Василій Великій çинђен вĕрентсе каламалли


Священникъ Николай Кузьминъ


Кăрлач 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан таса ђиркÿ св. Василій Великійе асăнат̌. Çавăнпа епĕ сире ун пурăнăçĕ çинђен каласа кăтартас тетĕп.

Василій Великій Кесарія хулинђе çуралнă. Вăл хула Малая Азіяри Каппадокія йатлă вырăнта. Вăл Христос Туррăмăр çуралсан кайран 330 çулта çуралнă. Ун ђух патшара Константин Великій ларнă.

Василій Великійĕн ашшĕ пит ђаплăскер пулнă. Хăй ђаплă пулсан та, мăн кăмăллă пулман; ырă, йăваш кăмăллă пулнă. Калаççĕ: ватăлса çитсен, вăл священнике кĕнĕ, теççĕ. Хăй ђаплă, ырăскер арăмне те çавăн пеккинех тупса илнĕ: унăн арăмĕ те ырă, йăваш, Турра кĕлтума йуратаканскер пулнă. Турă ырă çынна ырă ађа-пăђа парат̌. Çавăн пекех Василій Великійĕн ашшĕпе-амăшĕ те ађа-пăђа тĕлешĕнђен пит телейлĕ çынсем пулнă. Вĕсен мĕн пурĕ вунă ађа пулнă. Ђăн аслă хĕрĕ Макрина йатлă пулнă. Макрина кађђа тухас умĕн унăн упăшки пуласси сасартăк вилнĕ. Вара Макрина кађђа тухмасса сăмах панă. Вăл хĕр пуçăн пурăнса ĕмĕрне ирттернĕ. Таса пурăнса Святойа тухнă. Ăна іюлĕн 19-мĕш кунĕнђе асăнаççĕ. Аслă ывăлĕ Василій Великій те Турра йурăхлă пулса Святойа тухнă. Тата унăн икĕ шăлнĕ Григорійе Петр та Святойа тухма тивĕçлĕ пулнă. Таса ђиркÿ Григорійе (Нисскій) январĕн 10-мĕш кунĕнђе, Петра (Севастійскій) январĕн 9 кунĕнђе асăнат̌. Çапла пĕр çемйеренех тăватă святой çутăлса тухнă.

Аслă Василий сăнĕ.

Василій Великій ађа ђухнех унăн ђĕрине асламăшĕпе амăшĕ ырă вăрлăх акса хунă. Çав акнă вăрлăх шăтса тухса пĕр май çитĕнсе пынă. Ашшĕ ăна тĕрлĕ йапаласем çинђен вĕрентнĕ. Хăй пит нумай вĕреннĕскер ађине те çавăн пекех тăвасшăн пулнă. Анђах хăй Василій Великій 14 çула çитсен вилсе кайнă. Вара Василій Великій пурăнма асламăшĕ патне кайнă. Вун çиђĕ çула çитсен каллах Кесаріяна, амăшĕсем патне, тавăрăнса вĕрене пуçланă. Вăл нумайах та вĕренмен, хăйне вĕрентекенсемпе танлашнă. Вара вĕренме Константинопол хулине кайнă. Унта пăртак вĕренсен Аѳины хулине кайнă.

Вăл пит ăслăскер вĕренессе те пит аван вĕреннĕ. Унăн асĕнђен, вĕреннинђен пур те тĕлĕннĕ, таса пурăннăшăн пур те йуратнă. Вăл вĕреннĕ ђухне ниçта та çÿремен; çамрăк, вĕренес вăхăта сайа йаман. Вăл калат̌: вĕреннĕ ђухне манăн икĕ çул пур-ђђĕ: пĕри шкула каймалли, тепĕри ђиркĕве каймалли, тет. Вĕренессе вăл пит тăрăшса вĕреннĕ. Хăш ђухне вĕренес шухăшĕпе çиме те маннă. Вĕреннĕ ђухне вăл Григорій Богословпа туслашнă. Вăхăта унпа пĕрле ирттернĕ. Василій Великій Аѳины хулинђе, ђăн ăслă вĕрентекенсем патĕнђе, пилĕк çул вĕреннĕ. Анђах хăйне вĕренсе çитмен пек туйăннă. Тата ђуна усăллă йапаласем çинђен вĕренесшĕн пулнă. Вара вăл Аѳины хулинђен Египет çĕрне кайнă. Египет çĕрĕнђе, вăл вăхăтра, монах пулса пушă хирсенђе пурăнакан çынсем нумай пулнă. Вăл вĕсене курса вĕсенђен ђуна кирлĕ йапаласем çинђен вĕренесшĕн пулнă. Египет çĕрĕнђе вăл Пахомій, Макарій, Паѳнутій, Павел йепле пурăннине курнă. Вара вĕсене курса çÿресен Палестинана, Христос Туррăмăр пурăннă çĕре, кайнă. Кайиђђен, çул майĕпе, Аѳинына кĕнĕ. Унта вăл хăйне ĕлĕк вĕрентнĕ, Эввул йатлă, пит ăслă вĕрентекене Христос йенне çавăрнă. Эввул вара Василій Великійпе Палестинана кайнă. Вĕсем иккĕшĕ те Іордан шывĕнђе шыва кĕнĕ. Вĕсем шыва кĕнĕ ђухне пĕлĕт çинђен çиçĕм пек çутă аннă. Çав çутă ăшĕнђен кăвакарђăн тухнă та Іордан шывне кĕрсе ђÿленсе пĕлĕт çине хăпарса кайнă. Унта Василій Великійе діакона кÿртнĕ. Вĕсем Кесаріяна пырас умĕн унти архіерей, Турă систернипе, Василій Великій пурăна киле архіерей пулассине пĕлнĕ. Вăл ăна священнике кÿртнĕ. Кесаріяри монахсене пăхса тăракан туса хунă. Василій Великій килте те типĕ пит хытă тытса пурăннă. Вăл типĕ тытма Египет çĕрĕнђи монахсенђен вĕреннĕ. Пуринђен ытла халăха вĕрентме тăрăшнă. Хăш кун икшер хут вĕрентнĕ. Вăл ырă ĕç тума, усал, йĕркесĕр ĕçсене пăрахма, ырă ĕçсем туса пурăнасси çинђен вĕрентнĕ.

Вăл халăха аван вĕрентнĕ сасă ђасах сарăлнă. Ун патне, вăл вĕрентнине итлеме, пур çĕртен те халăх пухăна пуçланă. Ăна ђаплă вĕрентекен тесе хисепле пуçланă.

Анђах ку тĕнђери ђапшăн пурăнманскер, Василій Великій, Кесарія хулинђен Понтійскій тийекен пĕр пушă хире пурăнма кайнă. Çав пушă хирте унăн амăшĕпе йăмăкĕ, Макрина пуçласа йанă монастыр пулнă. Вăл унта ытти монахсемпе пĕрле вутă йăтнă, çуртсем валли ђул йакатнă. Урапана навус хурса хăйсем туртнă. Çав монастыртен инçех те мар пĕр ту пулнă. Ту çинђе вăрман ÿснĕ. Ун айаккинђен çăл-куç йухса выртнă. Вара Василій Великій çав ту çине кайса пĕђђенех пурăна пуçланă. Ĕлĕк Египет çĕрĕнђе хăй курса çÿренĕ монахсем пек пурăннă. Типĕ çăкăртан пуçне нимĕн те çимен. Пĕр кĕпе вĕççĕн анђах çÿренĕ. Çапла пурăнса нађарланса, вăйсăрланса кайнă. Вăл çапла пурăнма йуратнă. Хăйĕн тусне, Григорій Богослова та, хăй патне ђĕннĕ. Вара иккĕшĕ Турă кĕнекисем вуласа, Турра кĕл-туса, типĕ тытса вăхăта ирттернĕ; ĕçлеме хăйсен вăйĕсене хĕрхенмен. Вĕсем çинĕ çăкăра ђăмласа çăтма та пит йывăр пулнă. Çав вăхăта вĕсем иккĕшĕ те: ĕмĕрти ђăн телейлĕ вăхăт пулђĕ, тесе асăнса пурăннă.

Анђах çав таса çынсем Турра урăх тĕрлĕ ĕçлесе тăма кирлĕ пулнă. Василій Великійе Кесаріяна ђĕнсе кайса архіерейе кÿртнĕ. Вăл архіерейе кĕрсен Турра: мана, йышсăр парне кÿнĕ ђухне, хам ăссăн кĕл-тума хастар пар. тесе кĕл-тунă. Архіерейе кĕни ерне çитсен, вăл кăнтăрлахи кĕлĕре таса Çăкăрпа Савăта çÿлелле çĕкленĕ ђухне Христос Турра курнă. Турă ăна вăл мĕн ыйтнине тума хушнă. Василій Великій çавăнтах таса Савăтпа çăкăра çĕкленĕ тух хăй ăссăн кĕлĕ сăмахсем кала пуçланă. Вăл сăмахсене çырса хунă. Çав кĕлле халĕ те кăнтăрлахи кĕлĕре вулаççĕ. Василій Великійпе пĕрле кĕлĕ-йĕрки тăвакан священниксем çав вăхăтра алтаре çутă хупласа илнине курнă.

— Турă таса çынсем урлă Хăйĕн хăватне кăтартат̌. Пĕр еврей Турра йунсăр парне кÿрес йĕрке, таинство Евхаристія, йеплине пĕлесшĕн пулнă. Вăл çавăнпа кăнтăрлахи кĕлле пынă. Ун ђух кăнтăрлахи кĕлĕ Василій Великій хăй тунă. Вăл Василій Великій аллинђе Агнеца тытса Агнецне пайăн-пайăн каснине курнă. Вăл çав таинствона лайăхрах пĕлес тесе ултавпа Христос ÿђĕпе йунне ăша илме пынă. Ăна Василій Великій сыптарнă ђухне таса çăкăр ÿтĕн курăннă, таса Савăтри ерех йун пек курăнса тăнă. Вăл ăша илнĕ таса пайа çăварĕнђен кăларса килне илсе кайнă та арăмне кăтартнă. Вара вĕсем арăмĕпе иккĕшĕ те тĕне кĕнĕ.

—     Василій Великій пĕр пуçлăха ђухăн, тăлăх арăма пулăшма хушнă. Пуçлăх каланă: елĕ уншăн нимĕн те тăваймастăп, тенĕ. Вара Василій Великій ун патне акă йепле çырса йанă: пулăшма пултараймасăр пулăшманшăн сана нимĕн те пулмĕ, анђах пулăшма вăй çитнĕ çĕртех пулăшманшăн, Турă сана хăна ђухăн çынсемпе пĕрлештерĕ, тенĕ. Вăл калани ђăнах çитнĕ. Патша çав улпут çине ĕçе лайăх туса тăманшăн çилленнĕ те ăна тĕрмене хуптарнă. Тĕрмерен Василій Великій хута кĕнипе анђах кăларнă.

—     Василій Великій пурăннă ђухне Юліан Отступник йатлă патша пулнă. Вăл Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене пит хĕсĕрленĕ. Василій Великій çав патша Христос ĕçне пит ђарса тăнине курса тăнă. Юліан Отступник пĕрре Персія çыннисемпе вăрçă хускатнă. Вăрçа хăй те кайнă. Василій Великій хăй ăшĕнђе: ку патшан киле тавăрăнмалла пулмасан йурĕђђĕ, тесе шухăшланă. Вăл Турă Амăшĕ сăнĕ умне тăнă та Турра кĕл-тума тытăннă. Турă Амăшĕ сăнĕ çумĕнђе Христосшăн асапланса вилнĕ св. Меркурій сăнĕ пулнă. Василій Великій кĕл-туса тăнă çĕртех св. Меркурій сăнĕ çухалнă. Кăшт тăрсан каллах курăннă. Анђах унăн аллинђи сăнă вĕçĕ йунланнă пек курăнса тăнă. Юліан патша тăшманĕпе вăрçнă ђух ăна такам, пĕр çын хăйĕн сăннипе ђиксе вĕлернĕ. Вара вилес умĕн, хăйне Христос çĕнтернине пĕлтерсе каланă: ей Галилей Çынни, Есĕ мана çĕнтертĕн, тенĕ. Калаççĕ: Василій Великій кĕллипе, Турă Амăшĕ св. Меркуріе йарса Христос çыннисен тăшманне, Юліан патшана, пĕтерттернĕ, теççĕ.

— Валент патша та ђиркÿшĕн пит усал çын пулнă. Вăл Арій йăнăш вĕрентнĕ хыççăн кайса ђăн тĕнпе пурăнакан Христос халăхне пит нумай сийен кÿрсе тăнă. Василій Великій Арій хыççăн кайакансене ÿкĕтленĕ, Арій йăнăш вĕрентнине халăха ăнлантара-ăнлантара панă. Халăх ăна пит йуратнă. Хисеплесе, ăна итлесе тăнă. Валент патша çавна пĕлнĕ. Çавăнпа вăл малтан Василій Великійе Арій вĕрентнĕ йенне çавăрасшăн пулнă. Кайран, ун хыçĕнђен, ыттисем те ђăн тĕне пăрахса, Арій вĕрентнине йышăнĕç тесе шухăшланă. Вăл пĕрре Александрія хулине пынă та Василій Великійе Арій вĕрентнине йышăнма хушнă. Анђах Василій Великій патша каланине шухăша та илмен. Вара Валент патша ăна тĕрлĕ майпа хăрата пуçланă. Вăл каланă: епĕ санăн мулна туртса илĕп, хăна вырăнтан кăларса урăх çĕре йарăп, унтан вĕлерттерĕп, тенĕ. Василій Великійе çак сăмахсем те хăратайман. Вăл патшана хиреç каланă:

Есĕ манăн мула туртса илесшĕн. Акă манăн пĕр-ик тумтир кивĕскерсем пур, тата пăртак кĕнекесем пур. Мĕн пур мул ман çавăнта. Есĕ мана йут çĕре, урăх çĕре йарасшăн, епĕ унтан та хăрамастăп. Халĕ елĕ пурăнакан вырăн манăн мар. Епир пурăнакан вырăн манăн мар. Пĕтĕм тĕнђе, епир пурăнакан вырăнта пур те Туррăн. Есĕ мана асаплантарса вĕлересшĕн. Епĕ унтан та шикленместĕп. Хăвах куратăн, епĕ йепле нађарланса çитнĕ. Епĕ пĕрре çапнипех вилсе кайăп. Вилĕм маншăн ырăлăх. Епĕ ăна тахăçанах кĕтетĕп. Вăл мана хам Туррăмпа пĕрлештерет. Епĕ тахăçанах унпа пĕрлешесшĕн çунатăп, тенĕ.

Патша çакна илтсен каланă: халиђђен манпа çакăн пек, пĕр хăрамасăр, никам та калаçман, тенĕ.

Василій Великій ăна хирĕç каланă: ахăр, есĕ халиђђен, нихăçан та архіерейсемпе калаçман пулĕ. Епир йăваш кăмăллă, никама та ытлашши сăмах каламастпăр. Анђăх Турă çинђен калаçса Ун çине тăракансем пулсан, нийепле асап та, вут та хăратаймаст̌ пире, енĕ.

Çавăнтан кайран патша Василій Великійе тивмен.

Анђах елек хыççăн кайса патша Василій Великій çине татах çиленнĕ. Ăна урăх çĕре хăваласа йарас тесе, хут çырма шухăшланă. Ĕлĕк патшасем тăвас ĕçе хаљхи пек руђкăпа—мĕнпе çырман, туйапа çырнă. Валент та Василій Великій урăх çĕре йама хут çырас тесе, престол çине ларнă. Анђах çырас тесе аллине туйа тытсанах, вăл хăй ларакан престолĕ сулкалана пуçланă. Çавăн ђухне патшан туйи хуçăлса кайнă. Патша çырас тесе виçĕ хутђен ларнă. Кашнинђе унăн престолĕ суланса çырма тытнă туйине хуçтарнă. Вара патша çырма хатĕрленĕ хутне ђĕрсе пăрахнă. Пурăна киле Василій Великійĕн тăшманĕсем ăна патша умне сута тăратнă-тăратнах. Ун ђух патшан ывăлĕ ђирлĕ пулнă. Вăл патшаран: ђăн тĕнпе пурăнакан çынсене хĕсĕрлемессе сăмах илнĕ. Вара Турра кĕл-туса унăн ывăлне сыватнă. Кайран Арій кăларнă тĕнпе пурăнакансем патша ывăлне тĕне кÿртнĕ. Анђах вăл нумайах та пурăнман, вилнĕ.

— Василій Валикій пурăннă ђухне акă тата йепле тĕлĕнмелле ĕç тунă. Вăл пĕр йухан-суранлă çынна çĕр каçиђђен кĕл-туса тÿрлетнĕ. Вăл ĕç акă йепле пулнă. Пĕр йалта пит ырă кăмăллă священник пурăннă. Вĕсем арăмĕпе, пиђђĕшпе йăмăкĕ пек, пĕр çылăха кĕмесĕр хĕрĕх çул пурăннă. Çав священникпе арăмĕ хăйсен çуртĕнђе пĕр йухан-суранлă çынна усранă. Ăна вĕсем пăхса, çитерсе пурăннă. Василій Великій, Турă систернипе, çав священник хăй çуртĕнђе йухан-суранлă çынна усранине пĕлнĕ. Вăл священник патне пынă та хăйне йухан-суранлă çын выртакан пÿлĕмне кÿртме тархасланă. Священник ăна кÿртнĕ. Вара Василій Великій йухан-суранлă çын патĕнђе; çĕрĕпе Турра кĕл-тунă. Ирхине ђирлĕ çын Василій Великійпе пĕрле сывалса тухнă.

— Василій Великій урлă Никея хулинђи ђиркÿре; пулнă хăватлă ĕç те пит тĕлĕнмелле.

Пĕрре Валент патшан Никея хулине пымалла пулнă. Никея хулинђе Арій вĕрентнĕ тăрăх пурăнакан çынсем пайтах пулнă. Вĕсем ђăн тĕнпе пурăнакансен ђиркÿне; туртса илесшĕн пулнă. Патша Никея хулине пырсан, вĕсем ăна тархасланă та, вăл вара ђăн тĕнпе пурăнакансен ђиркÿне туртса илсе вĕсене панă. Хăй Константинополе тавăрăннă. Нумайах та пулман Василій Великій çав хулана пынă. Вăл ђăн тĕнпе пурăнакансенђен ђиркÿне туртса илсе Арій хыççăн кайса пурăнакансене панине пĕлсен пит кăмăлсăрланнă. Çавăнтах тăнă та патша патне кайнă. Патшапа çав ĕç çинђен калаçнă ђухне, патшан йашка-çăкăр пĕçерсе паракан Демосѳен йатлăскер те çавăнта пырса тăнă. Ĕлĕк Греція çĕрĕнђе пит ăслă, аван калаçма пĕлекен, нумай вĕреннĕ Демосѳен йатлă çын пулнă. Патшан йашка-çăкăр пĕçерсе параканĕ çав ăслă, нумай вĕреннĕ çынпа пĕр йатлă пулнă. Василій Великій патшапа калаçнă ђухне, вăл ăна темскер, усал, вырăна килмен, сăмах каласа хунă. Василій Великій ăна каланă: акă епир вĕренмен Демосѳена та куратпăр, тенĕ. Йашка-çăкăр пĕçерекен Домосѳен татах вырăнсăр сăмахсем калама тытăннă. Василій Великій каланă: есĕ патша çимĕçĕ йепле пулнине лайăх асту, ђиркÿ ĕçне есĕ пĕçерейместĕн, тенĕ. Василій Великій калаçа-калаçа патшана хăй йенне çавăрнă. Патша ђиркÿ пирки тавлашу тухнă ĕçе татма Василій Великійе хăйне хушнă. Василій Великій Никея хулине тавăрансан ђăн тĕнпе пурăнакансене те Арій вĕрентнĕ пек пурăнакансене те пĕр çĕре пухнă. Вăл вĕсене каланă: акă есир ђиркÿшĕн тавлашатăр. Ăна кашни илтесшĕн. Ђиркÿ камăнне Турă Хăй кăтартса патăр. Çак ђиркĕве ђăн тĕнпе пурăнакансем те, Арій хыççăн кайса пурăнакансем те кашни харпăр хăй пиђеђĕпе пиђетлеђђĕр. Вăл пиђетсене сыхлама хурал тăрађђăр. Хуралта ђăн тĕнпе пурăнакансем те Арій вĕрентнĕ пек пурăнакансем те пулђђăр. Вара Арій хыççăн кайакансем виçĕ кун виçĕ çĕр Турра кĕл-туђђăр; кĕл-тусах ђиркÿ патне пыђђăр. Вĕсен кĕллипе ђиркÿ алăкĕсем хăйсем тĕллĕнех уçăлса кайсан, ђиркÿ ĕмĕр ĕмĕрех вĕсен аллинђе пултăр. Вĕсем çавна тума пултараймасан, ђăн тĕнпе пурăнакансем пĕр кун, пĕр çĕр Турра кĕл-тăвĕç. Ђиркÿ алăкĕсем вĕсен кĕллипе уçăлсан, ђиркÿ вара ђăн тĕнпе пурăнакансен пулĕ; уçăлмасан Арій çыннисен пулĕ, тенĕ. Василій Великій сăмахне пур те йышăннă. Вара Арій çыннисем виçĕ кун, виçĕ çĕр Турра кĕл-тунă. Ђиркÿ патне пырсан татах кĕл-тунă. Анђах ђиркÿн алăкĕсем пĕр хускалмасăр, ĕлĕкхи пекех, пичетленипех тăнă. Вара Василій Великій ђăн тĕнпе пурăнакансене пурне те пĕр çĕре пухнă. Унта ваттисем те, çамрăккисем те, ађасем те пухăннă. Вĕсем пур те хула тулашĕнђи ђиркĕве пуçтарăннă. Вара Василій Великій пухăннă çынсемпе çĕр хута кĕл-тунă. Ирхине вĕсем пур те пиђетлесе хунă собор ђиркĕвĕ патне кайнă. Çул çинђе Святой Турă, Святой хăватлă, Святой вилĕмсĕр çырлах, пире тесе йурласа пынă. Ђиркÿ патне çитсен Василій Великій пухăннă халăха пурне те ђунтан Турра кĕл-тума хушнă. Вара Василій Великій пиђетлесе хунă ђиркÿ алăкĕ патне пынă та виçĕ хутђен алăк çине хĕрес палли туса каланă: Христос çыннисен Турри халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр ĕмĕрех мухтавлă, тенĕ. Пухăннă халăх пур те: амин, тесе кăшкăрса йанă. Çапла каласанах пит тĕлĕнмелле хăват пулнă. Çĕр ђĕтресе кайнă. Алăк питĕркĕђĕсем çĕмĕрĕлсе ÿкнĕ. Пиђет çурăлса аннă. Ђиркÿ алăкĕ никам тивмесĕр, хăй тĕллĕн уçăлса кайнă. Василій Великій пухнă халăхĕпе ђиркĕвĕ кĕнĕ те кăнтăрлахи кĕлĕ тунă. Çав тĕлĕнмелле хăвата курсан, Арій çыннисем те нумайĕшĕ ђăн тĕн йенне çавăрăннă.

— Василій Великій хăй пăхса тăракан халăхшăн пит тăрăшнă. Вăл вĕсене йепле те пулин çÿлти патшалăх çулĕпе илсе кайасшăн пулнă.

Кесаріяра пĕр пуйан, ђаплă тăлăх арăм пурăннă. Анђах вăл мул, ђап панăшăн Турра мухтаса пурăнас вырăнне, усал, йĕркесĕр ĕçсем туса пурăннă. Хăйĕн кăмăлне аскăн шухăш хыççăн йарса кунпа çĕре аскăнланса ирттернĕ. Пурăна-киле çак арăм ăшне Турă шухăшĕ кĕнĕ. Вăл хăй йепле пурăнса ирттерни çинђен шухăшла пуçланă. Хăй ĕлĕк тунă ĕçĕсем çинђен шухăшласан вăл пĕтĕмпе хăраса ђĕтресе ÿкнĕ. Вара çав усал, йĕркесĕр пурăнăçа пăрахса, таса, Турра йурăхлă пурăнăçпа пурăнасшăн пулнă. Вăл хăй çамрăкранпа йепле çылăх тунисене пурне те аса илсе хут çине çырса хунă. Йулашкинђен ђăн йывăр çылăхне çырнă. Хутне пиђетленĕ те Василій Великій пырас ђиркĕвĕн алăкне кайса тăнă. Василій Великій ђиркĕвĕ кĕрес ђух çав арăм ун умне ђăркуçланса тăнă та пиђетленĕ хутне илме тархасланă. Василій Великій ăна арăм йепле хут панине пĕлмен. Вара арăм каланă: епĕ çак хут çине хам тунă çылăхсене çырса хутăм. Есĕ хутăн пиђетне çĕмĕрмесĕр, маншăн Турра кĕл-ту, Вăл, унта çырса хунă çылăхсене каçартăрђђĕ. Епĕ Турă сан кĕллÿне илтнине пĕлетĕп. Маншăн кĕл-тусан, Вăл сан урлă ман çылăхсене каçарĕ-ђђĕ, тенĕ. Іисус Христос Туррăмăр пĕтĕм тĕнђе çылăхне Хăй çине илнĕскер çак арăмăн çылăхсене те каçарĕ, тесе Василій Великій ун çыруне ђиркĕвĕ илсе кĕнĕ. Вăл унта çĕр хута çав арăмшăн кĕл-тунă. Ирхине арăма ђĕнсе илнĕ те ăна пиђетленĕ хутне калла панă.

Арăм килне тавăрăнсан пиђетне çĕмĕрсе çырнă хутне уçса пăхнă. Унăн çырнă çылăхĕсем пулман. Вĕсене çырнă вырăнта таса, шур хут анђах пулнă. Йулашкинђен çырнă йывăр çылăхĕ анђах тăрса йулнă. Арăм татах Василій Великій патне пынă. Ăна макăра-макăра тархасланă. Йывăр çылăхĕнђен тасатасшăн пулнă. Василій Великій ăна пушă хире, Ефрем Сирин патне, йанă. Вăл Ефрем Сирин патне пынă та çав çырнă хутне парса çылăхне каçарма йăлăннă. Анђах Ефрем Сирин ăна каланă: нумай çылăхусене Турра кĕл-туса каçарттарма пултарнă св. Василій, çак пĕр çылăхна та каçарттарĕ, тенĕ. Арăма каллах Василій Великій патне йанă: ђасрах кай, вăл ђунне Турра париђђен ун патне çитме тăрăш, тенĕ. Арăм васкаса Кесаріяна тавăрăннă. Анђах вăл çитиђђен Василій Великій вилнĕ. Унăн ÿтне пытарма арăма хирĕç йăтса тухнă. Арăм нимĕн тума аптăранипе тупăк çумне перĕне-перĕне макăрнă. Пулăшма пултарнă çĕртенех урăх çын патне йанине Турă Хăй уйăрса илтĕр ĕнтĕ, тесе ÿкĕннĕ. Вăл çапла каласа хăйĕн йывăр çылăхне çырса хунă хутне Василій Великій çине пăрахнă. Василій Великійе йăтса пыракан священниксенђен пĕри: ку арăм йепле хут пăрахрĕ-ши? тесе çав хута илсе уçса пăхнă та, вăл хут çинђе пĕр сăмах та пулман: çырман шур хут анђах пулнă. Çапла вара Василій Великій хăй вилнĕ пулсан та аскăн арăмăн йывăр çылăхне те кĕл-туса каçарттарнă.

— Йулашкинђен Василій Великій вилес умĕн тата тĕлĕнмелле ĕç туни çинђен аса илĕр. Вăл çав тĕлĕнмелле ĕçе туса пĕр еврей çыннине Христос йенне çавăрнă.

Кесаріяра Іосиф йатлă пĕр еврей пурăннă. Вăл пит ăста тухтăр пулнă. Вăл шăнăр тăрăх йун йепле çÿренине лайăх вĕренсе çитнĕ. Вара çав йун çÿренинђен çын хăçан вилмеллине пĕлнĕ. Вăл çын вилессине ик-виç кун малтан каласа панă. Çын хăш сахатра вилессине те пĕлнĕ.

Василій Великій çав еврейе йуратнă. Вăл ăна ђас-ђасах: Христос тĕнне йышăн, тесе вĕрентнĕ. Анђах еврей тĕне кĕресшĕн пулман: мĕнле тĕнпе çуралнă, çав тĕнпех вилес, тенĕ вăл. Василій Великій вилес умĕн ун патне çав еврей тухтăр та пынă. Вăл Василій Великійе пăхнă та каланă: ђасах вилĕ, вăл вилессине кĕтсех тăрас пулат̌, тенĕ.

Василій Великій ăна каланă: есĕ ху мĕн каланине ху та пĕлместĕн, тенĕ.

Еврей каланă: ĕнен мана, есĕ хĕвел аниђђен вилетĕн, тенĕ.

Василій Великій каланă: епĕ ыран ирђђен пурăнсан мĕн тăвăн вара есĕ? тенĕ.

Еврей каланă: вара епĕ хам вилĕп, тенĕ.

Василій Великій каланă: йурĕ еппин, тенĕ.

Еврей каланă: калатăп сана, ман сăмахăмсене астуса тăр. Сана антăхса калатăп: есĕ ирђђен пурăнсан, есĕ мĕн тума хушнине тăвăп, тенĕ.

Еврей кайсанах Василій Великій Турра кĕл-тума пуçланă: ей Турă, есĕ çак çынна çăлма мана ирђђен усрах, тенĕ. Ирхине Василій Великій тарçине еврей патне йанă. Еврей хăй патне пынă тарçă сăмахне ĕненмен: вăл Василій Великій вилнех, тесе шухăшланă. Вара: йулашки хут вилнĕ çыннăн ÿтне кайса курам-ха тенĕ. Василій Великій вилменнине курсан пĕтĕмпе тĕлĕнсе кайнă. Çавăнтах Христос Туррăмăра ĕненсе тĕне кĕрес шухăш тытнă.

Василій Великій каланă: епĕ хам, хам аллăмсемпе сана шыва кÿртĕп, тенĕ.

Еврей Василій Великійĕн алă тымарне тытса пăхнă та каланă: санăн вăй пĕтсе çитнĕ, есĕ мана шыва кÿртеймĕн, тенĕ.

Василій Великій каланă: пире вăй-хăват парса тăракан Христос Турă пур, тенĕ.

Вăл çавăнтах тăнă та ђиркĕвĕ кайнă. Унта кăнтăрлахи кĕлĕ хăй тунă. Ун хыççăн еврейе шыва кÿртнĕ. Вăл ђиркÿре виçĕ сахатђен тăнă. Халăха йулашки хут вĕрентсе сăмах каланă. Ырăлăх нумай кăтартнăшăн Турра тав-тунă. Вăл халăха вĕрентнĕ çĕртех хăйĕн таса ђунне Турă аллине панă. Вăл аллă çула çитсе вилнĕ.

Василій Великій тунă ырă ĕçсем тата та пур. Вĕсем пит нумай. Вĕсене çырса çитерес çук. Вăл халăхшăн, ăна Турă çулĕ çине тăратас тесе, пит нумай тăрăшнă. Вăл çынна пулăшас ĕçре хăйне те хĕрхенмен. Сывлăхĕ нађар пулсан та вăл пулăшма тăрăшнă. Хăйĕн сывлăхĕ çинђен Василій Великій акă мĕн калат̌: пĕр май сивĕ ђир тытса ман ÿте пĕтĕмпе нађарлантарса çитерђĕ, епĕ ерешмен карти пек анђах тăрса йултăм. Пур çулпа та çÿрейми пултăм: тÿрем, тикĕс çулпа анђах çÿреме вăйăм йулђĕ, кăшт-çил вĕрни те маншăн хăрушĕ-ђĕ. Мана пĕр ђир хыçĕнђен тепĕри аптратат̌-ђĕ, тет. Хăй çапах та кашни кун кăнтăрлахи кĕлĕ тунă. Суйа вĕрентекенсене ÿкĕтленĕ. Вĕсен суйине халăха каласа ăнлантарма тăрăшнă. Хăй пурăннă çĕрти халăха вĕрентни сахал-ха, тата кĕнекесем çырса, кĕнекесем урлă ытти çĕрте пурăнакансене те вĕрентнĕ. Вăл мул хыççăн кайман. Вăл пĕр шухăшпа анђах пуйан пулнă: манăн нимĕн те ан пултăрђĕ, тенĕ вăл. Вăл çийессе пит сахал çинĕ. Хăш ђух çимесĕрех ирттерсе йанă. Унăн мĕн пур тумтирĕ иккĕ анђах пулнă. Пĕрне вăл айалтан тăхăннă, теприне çийелтен тăхăннă. Çывăрасса çĕр çинђе, нимĕн сармасăр çывăрнă. Унăн çимĕçĕ тăварпа çăкăр пулнă: ĕçсе ăша пусармалли шыв пулнă.

Çавăнпа вăл нађар, хыткан çын пулнă. Ун вырăнне ђунĕпе, ырă ĕçсемпе хăватлă пулнă. Çĕрекен ÿтне нађарлатнă. Ун вырăнне ђунне аванлатнă. Çĕрекен ÿтне тумлантарман. Ун вырăнне ђунне ырă ĕçсемпе илемлетнĕ. Ÿђĕпе вилнĕ. Ђунĕпе ĕмĕр савăнса пурăнма тивĕçлĕ пулнă. Унпа пĕрле пурăннă ђаплă, пуйан çынсен, улпутсен, патшасен ÿђĕсем çĕрсе тăпра пулнă, йађĕсем çĕр çинђен çухалнă. Василій Великій йађĕ ĕмĕр пĕтмест. Ăна тĕнђе пĕтиђђен, çак пайанхи кун, çĕр талпăшĕпе аслăлĕç. Ун пурăнăçĕ çинђен çырнă кĕнеке ырă çын аллинђен татăлмĕ. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.