Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. П. Егоровъ


Раштавăн 25-мĕшĕ

Ангел Виѳлеем кĕтÿçисене каланă: ан хăрăр, епĕ енре пысăк савăнăç калăп, вăл пур халăхсене те пулĕ: пайан Давид хулинче сирĕн валли Çăлакан Христос Турă çуралђĕ, тенĕ (Лук. 2, 10).

Пайанхи кун пĕлĕт çинђе ангелсем савăнса йурлаççĕ. Çĕр çинђе çынсем хĕпĕртесе тăраççĕ. Пайанхи кун пур те савăнаççĕ. Пур те хĕпĕртеççĕ. Пайанхи кун Христос Турă Таса Хĕр Маріяран çуралнă. Пайанхи кун пире ĕмĕрхи вилĕмрен хăтаракан Христос çĕр çине килнĕ.

Пи­ре шуйттанран хăтаракан Христос Турă ађа пулса çу­ралнă. Пайанхи кун пире рай алăкне уçса паракан Хри­стос Турă пĕлĕт çинђен çĕр çине аннă. Ĕлĕк Адампа Ева çылăха кĕрсен, Турă вĕсене райран хăваласа кăларнă та, рай алăкне питĕрсе лартнă, райа вара никам та кĕрей­мен. Çынсем, Адампа Ева çылăхĕ пирки, тата хăйсен çылăхĕсем пирки, пĕтĕмпех шуйттан аллине кĕрсе ÿкнĕ. Вилсен, вĕсем пур те тамăка кайнă. Çынсене шуйттан аллинђен хăтаракан никам та пулман. Вĕсене никам та çăлай­ман. Çылăх пирки çынсем çапла ĕмĕр ĕмĕрех шуйттан аллинђе асапланса пурăнмалла пулнă. Шуйттан алли айĕнђе асапланса пурăнакан çынсене хĕрхенсе, Турă вара çынсене çăлма Хăйĕн Ывăлĕ Іисус Христоса çĕр çине йанă. Турă Ывăлĕ Іисус Христос çĕр çине çын пулса килнĕ, Вăл Таса Хĕр Маріяран ÿтленсе çуралнă. Іисус Христос пайанхи кун çуралнă, Вăл çуралнине асăнса епир пайан праçник тăватпăр.

Кил йышшинђе ађа çуралсан, çынсем пит, савăнаççĕ. Христос çуралнăшăн йепле савăнас мар пирĕн?! Ађа- пăђа курмасăр хуйхăрса пурăннă çынсем, ађа çуралсан, пит савăнаççĕ, ватăлмалăх кунта Турă ађа пађĕ, тесе хĕпĕртеççĕ. Пирĕн, çылăхлă çынсен, пире çылăхран çăла­кан Христос çуралнăшăн йепле савăнас мар. Ађа çук çынсем: епир ватăлсан кам тăрантарĕ пире, кам пăхса усрĕ, тесе хуйхăраççĕ; кайран вара ађа çуралсан: ĕнтĕ епир ватăлсан, пире пăхакан пулат̌ тесе, темĕн тĕрлĕ савăнаççĕ. Іисус Христос пире шуйттан аллинђен хăтарса ырă пурăнăçа, райа кÿртет, йепле савăнас мар Вăл çу­ралнăшăн?! Христос çуралнипе çынсене ырăлăх пулнине курса ангелсем савăнса ак çапла йурланă: мухтав çÿл­ти Турра, çĕр çине канăçлăх килђĕ, çынсене ырăлăх çитрĕ, тенĕ. Ангелсем пирĕншĕн савăнаççĕ пулсан, пирĕн хамăршăн хамăр йепле савăнас мар?! Пур те савăнăр: пайанхи кун Христос çуралнă. Халĕ есир ђиркÿре епĕ каламасăр та савăнса тăратăр. Никам та халĕ хуйхăллă мар. Пурин те сăнĕ-пуçĕсем çутăлса, савăн­са тăраççĕ. Ђиркÿре кунта пур те савăнаççĕ, ђиркĕве кĕрсен, ђиркÿре йурланине илтсен, йепле хуйхăллă çын та хăйĕн хуйхине манса, савăнса кайат̌. Епĕ сире ђир­кÿре анђах мар, килте те савăнтарасшăн; пайан анђах мар, пĕр май савăнтарасшăн. Мĕн туса савăнтарăрши есир хăвăр ђунăрсене? Ерех ĕçсе, тутлă йапаласем çисе ђуна савăнтарас тетĕр-и? Апла вара пуйаннисем анђах савăнĕç, ђухăннисемшĕн вара савăнас тени пĕр илтнĕ сăмах анђах пулĕ. Турă пуйаннисене анђах мар, пурне те, ђухăн çынсене те, савăнма хушат̌. Çук, апла ерех ĕçсе, тутлă йапаласем çисе, есир хăвăр ђунăра нумайах савăнтараймăр, вĕсемпе ђун пĕртте савăнмаст̌, пĕр хырăм анђах йăпаннă пекки пулат̌. Есир хăвăр ђунăра пĕр май савăнтарас тетĕр пулсан, ăшăрта пĕр май Христос çинђен шухăшласа çÿрĕр, Христос мĕншĕн çуралса çĕр çинђе пурăнни çинђен, Христос çылăхлă çынсене шуйттан ал­линђен çăлни çинђен шухăшласа çÿрĕр. Çапла шухăш­ласа çÿресен вара, есир пĕр май савăнса çÿрĕр. Аминь.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.