Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Н. Егоровъ.

Кăрлачăн 6-мĕшĕ

Пайан епир, тăвансем, турăшсене (иконасене) илсе шыв хĕрне кайатпăр. Унта Христосăн хĕресне шыва ђиксе кăларса шыва тасатаççĕ. Çав йăлана Іисус Христос Іордан шывĕнђе шыва кĕнине асăнса тăваççĕ. Іисус Христос вăтăр çула çитсен Назарет хулинђен Іордан шывĕ патне кайнă. Іордан шывĕнђе Вăл вара шыва кĕнĕ. Вăл шыва кĕнĕ ђухне сасартăк пĕлĕт уçăлса кайнă, çÿлтен, пĕлĕт çинђен Атте Туррăн сасси илтĕннĕ: Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Ун çинђе, тенĕ. Çавăн ђухнех тата çÿлтен Іисус Христос çине кăвакарђăн пек пулса Святой Сывлăш аннă. Çапла Іисус Христос Хăй Іордан шывĕнђе шыва кĕрсе çынсене тĕне кĕме çĕр çинђи шыва тасатса панă.

Çав Іисус Христос шыва кĕнине асăнса пайан шыв хĕрне анса кĕлĕсем вуласа, йурласа шыва тасатаççĕ.

Çырмара шыв Христосăн хĕресне шыва ђиксе кăларнипе таса, святой шыв пулса тăрат̌, Христосăн йатне асăннипе тасалса кайат̌. Çав тасалнă шыв ăна ĕçекен çынсенĕн ÿтне те, ђунне те сыватат̌; вăл шыва Турра ĕненсе ĕçсен, вăл шыв пиртен, курăнакан тăшмансене те, курăнман тăшмансене те сирсе йарат̌, кил-çурта усал-тĕселтен тасатат̌. Çавăнпа çав шыва таса савăт çинђе ђипер тирпейлесе усрас пулат̌.

Пайан епĕ сире тата акă мĕн çинђен каласшăн. Іисус Христос йатне асăннипе, хĕресе шыва ђиксе кăларнипе шыв улăшăнса таса, святой шыв пулса тăрат̌. Іисус Христос йатне асăнни, Турă йатне асăнни пайан анђах мар, кирек хăçан та пирĕншĕн аван. Турă йатне асăннипе тĕрлĕ хăватсем пулаççĕ. Турă йатне асăннипе епир кирек хăçан та тĕрлĕ ырăлăх илетпĕр. Турă йатне асăнни пирĕн ÿт-пĕве сывлăх парат̌, пирĕн ђуна лăплантарса, савăнтарса йарат̌. Хамăр пĕлсе тăракан ырă çын йатне асăнсан, ун çинђен калаçсан, пирĕн ђун савăнса кайат̌, ăшра тепле ырă пек туйăнат̌; çавăн пекех Турă йатне асăнни те пирĕн ђĕрене савăнтарат̌. Турă йатне асăнсан, Турă пире йуратса тĕрлĕ ырăлăх кăтартат̌. Амăшĕ Хăйĕн йуратакан Ывăлĕ çинђен ырă калаçакан çынсем çине ăшă кăмăлпа пăхат̌, çавăн пек Турă та Іисус Христос йатне асăнакан çынсем çине йуратса ăшă кăмăлпа пăхат̌, вĕсен кĕллине илтет. Вĕсем мĕн ыйтнине парат̌. Іисус Христос апостолсене каланă: есир Манăн йатăмпа тĕрлĕ хăватсем тăвăр: усалсене çын ăшĕнђен хăваласа кăларăр, есир вĕлерекен йапала ĕçсен те, сире нимĕн те пулмĕ, çĕлен-калтана алла илсен те, нимĕн сийен те пулмĕ сире, тенĕ. (Мар. 16, 17, 18).

Ĕлĕк святой çынсем Іисус Христос йатне асăннипе тĕрлĕ хăватсем тунă. Пĕр çуртра пĕр ватă çын Турра кĕл-туса пурăннă. Анђах усал сывлăшсем çав çынна йепле те пулсан вăл çуртран хăваласа кăларасшăн пулнă. Ватă çын вĕсемпе нумайђђен тавлашса пурăннă. Пĕрре çав ватă çынна усал сывлăшсем пит аптăратнă. Çын нимĕн тума аптăранă йенне кăшкăрса йăрă панă: ей Іисус, пулăш мана, тенĕ. Çапла каласанах, усал сывлăшсем пур те сасартăк саланса пĕтнĕ. Çавăнтан кайран çав ватă çын макăрса йанă. —Мĕншĕн макăратăн? тенĕ сасă илтĕннĕ ăна. Вăл каланă: мана усал сывлăшсем пит аптăратаççĕ, тенĕ. —Есĕ ху айăплă: мĕншĕн ку таранђђен Мана пĕртте аса илместĕн; куратăн-п ĕнтĕ: есĕ Ман йăта асăнса Мана хăна пулăшма ђĕнтĕн те. Епĕ сана пулăшрăм, тенĕ сасă çÿлтен илтĕннĕ (см. учил. Благ., часть 3, повѣст преп. Иліи пустынника).

Ей ырă çынсем! Турă йатне асăнма нихăçан та ан манăр, нихăçан та ан ÿркенĕр. Пĕр пĕр инкек пулат̌-и, Турă йатне асăн, сана Турă инкекрен хăтарĕ. Çулпа çÿренĕ ђухне санăн хăрамалла пулат̌-и, каллах Турă йатне асăн, сана нимĕн те пулмĕ. Вăрманта çÿренĕ ђухне аташса, çĕтсе кайатăн-и, Турă йатне асăн, вара сана сыхлакан ангел кирлĕ çĕре йертсе кăларĕ. Усал çылăхлă шухăшсем килсе кĕреççĕ-и, ун ђухне те Турă йатне асăн, вĕсем вара пур те сирĕлсе кайĕç. Кирек хăçан та, сана мĕнле те пулса усал пулсан, Турă йатне асăн: ей Турă Іисус Христос! çăл мана, тесе анђах кала, вара сана ним инкек те пулмĕ, пĕр усал та тивмĕ сана. Турăсăр пуçне епир алăк патне те çитес çук, Турăпа тинĕс урлă кайсан та, пĕтес çук. Амин.

 

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.