(Бирма халăх юмахĕ)
Юмах тени чăнах мар,
Анчах суя сăмах мар.
Ват çын янă юптару —
Тĕрĕс çулпа уттару.
Мĕн калам-ши, хурăнташ?
Лартăм сĕтел хушшипе,
Алла илтĕм кăранташ,
Шурă хута хуратса,
Çыртăм чĕрем хушнине,—
Вĕрентсе мар, юратса.
Пĕр кăкран, пĕр чăмăртан
Пулнă пиллĕкĕн тăван,
Тĕнчере никам, нихçан
Вĕсенчен туслă пулман.
Пилĕк тăван нихăçан
Пĕр-пĕринчен уйрăлман:
Айваннине ал панă,
Халсăррине хал панă.
Юмах çулĕ яп-яка,
Пурнăç сакки сарлака…
Çак пурнăçра мĕн паха?
Чи ырри, чи аванни —
Этем тату пурăнни,—
Çавă кирлĕ халăха…