Н. Иванова & В. Никитин
Нарăс Уйахĕ
Нарăс (нурăс) сăмах авалхи перс чĕлхинче çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунне («ноу руз»—«çĕнĕ кун») пĕлтернĕ. Авалхи Иран йĕркисене тытса пыракан халăхсем халичченех Çĕнĕ çула пуш уйăхĕн (мартăн) 21-мĕшĕнчен уявлаççĕ.
Çывăх Хĕвел тухăçĕнчи чылай халăх авалтанпах Çĕнĕ çула çуркунне уявланă. Сăвап кĕнекинче[1]: «Çак уйăх сирĕншĕн уйăхсен пуçламăшĕ пултăр»,— тени пур. Çулталăк пуçламăшне авалхи Египет çыннисем, перссем, лаврсем, грексемпе римлянсем, тĕрексем тата ытти нумай халăх çурхи кун таврăмĕнчен шутласа пынă.
Икĕ пин çул ĕлĕкрех китай çул çÿревçи Вăтам Ази çеçен хирĕсенчи тĕрĕк халăхĕсем пирки çапла çырса хăварнă[2]: «Çĕнĕ çула вĕсем çĕнĕ курăк тухсан шутлама пуçлаççĕ. Вĕсем çулталăка çуркуннерен кĕркуннеччен пĕр çулталăк, кĕртен çурччен тепĕр çулталăк туса шутлаççĕ». Чăвашсем те çулталăка иртнĕ ĕмĕрчченех çуркуннепе кĕркуннерен шутласа пынă.
Сăнавсем
- Нарăсăн малтанхи кунĕнче тумла юхсан çур ир килессине кĕтеççĕ.
- Нарăс пуçламăшĕ çил-тăманлă пулсан эрнипех çил-тăман тăрать. Кăнтăрла хĕвеллĕ, уяр пулсан — çур ир килет.
Нарăсри Паллă Кунсем
3—5. Хĕл ĕçки. Сăмах — вăрлăхна суха пуçĕ-урапа юсасси çинчен.
3—15. Хĕр пăхмалли-çураçмалли эрнесем.
- Хĕлпе çур тавлашнă кун. Çак кун кĕрĕкпе сăхман тĕл пулаççĕ.
15—18. Выльăх-чĕрлĕх йышне тĕрĕсленĕ, картишне кăвайт хурса тĕтĕрнĕ. Кашкăр туйне[3] вут пуççипе хăратнă.
- Кун сивĕ пулсан типĕ те шăрăх çу килет.
- Тимĕрçĕ кунĕ. Çак кун çурласене тупса хатĕрлеççĕ, шăллама параççĕ. Нарăсăн юлашки эрнине сăнаççĕ: вăл мĕн чухлĕ сивĕрех пулать, пуш уйăхĕ çавăн чухлĕ ăшăрах пулмалла.
- Кăсăя юрлама пуçлать. Хĕлле çур вăй виçеççĕ: камăн малалла каймалла, камăн — каялла?
Хĕл Ĕçкинчи Юрăсем
Вакă касрăм, шыв ĕçрĕм,
Хăнтăр пур иккенне пĕлмерĕм.
Хăнтăр пур иккенне пĕлнĕ пулсан
Пăрусене сирсе ĕçес-мĕн.
Килтĕм кĕтĕм эпĕ çак киле,
Ватăсем пуррине пĕлмерĕм.
Ватăсем пуррине пĕлнĕ пулсан
Çамрăк пуçа тайса кĕрес-мĕн.
* * *
Сарлака хăйă çутă çунать,
Вĕçертмерĕм — алла пĕçертет;
Алла пĕçертессинчен хăрамастăп —
Ÿксе сÿнессинчен хăратăп;
Ÿксе сÿнессинчен хăрамастăп —
Тăванçăм сивĕнесрен хăратăп.
Тăхăр вунă пĕрме пĕртертĕм;
Тăхăр вунă пĕрме салансан
Тухать ман кĕрĕкçĕм чыслăхран.
Кунтан пире тăван пăрахсан
Тухать манăн пуçăм çынлăхран.
Хуллен çÿрĕр — ватсем ан сисчĕр,
Хыт ан калăр — тăвансем ан писчĕр.
Тăван кăмăлĕсем пăсăличчен
Уяр кунсем ахаль иртчĕрех.
Уяр кунсем ахаль иртиччен
Суйлăр мар-и вĕрене çулçине?
Вĕрене çулçисем хут пулмĕç,
Пирĕн çак тăвансем ют пулмĕç.
[1] Ку мĕнле кĕнеке çырса кăтартман. – VulaCV
[2] Ccылка çук. – VulaCV
[3] Автор ăнлантаса памасăр хăварнă сăмахçаврăнăше. – VulaCV