
Андрей Липатов — священник. 1877 çулта Пушкăртри Султтанкăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1930 çулта ăна арестлесе концлагере вырнаçтарнă, 1989 çулта реабилитациленĕ… Тĕплĕнрех→
Турă Патшалăхне Йепле Кĕресси Çинђен Вĕрентсе Калани
Раштав 26-мĕшĕ
Малтан Турă патшалăхĕпе Унăн тĕрĕслĕхне шырăр, ытти вара пурте пулĕ сире (Мѳ. VI, 33).
Ей савнă тăвансем! Пирĕн Туррăмăр Іисус Христос ђи малтан Турă патшалăхĕпе Унăн тĕрĕслĕхне шырама хушат̌. Мĕншĕн пире Іисус Христос пуринђен те ытларах çÿлти патшалăха шырама хушат̌-ши? Акă мĕншĕн, тăвансем: епир çÿлти патшалăха кĕресси çинђен шухăшламастпăр, ђас- ђасах çĕр çинђи ырăлăхсемшĕн тăрăшатпăр. Пирĕн хушăра, пĕри çĕр çинђи пуйанлăхшăн тăрăшат̌, тепĕри-хăйне валли мухтавлăхпа ђаплăлăх шырат̌, тата тепĕри-çĕр çинђи канлĕ пурăнăçпа ырă курса пурăнас-ђĕ тесе тăрăшат̌. Пурте çав ырăлăхсене тупсан, мĕн кирли çитĕ-ђђĕ вара тесе шухăшлаççĕ. Ђăнахах, пирĕн çĕр çинђи ырăлăхсемшĕн те тăрăшас пулат̌, мĕншĕн тесен пире пурăнма çурт, тăхăнма тумтир, çиме çăкăр кирлĕ. Анђах кусемшĕн пирĕн сахалтарах тăрăшас пулат̌. Пуринђен те ытларах çÿлти патшалăхшăн тăрăшас пулат̌. Пирĕншĕн ђи кирли, ђи пахараххи, Турă патшалăхĕпе Унăн тĕрĕслĕхĕ пулас пулат̌. Епир çÿлти патшалăха шуйттан улталаса çылăха кÿртнĕ пирки çухатнă, çавăнпа пирĕн ăна хирĕç тăрса çĕнтерме тăрăшас пулат̌. Çÿлти патшалăха епир каллех Іисус Христосăн асапĕсемпе тупнă, çавăнпа пирĕн Христоспа пĕрле пулма тăрăшас пулат̌. Епир Христоспа пĕрле пулмасассăн, Турă патшалăхне кĕме пултараймастпăр. Іисус Христоспа пĕрле пулас тесен, Ăна ĕненсе тĕне кĕрес пулат̌.
Малаллине вулас