Кăшманла


Сюжетлă вăйă

Ку вăййа «çарăкла» та теççĕ.

Çуллахи урамри вăйă. Ушкăнпа вылямалла.

Малтанах шăпа ярса икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: пĕрисем — кăшмансем, теприсем — кăшман пăхакансем.

Вара тĕп вăйă пуçланать: кăшманла выляканĕсенчен чи вăйли тĕпе ларать, ыттисем ун умне — пĕри теприн чĕрçи çине ларса тухаççĕ, пĕрне-пĕри пилĕкрен хытă ыталаса лараççĕ. Унтан юрă пуçланать.

 

Кăшмансем:

Каш-каш çил кашлать,

Каш-каш çил кашлать,

Ир те пулать, каç та пулать,

Пире килсе шăвармаççĕ.

 

(Хуçисем килсе шăварам пек туса каяççĕ.)

 

Кăшмансем:

Кăш-кăш, кăш кăшман,

Ир те пулать, каç та пулать.

Çу та пулать, кĕр те пулать,

Пире çаплах кăлармаççĕ.

Кăш-кăш, кăш кăшман,

Сывлăм та ÿкет, тăм та ÿкет,

Çумăр та çăвать, юр та çăвать,

Пире çаплах кăлармаççĕ.

 

Хуçисем (юрласа килеççĕ):

Кăш, кăш, кăшман вăрри,

Кăш, кăш, кăшман вăрри,

Ир те пулать, каç та пулать,

Пĕр кăшманне кăларса çиес!

 

Кăшмансем:

Кăш, кăш, кăшман вăрри,

Кăш, кăш, кăшман вăрри,

Ир пулсан та, каç пулсан та

Эсир пире кăларас çук!

 

Хуçисем:

Кăш, кăш, кăшман вăрри,

Кăш, кăш, кăшман вăрри,

Ир те пулать, тăм та ÿкет,

Эпир çавах кăларатпăр!

 

Вара хуçисем кăшмансене кăларма тытăнаççĕ — ыталанса ларнă ачасене пĕрерĕн-пĕрерĕн туртса тăратма тăрăшаççĕ. «Кăшман кăларса» пĕтерсен вăйă та пĕтет.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.