Çĕнĕ çул — çĕн пултарулăх…
Çĕнĕ çул — çĕн пултарулăх…
Тусăмсем, пĕр çĕрелле!
Татăла пĕлми татулăх
Тыттăр пирĕн эртеле.
Кăйкăр мар, шур кăвакарчăн
Малаллине вуласÇĕнĕ çул — çĕн пултарулăх…
Тусăмсем, пĕр çĕрелле!
Татăла пĕлми татулăх
Тыттăр пирĕн эртеле.
Кăйкăр мар, шур кăвакарчăн
Малаллине вуласИван Одюков — Фольклорист, литературовед. Педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тĕрле институтсемпе университетсенчен чăваш чĕлхине тĕпчес тата вĕрĕнтес тĕлĕшпе нумай вăй хунă… Тĕплĕнрех→
Улăп халапĕсем Чăвашра анлăн сарăлнă. Вĕсене республикăри ялсенче те, республика тулашĕнче (Тутар, Пушкăрт республикисенче, Ульяновск, Самар, Пенза, Оренбург, Саратов облаçĕсенче) пурăнакан чăвашсем хушшинче те илтме пулать.
Улăпсем çинчен калакан халапсем, пысăк калăплă эпос тĕсĕсем, тĕрĕк халăхĕсен: Алтайра — хакассен, Вăтам Азире — казахсен, туркменсен, Кавказра — азербайджансен, Атăлпа Урал тăрăхĕнче — пушкăртсемпе тутарсен те, чăвашсен те пур. Пурин те вĕсем паттăр Алп е Алпамыш ятлă, чăвашсен — Улăп.
Малаллине вуласАшшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.
Ей савнă тăванăмсем! Епир Христос çуралнине ĕнер асăнсаттăмăр. Пайанхи кун Христос ђиркĕвĕ Турă Амăшне асăнат̌. Ăна акă çапла каласа йурлат̌: „Есĕ херувимсенђен те аслă, серафимсенђен те мухтавлă“, тет. Турă Амăшĕ ђăнахах пĕтĕм святой ангелсенђен те аслă: мĕншĕн тесен Вăл пире çăлакан Христос Турра çуратнă. Хăй таса пурăннăшăн Турра ăшне илме тивĕçлĕ пулнă. Ун çине Святой Сывлăш аннă та, Вăл Ывăл Ађа çуратнă. Çапла ĕнтĕ Таса Хĕр Марія Турă Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă.
Малаллине вуласАнгел Виѳлеем кĕтÿçисене каланă: ан хăрăр, епĕ енре пысăк савăнăç калăп, вăл пур халăхсене те пулĕ: пайан Давид хулинче сирĕн валли Çăлакан Христос Турă çуралђĕ, тенĕ (Лук. 2, 10).
Пайанхи кун пĕлĕт çинђе ангелсем савăнса йурлаççĕ. Çĕр çинђе çынсем хĕпĕртесе тăраççĕ. Пайанхи кун пур те савăнаççĕ. Пур те хĕпĕртеççĕ. Пайанхи кун Христос Турă Таса Хĕр Маріяран çуралнă. Пайанхи кун пире ĕмĕрхи вилĕмрен хăтаракан Христос çĕр çине килнĕ.
Эпир пĕррехинче асаттепе сунара кайрăмăр, пĕр мулкач куртăмăр. Хăвалама тытăнтăмăр. Хăваласа çитрĕмĕр те кÿскепе иле-иле çапатпăр — вилмест. Эпĕ хам хыт курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ.
Малаллине вуласКуй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Кĕрсе ларма пÿрчĕ çук,
Питне шăлма тутри çук.
Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Унта-кунта тăшман çеç,
Пурăнать вăл вăрттăн çеç.
Йуратнă тăванăмсем! Акă хамăр хушшăмăрта пĕрпĕр çын вилет. Ăна асăнма тăванĕсем, йал-йышсем пухăнаççĕ. Пухăннă çынсем çав вилнĕ çын йĕппине, кама йепле пулăшнине, пурăнăçне йепле пурăнса ирттернине астуса хуйхăрса калаçса лараççĕ.
Пайан епир святой Николай аттене асăнса праçник тăватпăр. Ăна асăнса, ăна кĕл-тума, хамăра пулăшма йăлăнас тесе çак таса ђиркĕве пухăнтăмăр. Халĕ ĕнтĕ святой Николай атте çинђен шухăшласа пăхар. Вăл йепле- йепле тĕлĕнмелле ĕçсем тунине аса илĕр.
Малаллине вулас