Іоанн Златоуст Кунĕ Каламалли Сăмах


Никифоръ Соленцов


Кăрлач 27-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Йуратнă тăвансем! Пайанхи кун ылттăн ђĕлхелĕ ти­йекен Іоанна асăнатпăр.

Іоанн Антіохіяра 347—мĕш çулта çуралнă. Унăн амă­шĕ Анфуса ăна сăваплă çын тăвас-ђĕ тесе пит тăрăшса ÿстернĕ. Ђăнах та Іоанн Турра пит йурăхлă çын пулнă.

Вăл малтанах хăй çуралнă хулара священникре тăнă. Ăна халăх пит йуратнă. Çынсене пит лайăх каласа вĕрен­тнĕшĕн ăна ылттăн ђĕлхелĕ тесе йăт панă. Унăн ђапĕ пит айакка сарăлнă. Грек патши Аркадій ун çинђен илт­сессĕн ăна Константинополе ђĕнтернĕ те, унта архіепископа кÿртнĕ. Іоанн священникре ђухне те, архіепископра ђухне те, мĕн пур вăйĕпе халăха ђăн тĕн çинђен вĕрен­тсе Турă хушнă пек лайăх пурăнма ÿкĕтленĕ.

Іоанн пурăннă вăхăтра суйа тĕнпе пурăнакан çынсем нумай пулнă. Іоанн хăй те вĕренессе малтан вĕсен ђи аслă школĕнђе вĕреннĕ. Вăл суйа тĕн тытса пурăнакан çынсене ђăн тĕн çинђен вĕрентнĕ. Нумайĕшĕ вăл вĕрент­нине йышăнса тĕне кĕнĕ. Вăл вĕрентсе калаçнинђен пур­те тĕлĕннĕ.

Константинопольре çав вăхăтра çынсем Христос тĕнне тытса тăнă пулсан та, вĕсем çак тĕнђере йепле лайăхрах ĕçсе çийес-ђĕ, савăнса пурăнас-ђĕ тесе кăна шухăшланă. Іоанн вĕсене çакăншăн хытă питленĕ. Унăн витĕмлĕ сă­махĕ вĕсен ђĕрине сăнă ђикнĕ пек ыраттарса тăнă. Іоан­нăн тăшманăсем унăн сăмахне ђăтаймасăр ун çинђен пат­шана елеклесе кăтартнă. Патша вĕсене итлесе Іоанна пĕр инçе çĕре Кавказа йартарнă. Унта Іоанн асапланса вилнĕ.

Çапла Іоанн хăй пурăнăçне суйа тĕнпе пурăнакан çынсене ђăн тĕн çинђен вĕрентсе, йĕркесĕр пурăнакансене питлесе, вĕсене ырă пурăнма ÿкĕтлесе ирттернĕ.

Іоанн Златоуст сăнĕ

Йуратнă тăвансем! Епир те ылттăн ђĕлхелĕ тийекен Іоанн пек пулма тăрăшар. Епир те ун пекех йĕркесĕр пурăнакансене ђипер пурăнма ÿкĕтлер; пуринђен ытла суйа тĕнпе пурăнакансене ђăн тĕн çинђен вĕрентер. Пи­рĕн йĕри тавăра тĕне кĕмен çынсем пит нумай; хамăр тă­вансем, ђăвашсемех, Христос тĕнне пĕлмесĕр кирлĕ мар йапаласене пуççапса ђÿклесе пурăнаççĕ. Вĕсене пирĕн Хри­стос тĕнĕ çинђен ырă калаçса вĕрентес пулат̌; вĕсем ђăн тĕне пĕлсе çутă курђђăр. Ђăн тĕнпе ырă пурăнăç çинђен пĕр священниксемпе епископсем кăна мар, пур Христоса ĕненсе тăракан çынсен те вĕрентес пулат̌. Камăн пилĕк талант укçа пур, вăл ун çумне тата пилĕк талант ĕçлесе туптăр; камăн виçĕ талант пур, тата, виçĕ талант туптăр; камăн пĕр талант пур, вăл тата пĕр талант ĕçлесе ун çум­не хуштăр. Çавăн пекех кам пилĕк суйа тĕнлĕ çынна ђăн Турă йенне çавăрма пултарат̌, вăл шулĕк çынна Турă йенне çавăртăр; кам виçĕ суйа тĕнлĕ çынна ђăн тĕне кÿрт­ме пултарат̌, вăл виçĕ çынна ђăн тĕне кÿрттĕр; кам тата пĕр ђăн Турра пĕлмесĕр аташса çÿрекен çынна ђăн Турă-çин­ђен пĕлтерсе ăна çăлма пултарат̌, вăл ăна вĕрентсе çăл­тăр. Кам мĕн ђухлĕ тума пултарат̌, çавăн ђухлĕ тутăр. Унсăрăн’Турă умĕнђе айăплă пулăпăр.

Анђах епир, ђăвашсем, çапла тумастпăр. Пирĕн хуш­шăмăрта вĕреннĕ çынсем те пайтах, анђах вĕсем суйа тĕн­пе пурăнакан тăванĕсене ђăн Турă çинђен вĕрентсе пĕл­терме пит сахал тăрăшаççĕ. Вăл тĕлĕшрен Мухаммед тĕнне тытса тăракан çынсем—тутарсем те пиртен ирттереç­çĕ. Тутар хут̌ ăçта май пулсан та хăй тĕнĕ çинђен ка­лаçма тытăнат̌. Урăх тĕнпе пурăнакан çынсене хăй тĕнне çавăрма тăрăшат̌. Пуринчен ытла вĕсем пирĕн тĕне кĕ­мен ђăвашсене хăйсен тĕнне илĕртсе кÿртеççĕ.

Тăвансем! Хамăр тăвансем-ђăвашсемшĕн тăрăшар. Вĕсене тутарсене илĕртме ан парар; ђăн мар тĕне кÿртсе вĕсен ђунĕсене ан çухаттарар. Çавăнпа кашни, кам Хри­стос тĕнне тытса тăрат̌, ăна аван пĕлет, суйа тĕнпе пу­рăнакан ђăвашсемпе Христос тĕнĕ çинђен калаçтăр; вĕсене ђăн тĕн çинђен пĕлтерсе ун çуттипе çутăлтарар. Вĕ­сем Христос тĕнне пĕлсе çитсессĕн хăйсен тĕнне пăрахса тутар тĕнне кĕмĕç; хăйсемех священниксене Виç-Ипостаçлĕ Турă йађĕпе шыва кÿртме йăлăнĕç; Турă хушнă пек пу­рăнма тăрăшĕç. Çапла тусассăн епир Турă умĕнђе сăва­плă пулăпăр. Турă пире уншăн хăрушă сутра вара вы­рăн парĕ. Епир вара леш Тĕнђере ђăн Турă çинђен вĕрент­нĕ пророксемпе, апостолсемпе, Іоанн Златоустпа, тата ытти святой çынсемпе пĕрле Турă умĕнђе савăнса пурăнăпăр. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.