Яковъ Обуховъ
Раштав 26-мĕшĕ
Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.
Ей савнă тăванăмсем! Епир Христос çуралнине ĕнер асăнсаттăмăр. Пайанхи кун Христос ђиркĕвĕ Турă Амăшне асăнат̌. Ăна акă çапла каласа йурлат̌: „Есĕ херувимсенђен те аслă, серафимсенђен те мухтавлă“, тет. Турă Амăшĕ ђăнахах пĕтĕм святой ангелсенђен те аслă: мĕншĕн тесен Вăл пире çăлакан Христос Турра çуратнă. Хăй таса пурăннăшăн Турра ăшне илме тивĕçлĕ пулнă. Ун çине Святой Сывлăш аннă та, Вăл Ывăл Ађа çуратнă. Çапла ĕнтĕ Таса Хĕр Марія Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă.
Вăл йаланах Турă хушнă пек пурăнса, çынсене ырра вĕрентсе пурăннă. Унăн шухăшĕ йаланах Турă çинђе пулнă. Çавăнпа Вăл кађђа кайас мар тесе Турра сăмах панă, Хĕр-халлĕн йулса ĕмĕрне таса ирттернĕ. Çавăнпа Ăна тата Христос ђиркĕвĕ Таса Хĕр Марія леш Тĕнђере те питĕ аслă вырăна ларма тивĕçлĕ пулнă. Турă Амăшĕ вилсен, Унăн ђунне илме Іисус Христос пĕтĕм ангелсемпе пĕрле çĕр çине аннă. Виççĕмĕш кунне Турă Амăшĕ ÿтне те ангелсем пĕлĕт çине илсе улăхнă. Халĕ ĕнтĕ, тăвансем, епир: мĕншĕн Турă Амăшне: „херувимсенђен те аслă, серафимсенђен те мухтавлă“, тесе хисепленине пĕлтĕмĕр. Тата калам: Турă Амăшĕ Хăй таса пурăнăçĕшĕн çав аслăлăха илме тивĕçлĕ пулнă.

„Есĕ херувимсенђен те аслă, серафимсенђен те мухтавлă, Есĕ Хĕр-халлĕн Сăмах Турра çуратнă. Есĕ Турă Амăшĕ“, тесе аслăлама тивĕçлĕ пулăттăмăр.
Таса Хĕр Маріяран Христос çуралса килнĕ. Вăл пире çăлма килнĕ. Мĕнле пурăнмаллине вĕрентсе хăварнă. Епир, тăвансем, Христос хушнă пек пурăнатпăр-и? Çук. Епир хамăр ирĕк тăрăх пурăнатпăр. Тăвансем, апла ан тăвар. Пайанхи кунсене те пулин йĕркелĕ пурăнса ирттерме тăрăшар. Турă Амăшĕ пек, çак кунсенђе ђиркĕве çÿреме тăрăшар. Турă кĕнекисем вуларах парăр. Тата ытти ырă ĕçсем тума тăрăшар. Çапла пурăнни вара, Турă Амăшне хисеплени пулĕ. Вăл та пире йуратарах парĕ. Пирĕншĕн Хăйĕн Ывăлĕ умĕнђе йаланах кĕл-тăвĕ. Епир нумайĕшĕ, тăвансем, Турă хушнă пек пурăнмастпăр. Праçнике таса пурăнса ирттерес вырăнне, ахаљ ђухнехинђен те ытларах усал ĕçсем туса ирттеретпĕр. Çакă, кунсенђе ĕçкĕ-çикĕ тума тытăнатпăр. Çак вăхăтрах çамрăксем темиçе тĕрлĕ тумланса асса çÿреççĕ. Илтнĕ пулĕ, тăвансем: ку праçнике вырăсла „святки“ тенине. Мĕншĕн çапла калаççĕ-ха ăна? Акă мĕншĕн. Çакă праçнике таса пурăнса ирттермеллине пĕлтерсе çапла каланă. Епир таса пурăнса ирттерес вырăнне, тĕрлĕ усал ĕç туса Турра кÿрентеретпĕр. Турă пире йуратса, пирĕн çылăхсене Хăй çине илме килнĕ; епир çак праçникре çавăншăн Турра тархаслас вырăнне, Ăна йĕркесĕр ĕçсемпе кÿрентеретпĕр. Апла тăвас мар-ђђĕ, тăвансем! Çакă кунсем пирĕншĕн питĕ аслине кура, хамăр та лайăхрах ирттерме тăрăшар-ђђĕ. Турă умĕнђе пирĕн хута йаланах кĕрсе тăракан Турă Амăшне тархаслар- ђђĕ. Турă Амăшĕ епир таса пурăнăçпа пурăннине кура, Хăйне хисепленине кура пире те çак кунсене тата лайăхрах ирттерме пулăшин-ђђĕ. Турă Амăшĕ кĕлли урлă епир те çÿлти патшалăха кĕме тивĕçлĕ пулăттăмар-ђђĕ вара. Унта Ăна святой ангелсемпе, пĕтĕм святой çынсемпе пĕрле çакă ђиркÿ йуррине тивĕçлĕрех „Есĕ херувимсенђен те аслă, серафимсенђен те мухтавлă, Есĕ Хĕр-халлĕн Сăмах Турра çуратнă. Есĕ Турă Амăшĕ“, тесе аслăлама тивĕçлĕ пулăттăмăр. Амин.