Свящ. Н. Егоровъ.
Чÿк 21-мĕшĕ
Таса Хĕр Маріянăн ашшĕпе амăшĕ, Іоакимпа Анна, Турăран ађа ыйтнă ђух: ађа çуралсан, епир ађана Іерусалим ђиркÿне леçĕттĕмĕр, тесе Турра сăмах панă. Вĕсенђен çуралнă ађа—Таса Хĕр Марія-виçĕ çула çитсен, Іоакимпа Анна ăна Іерусалиме илсе кайнă. Іерусалиме илсе пырсан, Таса Хĕр Маріяна аслă священник хирĕç тухса илнĕ. Таса Хĕр Марія виçĕ çулта анђах пулсан та ђиркÿ алăкĕ умĕнђи пусмапала никам пулăшмасăрах çÿлелле улăхса кайнă. Пусми 15 картлашкаллă пулнă. Аслă священник Таса Хĕр Маріяна „Тасаран таса” тийекен пÿлĕме илсе кайнă. Çав пулĕме никам та кĕме пултарайман. Пĕр аслă священник анђах кĕнĕ. Вăл та çулталăкра пĕрре анђах кĕнĕ. Таса Хĕре аслă священник, Турă хушнă тăрăх, „тасаран таса” пулĕме илсе кĕнĕ. Пайăн çав Таса Хĕр Маріяна ђиркĕве илсе пынине асăнса праçник тăваççĕ. Таса Хĕр Марія çавăнтан кайран пĕр май ђиркÿ патĕнђе пурăннă. Унта ытти хĕр-арăмсем те пулнă. Таса Хĕр Марія Турă кĕнекисене вуласа пурăннă. Алă ĕçĕсем тунă. Ĕçлемен ђухне Турра кĕл-тунă. Çапла ђиркÿ патĕнђе пурăнса, вăл ĕлĕк те Тасаскер, тата тасана тухса кайнă.Малаллине вулас