать тенĕ ватăсем. Аслатипе çиçĕм, асамат кĕперĕ çинчен калакан сăмахлăх йышлă, вĕсемпе паллашăпăр.

Туптармăшсем

Асамат кĕперĕ

1. Пÿрт урлă хĕлĕх йĕвен ывăтрăм.

2. Атăл урлă пурçăн тилхепе карнă.

3. Çичĕ тĕслĕ çут хăю Атăл урлă карăнчĕ.

4. Атăл урлă — Улатимĕр кĕперĕ.

5. Асатте пĕкки — Атăлпа Çавал тĕкки.

6. Сăрлă пĕкĕ — сăрт урлă.

7. Асламас кĕперри авăнчăк.

8. Эреветлĕ-теветлĕ, кĕпи арки хăйăклă.

Аслатиллĕ çумăр

1. Асанкасси асса килет, Сиккасси сиксе килет, Кумкасси куçса килет, Йĕлпÿ хĕрĕ йĕрсе килет, куççульне тăкса килет.

2. Ахмача ахăрса килет, Çиçтепе çиçсе килет, Хурамал хăпса килет, çут куççуль тăкса килет.

3. Йăлтăр-йăлтăр йăлтăркка, кăлтăр-калтăр калтăркка, ала витĕр алтăркка.

4. Кĕмсĕрт! турĕ, йăлт! турĕ, пăрçи шăпăрр! тăкăнчĕ.

5. Хапăс çинче халт-халт! Явăш çинче ялт-ялт! Пирĕн çине пат-пат!

Аслатипе çиçĕм

1. Аслăк çинче тур лаша кĕçенет.

2. Тур лаша кĕçенет — тимĕр кăвак çÿçенет.

3. Вĕлт турĕ — вĕлле хыçне пытанчĕ.

4. Кĕпĕрнаттăр урапи кĕпер çинче илтĕнет.

5. Малтан йăлтăркка, кайран хăлтăркка.

6. Алли çук — шаккать, вучĕ çук — çунать.

7. Çулла асатте вăрçать, хĕлле çывăрать.

Сăнанисем

Çиçĕм, аслати, асамат кĕперĕ

1. Çуркунне аслати ав ати асар шыв ăшăтмасть теççĕ.

2. Аслати хуллен те вăрăммăн авăтсан йĕпе пулать; час чарăнсан — уяртать.

3. Аслати пĕр чарăнмасăр авăтсан пăр çăвать.

4. Аслати пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçсан пăр çăвать, çав вăхăтра сивĕ пулать.

5. Асамат кĕперĕ чăнкă пăрăнсан уяр пулать; лапшар курăнсан йĕпе пулать.

6. Асамат кĕперĕ çумăр хыççăн нумай тăрсан çанталăк йĕпене каять; час çухалсан — уяра.

7. Çумăр çунă чухне виçĕ асамат кĕперĕ пулсан эрнипех çумăр пулать.


[1] Ссылка çук. – VulaCV

[2] Ccылка çук. – VulaCV

[3] Ссылка çук. – VulaCV

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.