Аслă Ерне Кун Плащаница Умĕнђе Вĕрентсе Калани


Свящ. П. Егоровъ


Пайанхи кун пит тĕлĕнмелле, пит хăрушă ĕç пулнă; пайанхи кун пире çăлакан Христос Турра хĕрес çумне пăталаса вĕлернĕ. Çавна кура пайанхи кун пĕтĕм çĕр ђĕтĕресе, хăраса, кисренсе кайнă; виçĕ сехет хушши пĕтĕм тĕнђипе пăђ-тĕттĕм пулса тăнă, ђиркÿри ђаршав çурмаран çурăлса кайнă. Христос хĕрес çинђе, пăтасем çинђе çакăнса тăнине курсан, ђулсем катăлса çурăлса кайнă.

Ђунсăр йапаласем Христоса Хĕрес çумне пăталанине курсан, хăраса кисренсе кайнă, Христоса пăталакан çынсем Христос асапланнине пăхса, Унтан мăшкăласа кулнă. Ĕлĕк çынсене çăлат̌-ђĕ, халĕ Хăйне те çăлаймаст̌, антăр халĕ хĕрес çинђен, епир вара Вăл Христос иккенне ĕненĕпĕр, тесе мăшкăланă. Христос Хăй пĕр никама ÿпкелемесĕр Хăй асапне тÿснĕ. Вăл Хăйне пăталакансемшĕн Турра кĕл-тунă: ей Аттем! Каçар вĕсене, вĕсем хăйсем мĕн тунине хăйсем те пĕлмеççĕ, тенĕ.

Çынна вĕлернине мар, выљăха вĕлернине курсан та ђун таçта хăраса сехĕрленсе кайат̌, çынна вĕлернине курсан, ђун темĕн тĕрлĕ хăраса кайат̌; Іудейсем Христос Турра пăталаса вĕлерме хăраман, Христос хĕрес çинђе асапланнине курса макăрма мар, вĕсем мăшкăласа кулса тăнă. Ех, мăнтарăн ухмах етемми! Ухмахлансан етем выљăхран та усал пулат̌ мĕн. Ăссăр выљăх хăйне çиме паракан çынна паллат̌, ăслă етем хăйне пултарнă Турра паллайман. Турă çынна Хăй аллипе туса пултарнă, çыннăн ăшне вилми ђĕрĕ ђун вĕрсе кÿртнĕ, çын ырă курса пурăнтăр тесе ăна рай пахђи лартса панă; етем çавăн вырăнне Христос валли Голгоѳа тăвĕ çине хĕрес лартса хунă. Турă етеме рай пахђине кÿртсе йанă, етем уншăн Христос Турра хĕрес çумне пăталанă. Турă еврейсене мухтавлă халăх туса усранă, еврейсем Христоса çын вырăнне те хисеплемен, Ăна вăрă-хурахсемпе пĕр хисепе хунă. Турă еврейсене Моисей тинĕсе хĕреслесе çапнипе Египетри асапран çăлнă, хăйсем, еврейсем, Христоса асаплантарма хĕрес çумне пăталанă. Еврейсем пушă хирте çÿренĕ ђух Турă вĕсене çÿлтен манна çутарса тăрантарса усранă, халĕ еврейсем Христос хĕрес çинђе çакăнса тăнă ђух, Ăна, ватпа хутăштарнă уксус панă. Турă çынсене пурăнăç парса ырăлăх кăтартса усрат̌, çынсем Христос Турра хĕрес çумне пăталаса вĕлернĕ. Мĕшĕн çав тĕрлĕ усал ĕçе тума Турă çынсене ђарман-ши?! Христос хĕрес çинђе вилни пире, çылăхлă çынсене, кирлĕ пулнă, Христос хĕрес çинђе асапланса вилнине епир, çылăхлă çынсем, ĕмĕрхи асапран хăтăлса йулнă, Христоса пирĕн çылăхсемшĕн хĕрес çумне пăталанă. Христос пире, çылăхлă çынсене, хĕрхенсе, пире йуратса, пире шуйттан аллинђен çăласшĕн хăйне хĕрес çумне пăталама ирĕк панă.

Турă еврейсене мухтавлă халăх туса усранă, еврейсем Христоса çын вырăнне те хисеплемен, Ăна вăрă-хурахсемпе пĕр хисепе хунă.

Свящ. П. Егоровъ

Ей ырă çынсем! Акă кунта Христосăн сăнĕ выртат̌. Çакăнта Унăн Утне пытарнине ÿкернĕ. Христос сăнĕ çине пăхăр та Христос пире йепле йуратнипе астуса илĕр. Астăвăр-ха, Христос пирĕншĕн, пирĕн çылăхсемшĕн хĕрес çинђе асапланса вилнĕ. Христос пире пит йуратат̌, епир Ăна йурататпăр-ши? Христос пире йуратса пирĕн çылăхсемшĕн хĕрес çинђе асапланса вилнĕ. Епир Христоса йуратса мĕн тăватпăр?! Нимĕн те çук, епир пĕр çылăха кĕрсе анђах пурăнатпăр. Христос пирĕн çылăхсемшĕн хĕреGс çинђе асапланса вилнĕ, пирĕн çылăхсем Христоса хĕрес çумне пăталаттарнă, епир тата çылăха кĕрсе пурăнатпăр. Çылăха кĕрсе епир Христоса тепĕр хут хĕрес çумне пăталатпăр. Ей Христос Турă! епир іудейсенђен те усал-çке! Вĕсем Сана пĕлмесĕр хĕрес çумне пăталанă, епир пĕле тăркађах çылăха кĕрсе Сана кÿрентеретпĕр. Ей нумай ырăлăхлă Христос Турă! хĕрхенсем пире, пире ытла ан çиленсем, епир йĕркесĕр пурăннине Хăвăн ырă кăмăлупа каçарсам. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.