Турă Патшалăхне Кĕресси


Андрей Липатов — священник. 1877 çулта Пушкăртри Султтанкăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1930 çулта ăна арестлесе концлагере вырнаçтарнă, 1989 çулта реабилитациленĕ… Тĕплĕнрех→


Турă Патшалăхне Йепле Кĕресси Çинђен Вĕ­рентсе Калани

Раштав 26-мĕшĕ

Малтан Турă патша­лăхĕпе Унăн тĕрĕс­лĕхне шырăр, ытти вара пурте пулĕ сире (Мѳ. VI, 33).

Ей савнă тăвансем! Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос ђи малтан Турă патшалăхĕпе Унăн тĕрĕслĕхне шырама хушат̌. Мĕншĕн пире Іисус Христос пуринђен те ытларах çÿлти патшалăха шырама хушат̌-ши? Акă мĕншĕн, тăван­сем: епир çÿлти патшалăха кĕресси çинђен шухăшламаст­пăр, ђас- ђасах çĕр çинђи ырăлăхсемшĕн тăрăшатпăр. Пи­рĕн хушăра, пĕри çĕр çинђи пуйанлăхшăн тăрăшат̌, тепĕри-хăйне валли мухтавлăхпа ђаплăлăх шырат̌, тата тепĕри-çĕр çинђи канлĕ пурăнăçпа ырă курса пурăнас-ђĕ тесе тăрăшат̌. Пурте çав ырăлăхсене тупсан, мĕн кирли çитĕ-ђђĕ вара тесе шухăшлаççĕ. Ђăнахах, пирĕн çĕр çинђи ырă­лăхсемшĕн те тăрăшас пулат̌, мĕншĕн тесен пире пурăн­ма çурт, тăхăнма тумтир, çиме çăкăр кирлĕ. Анђах кусемшĕн пирĕн сахалтарах тăрăшас пулат̌. Пуринђен те ытларах çÿлти патшалăхшăн тăрăшас пулат̌. Пирĕншĕн ђи кирли, ђи пахараххи, Турă патшалăхĕпе Унăн тĕрĕслĕхĕ пулас пулат̌. Епир çÿлти патшалăха шуйттан улталаса çылăха кÿртнĕ пирки çухатнă, çавăнпа пирĕн ăна хирĕç тăрса çĕнтерме тăрăшас пулат̌. Çÿлти патшалăха епир каллех Іисус Христосăн асапĕсемпе тупнă, çавăнпа пирĕн Христоспа пĕрле пулма тăрăшас пулат̌. Епир Христоспа пĕрле пулмасассăн, Турă патшалăхне кĕме пултараймаст­пăр. Іисус Христоспа пĕрле пулас тесен, Ăна ĕненсе тĕне кĕрес пулат̌.

Христоса ĕненсе тĕне кĕмесессĕн, никам та Турă патшалăхне кĕреймĕ. Вăл ак мĕнтен курăнат̌: Іисус Христос пĕрре іудейсен пĕр Никодим йатлă пуçлăхне ка­ланă: ђăн ђăнах калатăп сана: кам шывран, сывлăшран çуралмаст̌, вăл Турă патшалăхне кĕреймĕ, тенĕ (Іоан. III, 5); тата тепĕр çĕрте калат̌: кам ĕненсе тĕне кĕрĕ, вăл çăлăнĕ; кам ĕненмĕ, вăл айăплă пулĕ, тет. (Мар. XVI, 16). Тĕне кĕрсен те çыннăн хăйĕн пурăнăçне Евангеліере каланă пек пурăнса ирттерме тăрăшас пулат̌. Турă пат­шалăхне кĕрес тесен, пирĕн Христоса пĕр иккĕленмесĕр ĕненес пулат̌; Туррăн ђиркÿне кĕлле ђас-ђасах çÿрес пу­лат̌; хамăр çылăхсенђен ÿкĕнсе Христосăн таса ÿђĕпе йунĕнђен пай илме тăрăшас пулат̌. Пур çынпа та тÿрĕ пу­рăнма, пур çынна та йуратма кирлĕ.

Тăвансем, çÿлти патшалăха ăçта, йепле шырамалла- ши? Çĕр çинђи пуйанлăха шыракан çын, хăйĕн кил-йышĕсене хăварса таçта-таçта кайса çÿрет; хĕн-хур курат̌; тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăр ĕçсем ĕçлет. Турă патшалăхне кĕрес тесен, ун пеккисене пĕрне те тумалла мар, мĕншĕн тесен Турă патшалăхĕ хамăр ăшрах. Турă патшалăхне кĕресси, хамăр тăрăшнинђен, хамăр ырă пурăннинђен килет. Ырă, сăваплă пурăнăçпа пурăнакансенĕн, Турă патшалăхĕ кун­та çĕр çинђех пуçланат̌. Анђах ђăн савăнăçпа ырăлăх, вилсен, леш Тĕнђере пулĕ. Çав таса çынсен ђунĕсем са­вăнса пурăнакан вырăна урăхла рай теççĕ. Таса ђунсем райра Турра курса тăнипе савăнĕç. Пур те пĕр пулса, Турра пĕр кăмăлпа йуратса, пĕр пĕрне савса тăрĕç. Вĕ­сенĕн çав тĕрлĕ ырă пурăнăçĕ нихăçан та улăшăнман, нихă­çан та пĕтмест. Пур те хăйсене çăлакан Турра ангелсем­пе пĕрле ĕмĕр ĕмĕрех мухтаса пурăнаççĕ.

Тăвансем, Іисус Христос каланине итлесе, ђи малтан Турă патшалăхĕпе Унăн тĕрĕслĕхне шырар, ытти, ку çĕр çинђе, пурăнма пире мĕн кирлĕ, нÿр те пулĕ вара.

Ей Турă, патшалăхна кĕрсен, патшалăхăнта асна ил пире. Амин.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.