Асапсем Тÿснĕ Таса Татіана Çинђен


А. И.


Кăрлач 12-мĕшĕ

Пайан ђиркÿ асапсем тÿснĕ таса Татіанана асăнса хисеплет. Татіана пуйан Рим çынни хĕрĕ пулнă. Римре суйа тĕнлĕ çынсем пурăннă. Татіанана ашшĕ çав тĕнпе ÿстермен. Вăл ăна Христос тĕнне кÿртнĕ. Ÿссе çит­сен, Татіана кађђа кайман. Вăл ђиркĕве Турра кĕл-туса пурăнма кайнă. Вăл унта діаконисса пулнă.

Таса Татьяна икони

Рим патши Геліогабал (218 222) вилсен, патшана вунулт çулхи Александр Север (222—235) ларнă. Хри­стос тĕнне ĕненекенсене, Татіана пурăннă вăхăтра, пурăн­ма питĕ канçĕр пулнă. Александр патшана ларсан, Хри­стос тĕнне ĕненекенсем пурăнма çăмăлтарах пулат̌ пулĕ тесе шухăшланă, мĕшĕн тесен Александр амăшĕ, Маммея, Христос тĕнне тытса пурăннă. Анђах вĕсем шухăшланă пек пулман. Патшаран сăмах тухнă: пур Христос тĕнне ĕненекенсем кĕлеткесене парне кÿмелле пулнă. Парне кÿменнисене суйа тĕнлĕ çынсем йе тĕрмене лартнă, йе тем тĕрлĕ асапсем кăтартнă, йе вĕлернĕ. Христос тĕнне ĕне­некенсем никам та парне кÿмен. Вĕсем хушшинђе Татіана та пулнă. Суйа тĕнлĕ çынсем Татіанана Аполлон кĕлетки çуртне илсе пынă та кĕлеткене пуççапма хушнă. Вăл кĕ­леткене пуççапас вырăнне Христос Турра кĕлтунă. Турă унăн кĕллине илтнĕ те, ку çуртри кĕлеткесем пĕр самантра ÿксе ванса пĕтнĕ. Ку вăхăтрах нумайĕшĕ Татіана Турăпа калаçнине курнă. Тепĕр кун Татіана каллах сута тухнă. Ку сутра ăна Діана тийекен кĕлеткене парне кÿртересшĕн пулнă. Вăл сутра кÿрес пек пулнă. Діана çуртне пырсан, Татіана парне кÿрес вырăнне, Христос Турра кĕл-тунă. Унăн кĕллине Турă илтнĕ те аслати çапса кĕлетке çуртне çунтарса йанă. Унта суйа тĕне тытакансем те çунса кайнă. Тепĕр сутра Татіана пуçне касса татмалла сут тунă. Сут хыççăн ăна тĕрмене лартнă. Виç кун иртсен суйа тĕнлĕ çын­сем тĕрмене пынă. Алăкне уçса пăхсан курнă: ку тĕрме­ри кĕлеткесем ванса пĕтнĕ. Татіана ђĕркуççи çинђе Турра кĕл-туса тăнă. Вара вĕсем Татіана пуçне касса татнă.

Çапла асапсем тÿснĕ таса Татіана çавăн пек вилĕмпе вилнĕ.

Ей таса Татіана, пирĕншĕн Турра кĕл-ту! Санăн асапусене асăнса хамăр ђунăмăрсене ырă ĕçсемпе тасатса тамăк асапĕсенђен хăтăлмалла пулăпăрин-ђђĕ. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.