Юлашки юррăм


Турхан Энтри


Тăван халăхăм! Сехет çитрĕ – вилеп!
Тăван çĕр-шывран ĕмĕре уйрăлап:
Сана юлашки хут савса пехиллеп.
Чăваш ятне çеç, вилес чух, асăнап.

Ача чухнерен, вулама пуçличчен,
Сана ман пекех савакан кам пулас?
Вĕри сăмахпа, юрăпа, виличчен
Чăваш чĕрине кам çĕклес, хăпартас?

Сана юратнин хĕрÿпе ман чĕрем
Йăлтах кĕлленсе çамрăклах ватăлать.
Сана ыр сунса, вилес чух ман чĕлхем.
Аран çаврăнса, сан ятнах аслăлать.

Ман чунăм тĕнче çутинчен куçнă чух.
Тăван халăхăм, чунăма лăплантар!
Сана юрлакан çĕр айне кĕнĕ чух,
Ăна юратса, куççулли кăшт юхтар!

Ман тусăмсене, чунăм савнисене,
Анах пăрахсам[1], асапран хăтарсам!
Тăванăмсене, çывăх çыннăмсене,
Мана асăнса, хурлăхра пулăшсам!

Хăвна савакан çынсене ан мансам:
Ман пек ют çĕрте вилмелле ан тусам!
Ман юррăмсене юратса вуласам!
Вилеп, халăхăм! Ĕмĕрех пурăнсам! 1915


[1] Ан пăрахсамах.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.