Хветĕр Уяр: Йăла-йĕрке

Хветĕр Уяр


Ачаллах ютра çитĕннипе чăвашсен йăли-йĕркисене начар пĕлет Янтул. Ĕнчĕпексен ялĕнче кăштах ăнкара пуçланăччĕ вăл — тухса каймалла пулчĕ çав. Кунта каллех вырăс кил-йышне лекрĕ. Çитменнине, пĕр çурт урлă та мар хăть, юнашарах — вулăс кантурĕ. Ăна тытса каяс полицейскисем, тиекĕ-хăямачĕ… Чăваш çыннисемпе хутшăнма май та çук пек. Хăйсен ĕçлемелли кунсем вĕсен, хăйсен уявĕсем-йăлисем. Чăвашăн пурнăç никĕсĕ — ĕç. Çĕр ĕçĕ. Ачине вăл тăваттă-пиллĕкрех ĕçе явăçтарать. Малтан ача хăйĕн йăмăкне е шăллĕне пăхать-ха. Унтан чăх-чĕп е хур-кăвакал астуса çÿрет. Тата пăртак ÿсерехпе анкарти хыçне выльăх çитерме тухать. Ака-сухара ут пуçне тăрать…Малаллине вулас

Тарас Кириллов: Пулăшăр

Тарас Кириллов


Пулăшăр

Чĕкеç кайăк пурăнать,
Юрă юрлать, савăнать,
Çуллен чĕпĕ кăларать,
Хăй йăвине юратать.
Анчах унăн та тăшман
Пĕрре çех мар, темиçе:
Малаллине вулас

Турхан Энтри: Париж коммунарĕсене

Турхан Энтри


Париж коммунарĕсене

Пĕр çын пекех, пуянсем хĕснипе.
Тăнă карах пур Париж çыннисем.
Çут тĕнчене тĕпĕпех çĕнетме,
Юнлă вăрçа тухса кайнă вĕсем.
Пĕтĕм çĕртен буржуйсем пухăнса,
Шăлĕсене хăйраса йытă пек,
Вĕчĕрхенсе, кăшкăрса, чыхăнса,
Пынă пăлхав хулана çĕмĕрме,
Пĕчĕк ачасен, ватăсен юнĕпе
Пăлхавăра путарса пĕтерме.
«Тытăр пăшал, урама, граждансем!
Çак революци ĕçне хăтарар!Малаллине вулас

Андриан Николаева халалласа уйра тунă ÿкерчĕк. Чăваш Ен.

Ун ятне этемлĕх манмĕ

И.П. Прокопьев


Ун ятне этемлĕх манмĕ

Этемлĕх ХХ ĕмĕр варринче космоса тухрĕ. Тĕнче уçлăхне çул уçакансем — пирĕн çĕршыв çыннисем. Эпир малтанхи космонавтсен йышĕнче пирĕн ентеш Андриян Николаев пулнипе чĕререн мухтанатпăр.

1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче вăл пĕрремĕш хут космоса вĕçсе хăпарчĕ. Унччен космосра Юрий Гагаринпа Герман Титов пулса курнăччĕ. Андриян Николаев Павел Поповичпа вĕçрĕ. Вĕсем хыççăн космонавтсем ушкăнпа вĕçме пуçларĕç. Тĕнчере пĕрремĕш хут Андриян космосра креслăран уйрăлса ирĕклĕн вĕçрĕ, «Восток-3» тата «Восток-4» карапсем хушшинче радио çыхăнăвне йĕркелерĕ, пĕрремĕш хут космосран телерепортаж кăтартрĕ.Малаллине вулас

Турă Амăшне Ђиркĕве Леçнĕ Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. Н. Егоровъ.


Чÿк 21-мĕшĕ

Таса Хĕр Маріянăн ашшĕпе амăшĕ, Іоакимпа Анна, Турăран ађа ыйтнă ђух: ађа çуралсан, епир ађана Іерусалим ђиркÿне леçĕттĕмĕр, тесе Турра сăмах панă. Вĕсен­ђен çуралнă ађа—Таса Хĕр Марія-виçĕ çула çитсен, Іоаким­па Анна ăна Іерусалиме илсе кайнă. Іерусалиме илсе пыр­сан, Таса Хĕр Маріяна аслă священник хирĕç тухса илнĕ. Таса Хĕр Марія виçĕ çулта анђах пулсан та ђиркÿ алăкĕ умĕнђи пусмапала никам пулăшмасăрах çÿлелле улăхса кайнă. Пусми 15 картлашкаллă пулнă. Аслă священник Таса Хĕр Маріяна „Тасаран таса” тийекен пÿлĕме илсе кайнă. Çав пулĕме никам та кĕме пултарайман. Пĕр аслă священник анђах кĕнĕ. Вăл та çулталăкра пĕрре ан­ђах кĕнĕ. Таса Хĕре аслă священник, Турă хушнă тăрăх, „тасаран таса” пулĕме илсе кĕнĕ. Пайăн çав Таса Хĕр Маріяна ђиркĕве илсе пынине асăнса праçник тăваççĕ. Та­са Хĕр Марія çавăнтан кайран пĕр май ђиркÿ патĕнђе пурăннă. Унта ытти хĕр-арăмсем те пулнă. Таса Хĕр Марія Турă кĕнекисене вуласа пурăннă. Алă ĕçĕсем тунă. Ĕçле­мен ђухне Турра кĕл-тунă. Çапла ђиркÿ патĕнђе пурăнса, вăл ĕлĕк те Тасаскер, тата тасана тухса кайнă.Малаллине вулас

Тарас Кириллов

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


(1880-1920)

d186d0b5d0bdd0bdd0bed181d182d18c22
Тарас Кириллов, поэт

Тарас Кириллович Кириллов 1880 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Красноармейски районĕ) Çеçмерте вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан Мăн Шетмĕри пуçламăш, унтан Ишекри икĕ класлă шкулсенче вĕренет. 1899 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухсан, икĕ çул Етĕрнери прихут шкулĕнче ĕçлет. 1901 çулта вăл Шăхасанта икĕ класлă шкула куçать. 1903-1905 çулсенче Хусанти миссионерсен курсĕнче вĕренет. Ун хыççăн тĕрлĕ çĕрте чиркÿ ĕçĕнче тăрать. 1918 çулта ку ĕçе пăрахать те Чулхула облаçĕнчи Кукша Ту ялĕнче шкулта ĕçлет. Поэт ÿпке чирĕпе чирлесе 1920 çулхи чÿкĕн 6-мĕшĕнче вилет.Малаллине вулас

Тарас Кириллов: Ху халăхна ан хурла

Тарас Кириллов


Ху халăхна ан хурла

(«Çывăхри ял-йышсем» поэмăран)

Ĕçсĕр ан пул, урă пул,
Табак ан турт, ĕçлĕ пул.
Ĕçлемелли вăхăтра
Табак туртса ан ирттер.
Çынсенчен табак ыйтса –
Хăвăнтан ан йĕрĕнтер.
Ĕçкĕпеле ăс ярса
Ху кил-йышна ан йĕрттер.
Çиме ларсан, ăсра тыт:
Малаллине вулас