Çĕнĕ Çул Кунĕ Вĕрентсе Каламалли


Андрей Меценатов


Кăрлач 1-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Пайанхи кун епир, тăвансем, çĕнĕ çула лайăх кĕтсе илнĕшĕн Турра тав-туса мухтатпăр. Турă пулăшнипе епир кивĕ çула лайăх ирттернĕ пулсан, çĕнĕ çула та çавăн пекех Турă аван ирттерме патăр тесе тархасламалла. Хĕнхур курса ирттернĕ пулсан, малашне ырă кун-çул патăр тесе тархасламалла. Çыннăн ĕмĕђĕ малалла, çын йаланах малта курас ырăлăхсем çине шанса пурăнат̌.

Кăçал тырă пулмарĕ, килес çул Турă йепле те пулсан парĕ-ши, тесе калатпăр. Çавăнпа та ĕнтĕ çакă çĕнĕ çулта ырă курса пурăнăпăр тесе епир хытă кĕтсе тăтăмăр. Кĕтсе илессе илтĕмĕр, вăл пирĕншĕн ытла йывăрах пулмарĕ. Халĕ ĕнтĕ пирĕн çакă çула йепле те пулин аван пурăнса, Турра кĕл-туса, Вăл хушнине итлесе тăма тăрăшас пулат̌. Пирĕн, тăвансем, хамăр ђунсемшĕн тăрăшас вăхăт тахăçанах çитнĕ, анђах епир ÿркеннипе ун çинђен пĕтĕмпех маннă. Вилиђђен çылăха каçарттарăпăр-ха, тесе шанса пурăнатпăр. Апла пурăнма йурамаст̌. Кам пĕлет: тен, çак çул пирĕн çĕр çинђи ĕмĕрĕн йулашки çул пулĕ? Иртнĕ çул вилнĕ çынсем те çак куна çитиђђен пурăнăпăр, тесе шанса тăнă пулĕ. Анђах вилĕм ăна пăхмаст̌.. Çавăнпа та – пирĕн йаланах вилĕме кĕтсе тăмалла. Хамăр ђуна йепле те пулсан вилиђђен тасарах усрама тăрăшмалла. Ђуна таса усрасси вăл хамăр ырă пурăннинђен килет. Таса пурăнсан епир хамăра анђах мар, çынсене те усă тăвăпăр. Хамăр сыхланса пурăнсан, пире ђир-ђĕр те йереймĕ, Турă панă сывлăха та нумайђђен пăхса усрăпăр. Ђир тавăраш вăл пуринђен ытла хамăра ђараймасăр усал ĕçсем туса пурăннăран килет. Çын хăйĕн ĕмĕрне сывă ирттерес тесен çылăхсенђен сыхланса пурăнмалла. Унăн мĕн пур асапĕ те хăйĕн çылăхĕсем пирки сиксе тухат̌. Адам та, çылăха кĕриђђен, райра сывă пурăннă. Турă хушман ĕçе тусан вăл çавăнтах ђир мĕн иккенне сиснĕ. Çапла ĕнтĕ, тăвансем, хамăр ырă пурăнсан епир çитмен пурăнăç та курмăпăр, ÿтпе ђуна та таса усрăпăр. Ырă çынна Турă, мĕн кирлине ыйтсан, памасăр хăвармаст̌. Святой Давид патша калат̌: „епĕ çамрăк-ђĕ, халĕ ĕнтĕ ватăлтăм, тÿрĕ çын нимĕнсĕрех йулнине, йе унăн ађисем çăкăр ыйтса çÿренине курмарăм. Тÿрĕ çын куллен ырăлăх тăват̌, кивçен те парат̌, унăн çапах пĕтме пĕлмест”, тет (Псал. 36, 25—26). Çырмари шыв темĕн ђухлĕ пухса выртсан та, пĕтме пĕлмест; çавăн пекех сăваплă çыннăн пурлăхĕ те ырă кăмăлтан çынна панипе саланса пĕтмĕ. Ырă çын пуйанлăха хапсăнса пурăнмаст̌. Вăл ђухăн пулсан та пуйан çынтан авантарах пурăнат̌. Ырă çыннăн мулĕ сахал пулсан та, усал пуйан çыннăнђен пахарах. Çавăнпа та калаççĕ пулĕ: çын хăй вăйĕпе тăрăшса тупнă пулсан, хура çăкăра та ђунтан йуратса çийет теççĕ.

Епир хамăр, ырă ĕçсем туса пурăнсан, пире çынсем те хисеплĕç. Ырă çын çинђен темĕн калаçсан та унăн йађĕ пăсăлмаст̌. Ăна хăй ырă ĕç тума йуратман çын та хисеплет. Хăвăн ђуну таса пулсан çын хисеплеменнинђен мĕншĕн вăтанса пурăнас? Çын кураймасăр айăплани çине ан пăх: пурне те йурама питĕ йывăр. Хамăр ырă пурăнсан асапсем те пирĕншĕн хăрушах пулмĕç, хăтăласса та вĕсенђен ђасах хăтăлăпăр. Ђун таса ђухне çыннăн асапĕсем те çăмăллăн курăнаççĕ. Çил-тăвăл иртсе кайсан çанталăк ытларах та аванăн курăнат̌, ырă çыннăн ђунĕ те асапсем иртсе кайсан лăпланса çутăлса йулат̌. Петр апостол калат̌: „çын вĕлерсе, йе вăрласа, йе усал ĕç туса, йе çыннăнне илесшĕн пулса, сиртен никам та асап курмалла ан пултăр-ђђĕ. Христос çынни пулнă пирки асапланнăшăн ан вăтан, уншăн Турра мухта”, тет. (I Петр. IV, 15—16).

Çапла ĕнтĕ, тăвансем! Хамăр ырă ĕçсем туса пурăнсан, пире кирлĕ йапаласем пур те хăйсемех тупăнĕç: çитсе те пырĕ, ытлашши те йулĕ. Христос калат̌: „малтан Турă патшалăхĕпе Унăн тĕрĕслĕхне шырăр, ытти вара пурте пулĕ сире”, тет (Мѳ. VI, 33). Пуринђен ытла пирĕн тĕрĕслĕхпе пурăнма тăрăшмалла, вара çимĕç те, тумтир те, çурт та, хамăра мĕн кирлине, пурне те тупăпăр. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.