Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Егоровъ.

Кăрлачăн 6-мĕшĕ

Пайан епир, тăвансем, турăшсене (иконасене) илсе шыв хĕрне кайатпăр. Унта Христосăн хĕресне шыва ђиксе кăларса шыва тасатаççĕ. Çав йăлана Іисус Христос Іордан шывĕнђе шыва кĕнине асăнса тăваççĕ. Іисус Христос вăтăр çула çитсен Назарет хулинђен Іордан шывĕ патне кайнă. Іордан шывĕнђе Вăл вара шыва кĕнĕ. Вăл шыва кĕнĕ ђухне сасартăк пĕлĕт уçăлса кайнă, çÿлтен, пĕлĕт çинђен Атте Туррăн сасси илтĕннĕ: Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Ун çинђе, тенĕ. Çавăн ђухнех тата çÿлтен Іисус Христос çине кăвакарђăн пек пулса Святой Сывлăш аннă. Çапла Іисус Христос Хăй Іордан шывĕнђе шыва кĕрсе çынсене тĕне кĕме çĕр çинђи шыва тасатса панă.Малаллине вулас