Турхан Энтри: Ачам тăпри çинче


Турхан Энтри


Ачам тăпри çинче

[…] Санăн черчен çеç чĕрÿ
Сÿнчĕ ирех, чарăнчĕ.
Çамрăк таса ĕмĕрÿ
Пит сасартăк татăлчĕ.
Ку тĕнчери асапа
Кураймарăн, хăтăлтăн,
Тĕксĕм, ултавçă çынпа
Кĕрмешмерĕн, пăрăнтăн.Юлашкинчен пит-куçна
Пăхрăм, хытă макăртăм.
Санăн паха тупăкна
Эп, хамах-çке, хам хупрăм.
Çывăр, ачам, çывăрах!
Çывăр, чунăм, лăпланса:
Мĕскĕн аçу çумăнтах
Выртĕ, сана юратса.
Санăн таса ÿтÿпе,
Ах, ачамçăм, ах, пахам,
Ют хушшинчи çĕр айне
Хамах чикрĕм… хамах… хам!
Мĕскĕн ачам, чун савни,
Савнă ачам – ют çĕрте,
Эх, пулсан пул, тур çырни!
Выртăп ачампа пĕрле!
Савнă ачам пĕччен мар.
Сан аçу та ют çĕрте
Пит те санран инçе мар
Выртĕ нÿрлĕ çĕр айне!
Çывăр, ачам, çывăрах!
Çывăр лăпкă ыйхăпа!
Сан аçу та санпалах!
Сыхлĕ санăн ыйхуна!

1915

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.