Тĕнчери буржуйсемпе улпутсем


Турхан Энтри


Тĕнчери буржуйсемпе улпутсем
Акăш-макăш
Тумланса,
Шурă акăш
Пек пулса,
Арĕ, арăмĕ пĕрлех –
Йăлтăр-ялтăр
Курăнса,
Чăнкăр-чăнкăр!

Тутарса,
Ĕçрĕр-çирĕр ĕмĕрех.
Тăрăс-тăрăс!
Тутарса,
Пурте харăс
Сулланса,
Тайкалантăр ташласа.
Ĕçлемесĕр
Кÿпĕнсе,
Хĕрхенмесĕр
Юн ĕçсе,
Ирсĕрлентĕр пăсăлса.
Кĕрĕс-кĕрĕс!
Илтĕнет:
Вăрçă, тĕрĕс
Хирĕлет;
Халăх ирĕклĕх шырать.
Йăлтăр-ялтăр
Тискерсем!
Вăшт! çухалччăр
Хÿрĕрсем! –
Халăх тавăрма тухать.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.