Çынсене пулăшмалли çинђен вĕрентсе каламалли


Пире хуйхă пулнă вăхăтра тăвансемпе хурăнташсем кала-кала лăплантараççĕ. Хăшне-хăшне пит йывăр хуйхă пулсан та, лăплантаракан пĕр ырă çын та çук

Тарасій Максимовъ

Тарасій Максимовъ


Раштав 1-мĕшĕ

Ей йуратнă тăвансем, епир Турă ырăлăхĕпе пур тĕ­лĕшрен те телейлĕ: пирĕн мĕн кирли пурте пур. Астуса илер-ха, хамăр хушшăмăрти тăлăхсем, сывмарсем тата ыт­ти тĕрлĕ ђирлĕ асапланса пурăнакансем çинђен, вĕсем мĕн ђухлĕ асапланса пурăнаççĕ. Вĕсем мĕн ђухлĕ аса­планнине каласа та пĕтерес çук.

Акă епир Турă панă тивлетпе тутă, ĕçес-çийес тĕ­лĕшрен ним те шухăшламастпăр. Хăшĕ-хăшĕ пĕр татăк çăкăрсăр лараççĕ. Вĕсем мĕн ђухлĕ куççÿлли тăкса, хуй­хăрнипе сывмара кайаççĕ.

Пирĕн тĕрлĕрен тумтирсем пур, хăшне тăхăнас тенĕ, çавна тăхăнатпăр. Хăшин-хăшин хĕллехи сивĕре тăхăн­ма пĕр ăшăрах тумтир те çук. Шартлама сивĕре те çулахи тумтирпех çÿреççĕ, вăл та пулин çĕтĕк. Çапла вĕсем сивĕре темĕн ђухлĕ тертленсе пурăнаççĕ.

Пирĕн нађар та пулсан кĕрсе тухмаллах çурт-йĕр пур, унта епир ађа-пăђасемпе шăкăлтатса пурăнатпăр. Хăшин-хăшин ларса канмалли вырăнĕ те çук. Вĕсем хĕле кĕрсен ырă çынсен куçĕнђен пăхса йăлăнаççĕ. Вĕсен ырă кăмăл уçăлассине пуçĕсене ђиксе, кĕтсе тăраççĕ.

Пире хуйхă пулнă вăхăтра тăвансемпе хурăнташсем кала-кала лăплантараççĕ. Хăшне-хăшне пит йывăр хуйхă пулсан та, лăплантаракан пĕр ырă çын та çук.

Пире аттепе анне пăхса ÿстернĕ. Вĕсем тăрăшнипе епир пĕр хуйхă курмасăр савăнса ÿснĕ. Астуса илер-ха, тăлăх ађасем мĕн тĕрлĕ хĕн курса, хуйхăрса ÿсеççĕ. Епир тăван аттепе аннене курса савăнатпăр. Тăлăхсем хăйсене çуратнă ашшĕпе амăшне халĕ ĕнтĕ нихăçан та курас çук; вĕсем тахăçанах çĕр айĕнђе çĕрсе тăпра пулса кайнă. Пи­ре аттепе анне пур ĕçе те вĕрентсе ÿстереççĕ. Вĕсем ырă çынсем вĕрентессине анђах кĕтсе пурăнаççĕ.

Акă епир сывă. Хăшĕ-хăшĕ хăй ĕмĕрне ђирлĕ аса­планса пурăнаççĕ, шăмми-шакки ыратнипе пĕр хусканаймасăр выртаççĕ.

Епир тĕнђери Турă пултарнă йапаласене курса са­вăнатпăр, савăннипе Турра мухтатпăр. Суккăрсем мĕн ђухлĕ телейсĕр. Вĕсем Турă пултарнă йапаласене курма мар, хăйсене çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшне те курай­маççĕ. Вĕсемшĕн кун та çĕрле пекех, вĕсем ĕмĕрех тĕт­тĕмре пурăнаççĕ.

Пирĕн ђĕлхе калаçат̌. Ђĕлхе калаçнипе епир пур ырăлăха паракан Турра мухтаса аслăлама пултаратпăр. Пире пĕр-пĕр хуйхă пулсан, пĕрне-пĕри каласа лăплантаратпăр. Ђĕлхесĕр çын мĕн ђухлĕ хуйхăрат̌-ши? Унăн хуйхине хăйĕн ђĕрипе пĕтĕм тĕнђене пултаракан пĕр Ту­рă анђах пĕлет! Вăл хăйĕн шухăшĕсемпе хуйхисене ыт­ти çынсене тем пек каласа кăтартма тăрăшат̌, анђах ăна никам та ăнланма пултараймаст̌.

Ей йуратнă тăвансем, епир мĕн ђухлĕ телейлине ку­ратпăр ĕнтĕ. Халĕ пирĕн Турă çулĕпе пырса, Ун патне пыма тата Унăн ирĕкне туса пурăнмалли анђах йулђĕ. Анђах епир Турă панă ырăлăхпа çынсене ырăлăх тăват­пăр-ши? Епир Турă панă ырăлăхпа хамăр ђунсене çăлас тесе тăрăшатпăр-ши? Епир Турă панă ырăлăха ђи йулхав ђура пек çĕр айне ђавса хумарăмăр-ши? Пирĕн ђунсем йăлтах çылăх ăшне варăнса, хытса, ђуланса кайнă. Пирĕн ђунсем çăлăнасси çинђен пĕртте тăрăшмаççĕ. Тата Турă панă ырăлăхсене аса илсе, Ăна мухтама тăрăшмаççĕ. Ей ђунăм, çылăх ыйхинђен вăран! Çылăх тĕпĕнђен тух! Куç-çÿллисемпе çăвăнса тасал! Турă ырăлăхĕпе витĕнсе тăр! Турра ĕненнипе çутăлса тăрса, виçесĕр ырăлăх па­ракан Турра мухтама тăрăш! Епир хамăр ђунсене çăлас тесен, ђулланса, хытса кайнă ђĕремĕрсене çемçетсе, хуй­хăрса пурăнакансене камăн мĕн ђухлĕ вăй çитнĕ таран пулăшас пулат̌. Епир ытти çынсене пулăшмасан, Турă­ран ырăлăх кĕтме пултараймастпăр. Çынсене ырăлăх тă­васси çинђен Іаков апостол акă мĕн каланă: „çынсене пулăшманнисем сута тивĕçлĕ пулĕç; çынсене пулăшакан­сем Турă сутĕнђен хăтăлĕç“, тет. Епир тата çакна та асра тытса тăрар. Епир çынсене пулăшмасан, пирĕн кĕл­ле те Турă илтмест. Акă тата çынсене пулăшасси çинђен Іисус Христос таса Евангеліере мĕн каланă: „çынна хĕр­хенекенсем телейлĕ, вĕсене Турă хĕрхенĕ“, тет.

Ей Турă, пирĕн ђĕресене çемçетсе, ху çулупа пыма вĕрент! Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.