Василій Великий, Григорій Богослов тата Іоанн Златоуст


Симеон Сергеев ( Симеон Сергѣевъ ) — … Тĕплĕнрех→


Василій Великий, Григорій Богослов тата Іоанн Златоуст çинчен Вĕрентсе Калани

Мăн-Кăрлађ 30-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Пирĕн Іисус Христос Туррăмăр апостолĕсене суйласа илсен, вĕсене йалсене, хуласене Хăй çинђен вĕрентме йанă. Йулашкинђен, Хăй пĕлĕт çине улăхнă ђух, вĕсене кала­нă: кайăр та, пĕтĕм тĕнђене вĕрентсе çÿрĕр; Епĕ мĕн тума хушнине пурне те тăвăр, тенĕ. Апостолсем ђăнах та, Хри­стос хушнă пек, пĕтĕм тĕнђене Ун çинђен вĕрентсе çÿ­ренĕ. Унтан хăйсене панă ирĕке архіерейсене, священник­сене парса хăварнă.

Пайан асăнакан святойсем Василій Великий, Григорій Богослов, Іоанн Златоуст, виççĕшĕ те, архіерей пулса пу­рăннă. Вĕсем апостолсен ђăн суйласа илнĕ çыннисем пул­нă. Апостолсем пек мĕн пур пурлăхĕсене, килĕ-çурђĕсене пăрахса Христос хыççăн кайнă; апостолсем пек ĕмĕрĕсем мĕн иртиђђенех Христос çинђен вĕрентнĕ. Пĕтĕм ђĕри­семпе Христосăн ђăн тĕнне сарма, тĕреклĕлетме тăрăшнă. Вĕсем вилĕмрен те хăраман, никамран та шикленмен:

патшине те, пуçлăхне те, хресђенне те, арçынне те, хĕр­арăмне те, ваттине те, çамрăккине те, пурне те вĕрентнĕ. Ђиркÿсенђе те, ахаљ çуртсенђе те, урам хушшисенђе те пĕр ывăнмасăр вĕрентнĕ. Вĕсем пурăннă вăхăтра Христос çинђен суйа вĕрентекенсем нумай пулнă. Вĕсене те ÿкĕтле-ÿкĕтле, питле-питле хăйсен ђăн тĕнĕ йенне çавăрма тăрăшнă. Вĕсене ђăн тĕн çинђен вĕрентсе кала-кала па­нă. Пайан асăнакан святителсем вĕрентнине итлеме таçти- таçти инçетри йалсенђен, хуласенђен пуçтарăннă. Вĕсенĕн сăмахĕ пит хăватлă пулнă. Итлесе тăракансен хытă ђĕ­рисене вут пек çунтарнă, хуйхăракан çынсен ђĕрисене лăплантарнă. Темĕнле хытă ђĕрелĕ çын та вĕсем вĕрент­нине илтсен, çемçелнĕ. Аташса кайнă, пĕтĕмпе пăсăлнă çынсем те çĕнĕрен çылăхĕсенђен ÿкĕнсе, Христос йенне çавăрăннă.

Унтан тата çав святителсем тĕрлĕ инçетре, суйа тĕн­пе пурăнакан тĕттĕм халăхсем патне Рим патшалăхĕнђен священниксем, монахсем Христос çинђен вĕрентме йанă. Суйа тĕнлĕ халăхсене те Христос тĕнин çуттипе çутатасшăн тăрăшнă. Іоанн Златоуст пирĕн патшалăх çĕр­не те Христос çинђен вĕрентме çынсем йанă, теççĕ.

Савнă тăванăмсем, пайан асăнакан святителсем тахă­çанах вилнĕ, анђах вĕсен ĕçĕ вилмен, вĕсен йађĕ, вĕсем Христос çинђен каланă сăмахĕсем, вĕсем вĕрентсе çырса хăварнă кĕнекесем çĕр çинђен çухалман. Ăçта кăна Хри­стос тĕнне тытакансем пур, вĕсем пурте халиђђинех па­йан асăнакан святителсен вĕрентнине илтсе пурăнаççĕ. Кĕлле килмессерен вĕсĕм вĕрентсе каланă сăмахсене, вĕ­сем çырса хăварнă кĕлĕсене вуланине илтеççĕ. Мун-кун кунĕ вулакан Іоанн Златоуст вĕрентсе каланă сăмахсене кам илтмен? Вĕсене вуланă ђух кам савăнса тăман? ка­мăн кăмăлĕ хуçăлман? Вĕсенĕн кĕллисене те пурте илтнĕ. Кăнтăрлахи кĕлĕ йĕркине пĕтĕмпе Іоанн Златоустпа Василий Великій çырса хăварнă. Вĕсем вĕрентни пĕтĕм тĕнђене сарăлнă. Çавăнпа, пайанхи кун, пирĕн ђиркÿ вĕсене мух­таса çапла йурлат̌: вĕсенĕн пĕлтерни пĕтĕм тĕнђене са­рăлнă, вĕсенĕн сăмахĕ тĕнђен вĕçĕ-хĕрринех çитнĕ, тет.

Епир те, савнă тăванăмсем, пайан асăнакан святи­телсем вĕрентсе çырса хăварнине ђас-ђасах вуласа, вĕ­сем хушнă пек пурăнма тăрăшар. Вĕсенĕн кĕллисене те вĕренсе пурăнар. Халĕ вĕсем пире çапла пурăнма Турă­ран вăй-хăват пађђăр, тесе тархаслар. Амин.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.