Вичкĕн шăллă шăши


Иван Юркин


Хайлав

Тĕнчере тĕлĕнмелле: пуян çынсенчен ухмаххи нумай пулать, çуккисенчен – ăсли. Пĕр ялта юрлă çын питĕ ăслă пулнă. Пухăва-мĕне тухса калаçа пуçласан, ăнах эсĕ пĕр япала та пĕлместĕн, ухмах тесе çăвар та уçтарман. Унăнне çапла темĕн тĕрлĕ ăслă сăмахĕсене сума суман пирки хăш чухне вăл тарăхса вĕсене темĕн тăвасса çитĕ.

Пайтах вăхăт иртсен, çак çук çын ватăлмалăх кунĕнче, телейне хирĕç, пуйса кайрĕ, тет. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсен хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Пуянсем те унпа килĕштерсе калаçа пуçларĕç, тет. Ытла аван çапла калаçса ларнă чухне çак çĕнĕ пуянĕ, ĕлĕк хăйне леш пуянĕсем суманнине асне илсен, вĕсенĕн айван ăсĕсене ыттисене пĕлтересшĕн, хайласа калаçма тытăнчĕ, тет: «Итлĕр халĕ, стариксем, кĕçĕр пирĕн килте тĕлĕнмелле ĕç пулчĕ», – тесе. Лешсем те: – «Епле, мĕнле ĕç?» — теес ыйтаççĕ, тет, унăн куçĕнчен чăрр пăхса. «Мĕнле-и-мĕнĕ, кĕçĕр пирĕн пĕр çатмана шăшисем çисе шăтарнă», – тет. Хăй çумĕнче ларакан пуянĕсем: «Пулĕ те çав, ах, вăл епле алла, пит вичкĕн шăллă пулнă пулĕ шăшийĕ?» – тесе тĕлĕнĕ пуçларĕç, тет.

Ĕлĕк хăй вырăнĕнче алăк патĕнче черек лараканнисем, мĕскĕнсем, шанмасăр: «Темĕн, вăл япала чăн мар-тăр, суя-тăр», – тесе лараççĕ тет. «Чăн», – тесе калать тет ку пуянĕ те, вĕсене шантарам пек пулса. Хăйпе пĕрле юнашар ларакан пуянĕсем те: «Чăн пулмасан, кăлăхах калаçнăччĕ тек». Чăн та чăн тенĕрен, хай пуянăн суя сăмахне чисти чăна кăларсан кăна, ку çĕнĕ пуянĕ, çукран пур пулнăскер, каллех халăхсем енне çавăрăнса ларсан: «Итлĕр-халĕ, ватăсем, пуянсем, ĕлĕк, эпĕ çук çын чухне, сире темĕн тĕрлĕ тĕрĕсне кала-кала параттăм, эсир уп чухне манăн ăслă сăмахăмсене сума сумасăр, шанмасăр, манах ухмах тесе вăрçаттăр; халĕ эпĕ сирĕн пек пуян пулсан, сирĕнпе пĕрле сĕтел хушшинче калаçса ларнă чухне, сире суя суйса каланă сăмахсене те эсир: «Пулĕ те çав, ах вăл епле пит вичкĕн шăллă шăши пулнă-ши?» – тесе, чăна кăларса тĕлĕнсе ларатăр», – тет вĕсенчен кулса.

1906

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.