Таса Александра


Симеон Сергеев ( Симеон Сергѣевъ ) — … Тĕплĕнрех→


Таса Александра çинчен Вĕрентсе Калани

Апрѣљ 23-мĕшĕ

Савнă тăванăмсем! Пирĕн ђиркÿ пайан Христосшăн асапланса вилнĕ Александрана асăнат̌. Александра Діоклитіан йатлă патшанăн арăмĕ пулнă. Діоклитіан суйа тĕнлĕ çын пулнă; вăл Христоса ĕненекенсене пит хĕсĕрленĕ. Нумайĕшне асаплантара-асаплантара вĕлерттернĕ. Алек­сандра упăшки çапла усал çын пулнă пулсан та, унпала, Турă хушнă пек, килĕштерсе пурăннă.

Турă райра Адам валли мăшăр – Евана пултарсан, Вăл вĕсене лăпкă, пĕр-пĕрне йуратса, килĕштерсе пурăнма хушнă. Александра çав сăмахсене ăшĕнђе тытса тăнă. Упăшки суйа тĕнлĕ усал çын пулнă пулсан та, унпа ки­лĕштерсе пурăнма тăрăшнă.

Тăванăмсем, епир, Христос тĕнне тытакансем, хамăр мăшăрсемпе мĕнле пурăнатпăр-ши? Епир пĕртте, Турă хушнă пек, пурăнмастпăр-çке. Хамăр арăмсене çĕр çинђе пĕрле пурăнма Турă панă йулташ вырăнне хумастпăр. Хăшĕ-хăшĕ хăйсен арăмĕсене çын вырăнне те хисепле­меççĕ. Ун пек çынсем Турă çырăвĕнђи сăмахсене манаç­çĕ. Турă çырăвĕнђе каланă: Турă умĕнђе арçынни те, хĕр­арăмĕ те пĕр, тенĕ. Ђăнахах, епир пайтахăшĕ хамăр арăм­семпе пит нађар пурăнатпăр. Вĕсене тивĕçсĕрех вăрçат­пăр, тарăхтаратпăр. Хăшĕ тата хĕнеççĕ те: арăма хĕнес пулат̌, хĕнемесен унăн çиттуни айне шуйттан кĕрсе ла­рат̌, теççĕ. Çемйĕре ĕç ăнмаст̌-и, йе мĕнле те пулин сă­тăр пулат̌-и, пирĕн йалан арăмсем айăплă. Хамăра тивĕç­липе те айăпламастпăр. Тек тăмалăх вăхăтра киле ÿсĕ­рĕлсе тавăрăнатпăр-и, йе тата хамăр кама та пулса çиленнĕ-и, унта та пирĕн арăмсемех айăплă. Хамăр çиленнĕ çынна нимĕн тăвайман йенне, тытăнатпăр арăмсене ту­старма. Шăл витет, вăй çитет, вĕсене вăрçатпăр, хĕнетпĕр, çĕмĕретпер. Мĕскĕнсем! Мĕн ђухлĕ вĕсем пиртен патак çийеççĕ. Тепĕрин выљăхĕ те хăшин арăмĕ ђухлĕ патак çимест пулĕ. Хĕр-арăм ĕç ĕçлет-и, унта та епир вĕсене ђас-ђасах тивĕçсĕр кÿрентеретпĕр. Пирĕн арăмсем пирĕн пекех ĕçлеççĕ-çке. Хăш-хăш ĕçе анђах тăваймаççĕ. Ун вырăнне вĕсен кил хушшинђе мĕн ђухлĕ ĕç. Ђипертерех шухăшласа пăхсан, хĕр-арăм арçынтан та нумайтарах ĕçлет. Ађасем ÿстернĕ çĕрте те хĕр-арăм мĕн ђухлĕ терт­ленет, мĕн ђухлĕ хĕн-хур курат̌, мĕн ђухлĕ куç-çÿлли тăкат̌. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр ирттернĕ вăхăтсем те пулаç­çĕ. Ађа-пăђана, Турă хушнă пек, пăхса ÿстересси те пи­рĕн арăмсенђенех килет. Епир, арçынсем, килтен тухатпăр та, кайатпăр. Арăмсем пирĕн, хурт ами пек, пирĕн ађа­сене пуçтарса лараççĕ. Амасăр ађа-пăђа, вĕллери амасăр хуртсем пек, саланса пĕтет. Арăмсем пирĕн ађасене пĕђĕк- çĕллех Турă ђиркÿне çÿреме вĕрентеççĕ.

Çапла ĕнтĕ, тăвансем, арăмсем çĕр çинђе пурăннă ђух, пирĕн Турă панă ђăн йулташ пулаççĕ. Вĕсем Турă сăмахĕнђе каланă пек, пирĕнпе пĕр ÿт пулаççĕ, пирĕн ÿтрен илнĕ ÿт, пирĕн шăмăран илнĕ шăмă пулаççĕ. Пи­рĕн телей, пирĕн ырăлăх вĕсенђен килет, вĕсем епир пу­рăнăç тунă ђух, пирĕн пекех тăрăшаççĕ. Çавăнпа пирĕн вĕсемпе йĕркелĕ, килĕштерсе пурăнас пулат̌, тивĕçсĕ00р кÿ­рентерес пулмаст̌. Кам та пулин пире тек тăмалăх усал тусан, епир хурланатпăр-çке, арăмсем те пирĕн çавăн пе­кех. Вĕсенĕн ђĕрисем пиртен писеççĕ. Вара епир: манăн арăм ăнман, тетпĕр. Хамăр канăçлăха çухататпăр, хуйхă­ратпăр. Хамăр усаллине шухăшламастпăр та. Кайран-кай­ран ĕçке йĕрсе пуçтарнă пурлăха та салатма пултаратпăр. Кунĕ çĕрĕ килте кăшкăрашу, çапăçу пулма пултарат̌. Хи­рĕçсе пурăнакан çурт нихăçан та ăнмаст̌. Вĕсенĕн ађи-пă­ђисем те пархатарлă пулмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ куллен-кун çапăçнине курса ÿсекен ађа-пăђа мĕнле етем-пултăр вăл. Вĕсенĕн çамрăклах ђĕрисем хытса ђулланса кайаççĕ. Çак­сене асра тытса тăрса, арлă-арăмлă лайăх, лăпкă, пĕрне-пĕри йуратса пурăнас пулат̌. Хăй арăмне йуратман çын, Хри­стос заповѣдне тытса тăмаст̌. Христос каланă: хăна çы­вăх çынна хăна ху йуратнă пек йурат, тенĕ. Пуринђен çывăх çыннăмăрсене, арăмсене, йуратмасан, ытти çынсене мĕнле йуратăпăр епир? Курăнакан çынсене йуратма пĕл­месен, курăнми Турра мĕнле йуратма пĕлĕпĕр епир? Тă­ванăмсем, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма тăрăшăр. Епир хамăр арăмсене ђиркÿре вилиђђенех йуратса, лайăх пăх­са усрăпăр тесе панă сăмахсене ан манăр. Арăмсем те упăш­кăрсене йуратса, вĕсене итлесе пурăнăр. Турă çапла ху­шат̌. Вара епир, Турă çырăвĕнђе каланă пек, Авраам аслă­лăхне, Іаков пиллĕхне илĕпĕр.

Ей Турă, Хăвăн таса Александра кĕл-тунипе çăл пире! Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.