Ака уйăхĕ

Н. Иванова & В. Никитин


Ака Уйăхĕ

Ячĕ вăхăтне палăртса тăрать: ака-сÿре тумалли уйăх. Кĕркури календарĕпе пăхсан вăл май уйăхне пырса тухать. Ака ĕçĕ, каламасăрах паллă, шыв-шур кĕрлесе иртсен, çĕр-шыв типсен, çĕр пиçсе çитсен пуçланнă: «Калăм иртет, юр пĕтет, Çурхи суха та çитет… Авантарах апатлан, Ака тума вăй кĕтĕр…» (К. В. Иванов.)

Малаллине вулас
Advertisements

Калăм

Н. Иванова & В. Никитин


Калăм

Мăн кун эрнинче пĕр сыпăкран виçĕ уяв — калăм, çурта кунĕ тата сĕрен.

Калăм — çуркуннехи уяв, вилнĕ тăвансене асăнса, пуç çапса пĕрле хăналанмалли кун. Ку вăхăт хальхи ака-çу уйăхĕсене тĕл килнĕ. Çак кун хĕвел тухичченех урамра кăвайт чĕртнĕ, вут çине çăкăр касăкĕ, çăмарта пăрахнă, шыв сирпĕтнĕ май «умĕнче пултăр» тенĕ. Улăма «леш тĕнчери» тăвансене ăшă та савăнăç кÿрес тесе çунтарнă. Кăвайт çине çĕтĕк çăпата пăрахса виçшер хут вут урлă сикнĕ, киле кайнă май çак сăмахсене каланă: «Килĕр, паппайсем… ачасем, мăн кун курма! Сирĕншĕн çăмарта, пĕлĕм пĕçернĕ». Кун хыççăн чăх пусса калăм пăтти хатĕрленĕ. Алăк умне çурта лартнă. Килти е ратнери (йăхри) чи  ватти сĕтел çинчи пуш тирĕке пĕр татăк чăх какайĕ тата çăмарта хунă, сăрапа эрех янă, «вĕсен (вилнисен) умĕнче пултăр» тенĕ. Кун хыççăн пурте ларса апатланнă.

Малаллине вулас

Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани

Симеонъ Сергѣевъ


Пуш 25-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Епĕ Турă ђури, есĕ каланă пек пултăр мана

Лук. I, 38.

Назарет йатлă хулара таса пурăнăçлă арлă-арăмлă Іоакимпа Анна пурăннă. Вĕсенĕн ватăлиђђенех ађа-пăђа пулман. Пĕр ÿпкелемесĕр Іоакимпа Анна Турăран ађа ыйтнă. Турă вĕсенĕн йăвашлăхне, таса пурăнăçне курса, Іоакимпа Аннана хĕр ађа панă. Ашшĕпе амăшĕ хĕрне Марія йатлă хунă. Іоакимпа Анна хăйсен хĕрĕ Туррăн суйласа илнĕ савăнăçĕ пулассине, унтан тĕнђене Çăлакан çуралассине пĕлмен. Марія ÿссе çитнĕ. Вăл Исаія пророк Христос хĕртен çуралмалла тенине вуланă, анђах Христос Турра хăй çуратмаллине пĕлмен; ун çинђен Вăл нихăçан та шухăшлама та пултарман. Вăл Христоса çуратмалла Хĕрĕн йулашки тарçи те пулин пуласшăн пулнă. Анђах хăйĕн йăвашлăхне, таса пурăнăçне кура, Таса Хĕр Марія пирĕн Христос Туррăмăрăн Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă. Вăл Херувимсенђен те аслă, Серафимсенђен те мухтавлă пулнă, Ăна пĕтĕм тĕнђе мухтат̌.

Малаллине вулас

Çурхи ĕçсемпе уявсем

Н. Иванова & В. Никитин


Çурхи Ĕçсемпе Уявсем

Тырă-пулă тухăçлă ÿстĕрччĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетĕрччĕ, пурнăç сыпăнса пытăрччĕ тенĕ чăваш çурхи йăласене ирттернĕ чух. Çурхи çанталăка чунтан саваканнисем ача-пăча пулнă, мĕншĕн тесен ÿсĕмри ÿт-тире хĕвел ăшшипе çути ытларах кирлĕ. Ваттисем вĕттисене хавхалантарнă: ачасен самахĕ-юрри асамлă, унпа çут çанталăка парăнтарма, ÿкĕте кĕртме çăмăлтарах-мĕн. Çапла шухăшлакан çĕр ĕçченĕ çуркуннене васкатма, чустаран кайăк кĕлеткисем — «кулюксем», «шăпчăксем», «шăнкăрчсем» пĕçернĕ. Ача-пăча пÿрт, лупас тăррине хăпарса чуста кайăксене çÿлелле ывăтнă: «Кулюк! Кулюк! Çÿле вĕç! Çуркуннене илсе кил!»— тесе кăшкăрнă, тутлă çимĕçе тантăшĕсемпе пайланă.

Малаллине вулас

Иван Юркин (Юркка Иванĕ)

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


Иван Юркин (Юркка Иванĕ)

(1863-1943)

Иван Николаевич Юркин (Юркка Иванĕ) Чĕмпĕр кĕпĕрнинче Пÿркел ялĕнче удел хресченĕн кил-йышĕнче 1863 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче çуралнă. 1870-1875 çулсенче вăл Пимĕрселĕнчи пуçламăш шкулта, 1875-1880 Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренет, анчах ку шкулта вĕренсе пĕтереймест. 1882 çултан пуçласа Юркин вулăс кантурĕнче, акциз управленийĕнче ĕçлет. Октябрьти революци хыççăн вăл Чĕмпĕрти статистика управленине куçать. 1926 çултан пуçласа литература ĕçĕпе кăна пурăнать.

Литература ĕçне çыравçă 1876-1880 çулсенче, Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ чухне пуçланă. Унăн паллăрах хайлавĕсем: «Этем пырĕ тутă та куçĕ выçă» (1889), «Мул» (1889), «Ульки» (1927) повеçсем.