Мăйăр юмахĕ


Вĕçсĕр юмах

Чăхпала автан вăрмана мăйăр çиме кайрĕç тет. Автанĕ шĕшкĕ çинчен пĕр мăйăр ывăтрĕ тет те чăх куçне шăтарсах пăрахрĕ тет. Пырать чăх çулпа макăрса. Хирĕç çынсем килеççĕ тет.

— Чăхă, чăх! Ма макăратăн? — тесе ыйтаççĕ унран.

— Епле макăрас мар манăн? Автан тусăм ман куçăма персе шăтарчĕ, — тет чăх.

— Автан, автан! Чăх куçне мĕншĕн шăтартăн эсĕ? — тесе ыйтаççĕ çынсем.

— Мана шĕшкĕ туратти авăнса çапрĕ, — тет автанĕ.

— Шĕшкĕ, шĕшкĕ! Мĕншĕн эсĕ тураттупа автана çапрăн? — теççĕ çынсем.

— Мана качакасем кăшларĕç, — тет шĕшкĕ вĕсене.

— Качакасем, качакасем! Шĕшке мĕншĕн кăшларăр эсир? — тесе ыйтаççĕ çынсем.

— Пире кĕтÿçсем сыхламаççĕ,— теççĕ качакасем.

— Кĕтÿçсем, кĕтÿçсем! Качакасене мĕншĕн сыхламастăр эсир? — тесе ыйтаççĕ çынсем.

— Пире хуçа майри çÿхе икерчĕ пĕçерсе çитермерĕ, — теççĕ кĕтÿçсем.

— Хуçа майри, хуçа майри! Кĕтÿçсене эсĕ мĕншĕн икерчĕ пĕçерсе çитермерĕн? — тесе ыйтаççĕ çынсем.

— Ман чустана сысна тăкса ячĕ, — тет хуçа майри.

— Сысна, сысна! Хуçа майрин чустине ма тăкса ятăн эсĕ? — тесе ыйтаççĕ çынсем.

— Ман çăвăрăмсене кашкăр тытса кайрĕ, — тет сысна.

— Кашкăр, кашкăр! Сысна çурисене ма тытса кайрăн? — тесе ыйтаççĕ çынсем.

— Манăн çиес килчĕ! — терĕ тет кашкăрĕ вара вĕсене.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.