Григорій Бого­слов Кунĕ Каламалли


Андрей Меценатов


Кăрлач 25-мĕшĕ

Пайанхи кун епир, тăвансем, святой Григорій Бого­слова асăнса праçник тăватпăр. Григорій Богословăн пурă­нăçĕ акă йепле пулнă.

Епир хисеплесе асăнакан святой Григорій Богослов Назіанз йатлă хулара çуралнă. Унăн ашшĕ Григорій, амă­шĕ Нонна йатлă пулнă. Григорій Богословăн ашшĕ Назі- анзра малтан священник пулса пурăннă, унтан, çав хула­рах, архіерей пулса халăха пăхса тăнă. Григорій Бого­словăн амăшĕ, Нонна, питĕ ырă кăмăллă хĕр-арăм пул­нă; Турăран хăраса, Вăл хушнине итлесе пурăннă. Вăл ывăлĕ çуралађђенех ăна Турра парăп тесе сăмах панă. Çавăнпа Нонна Григорій çуралсан, унăн ђунне çамрăк­лах, йепле те пулсан, Турăран хăраса пурăнма вĕрентнĕ. Амăшĕ, пĕр майах тăрăшса вĕрентсе тăнипе, Григорій пĕђĕкçĕлех питĕ ăслă ађа пулса ÿснĕ. Григорій çамрăклах çырăва вĕренесшĕн пулнă. Çавна кура, ăна ашшĕпе амă­шĕ Кесарія хулинђи шкула вĕренме панă. Унтан тухсан Григорій Александріяра вĕреннĕ, йулашкинђен Аѳиныри аслă шкулта вĕренсе тухнă. Аѳиныра вĕренсе тухсан, Гри­горій киле тавăрăннă,—нимĕнле вырăна та кĕресшĕн пул­ман. Григорій ăн-шухăшĕ йаланах Турă çинђе пулнă, Ăна пĕр майах кĕл-туса пурăннă. Пушă вăхăтра Турă çы­рăвĕнђе çырнă кĕнекесене вуланă, хăй те пайтах халăха вĕрентсе каламалли сăмахсем çырнă. Çапла пăртак пурăн­сан, Григорій пушă хире кайнă та, хăйĕн йулташĕпе, Ва­силій Великійпе, ђилай вăхăт пурăннă. Пушă хирти пу­рăнăçа Григорій хăйĕн ĕмĕрĕнђи ђи лайăх вăхăт тесе шу­хăшлат̌. Унăн ашшĕ пурăннăçемĕн ватăлса пынă, вăйĕ сахалланса килнĕ. Çавăнпа вăл ывăлне хăйне пулăшма тесе пушă хиртен ђĕнсе тавăрнă. Назіанза тавăрăнсанах, ăна ашшĕ священнике кÿртнĕ. Пăртак пурăнсан Ва­силій Великій Григорійе Сасим йатлă хулари архіерей туса хунă. Григорій унта халăха лайăх вĕрентсе пурăнаймăн тесе вăл йывăр ĕçе хăй çине илесшĕн пулман. Çав шухăш­па вăл Сасим хулине пăрахса ашшĕне пулăшса пурă­нас тесе Назіанз хулине тавăрăннă. 374 çулта унăн ашшĕ вилнĕ; ун хыçĕнђен амăшĕ те нумайах пурăнайман. Ашшĕ вилсен, Григорій ђилайђђен унăн ĕçне тăрăшса ĕçлесе тăнă. Хытă тăрăшса ĕçленипе Григорій ђирлесе кайнă. Сывалсан вăл пушă хире каллех кайнă та, виçĕ çула йа­хăн пĕђђенех Турра кĕл-туса пурăннă, Григорій Богослов пушă хирте халăхран пытанса ĕмĕрне ирттереймен. Константинопольре çав вăхăтра архі­ерей вырăнĕ пушă пулнă. Халăх вăл ђиркÿсемшĕн тăрăш­са пурăнассине питĕ ырă пĕлсе тăнă. Çавăнпа та Григорійе Константинополе пăхса тăма пушă хиртен ђĕнсе та­вăрнă. Григорій архіерей пулса тăнă вăхăтра ђиркÿсем­шĕн питĕ нумай тăрăшнă. Суйа тĕне вĕрентекен çынсемпе те нумай ђăн тĕншĕн тавлашнă. Григорій хăйĕн пурăнă­çĕнђе темĕн ђухлĕ ырă ĕçсем тунă, вĕсене пĕтĕмпех кун­та каласа та пĕтерес çук. Халăха ырă кăтартас тесе, вăл хăйĕн пурăнăçне те хĕрхенмен. Ватăлса çитерехпе Григо­рій Богослов хăй çуралнă хулана кайнă. Унта хăйĕн ĕмĕрĕнђи йулашки кунĕсене типĕ тытса, Турра йаланах кĕл­туса ирттернĕ. Григорій Богослов 389 çулта вилнĕ. Хри­стосăн таса ђиркĕвĕ ăна пайанхи кун асăнат̌.

Ей святой Григорій атте! Пире, хăвăн ђурусене, ху пек пурăнма вĕрент. Пирĕншĕн, çылăхлă çынсемшĕн, Тур­ра кĕл-ту; Санăн кĕллÿ тăрăх Вăл пирĕн ђунсене çăлин-ђђĕ. Амин.

 

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.