Іисус Христоса ђиркĕве илсе пыни


Симеонъ Сергѣевъ


Ашшийĕн Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Савнă тăванăмсем! Епир пайан Іисус Христоса ђиркĕве илсе пынине асăнса праçник тăватпăр. Іисус Христос çурални хĕрĕх кун çитсен, Амăшĕ Ăна, закон хушнă тăрăх, Іерусалим ђиркÿне илсе пынă. Вăл вăхăтра Іерусалимре Симеон йатлă таса пурăнăçлă ватă çын пурăннă. Ăна Турă: есĕ Христос Турра курмасăр вилмĕн, тенĕ. Симеон Святой Сывлăш пĕлтернипе ђиркĕве пынă. Вăл Іисуса хăй алли çине илнĕ те, каланă: ей Туррăм! халĕ ĕнтĕ мана, хăвăн ђуруна, ху каланă пек, канăçлантарса йаратăн: Есĕ пур халăхсенĕн куçĕ умĕнђе хатĕрленĕ çăлăнăçа, суйа тĕнлисене çутатас Çутта, Хăвăн Израил халăхĕшĕн мухтавне манăн куçăмсем курмĕç ĕнтĕ, тенĕ.

Тăванăмсем, Симеон вилĕме мĕнле ђунтан кĕтсе тăнă. Вăл: ей Турă, Сана куртăм ĕнтĕ, халĕ канăçланса вилетĕп, тет. Симеон пĕтĕм пурăнăçне таса пурăнса ирттернĕ; вилсен канăçлă ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрессе ђунтан кĕтсе тăнă. Çавăнпа вăл вилĕмрен пĕртте хăраман. Савăнса леш тĕнђене куçасшăн, ĕмĕрлĕхе Турăпа пĕрлешесшĕн çуннă. Ытти святой çынсем те, Симеон пекех, вилĕме савăнса кĕтсе пурăннă. Вĕсем çĕр çинђи йапаласемшĕн пĕртте тăрăшман; çĕр çинђи пуйанлăха, ђапа, мухтава шыраман; пĕр Христос Турăпа пĕрле анђах пурăнма тăрăшнă. Пĕтĕм ђунĕсемпе Ун йенелле сулăннă, мĕн пурне Турă мухтавĕшĕн тунă; леш Тĕнђере ĕмĕрлĕхе канăçлăх тупасса кĕтсе пурăннă. Çавăнпа святой çынсем вилĕмрен хăраман, ăна савăнса кĕтсе тăнă. Хăшĕ-хăшĕ хăйсен пурăнăçĕсене хĕрхенмесĕр, хăйсене хăйсем вилĕме тыта-тыта панă.

Пирĕн те, тăванăмсем, таса çынсем пек, вилĕме кĕтсе тăма тăрăшас пулат̌. Халĕ пире вилĕм питĕ хăрушă пек туйăнат̌. Вăл епир çылăхлă пурăннинђен килет. Ђăнахах, Турă çырăвĕнђе каланă пек, çылăхлă çыннăн вилĕмĕ хăрушă, вăл ăна ĕмĕрлĕх асапа илсе кайат̌. Пирĕншĕн вилĕм савăнăç пултăр тесен, пирĕн, Турă хушнă пек, пурăнмалла. Тăванăмсем, çамрăккисем те, ваттисем те, таса пурăнма тăрăшар. Çамрăксем: ватăлсан тăрăшăпăр-ха, тесе ан калăр. Епир хамăр хăçан ÿксе вилессине пĕлместпĕр. Вилĕм ура айĕнђех, теççĕ. Кĕтсе, хатĕрленсе тăман ђух вилĕн те, вара мĕн парса çăлăнăн? Христос каланă: нимĕнле хак парса та хăтăлаймăн, тенĕ. Çавăнпа пирĕн халĕ хамăр ђĕрĕ ђухне тăрăшас пулат̌. Епир те вара, таса Симеон пек, вилĕме савăнса кĕтсе илĕпĕр. Вилсен ĕмĕрлĕх пурăнăç тупăпăр. Унта ангелсемпе, мĕн пур святой çынсемпе пĕрле ĕмĕр ĕмĕрĕх савăнса пурăнмалла пулăпăр. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.