Турхан Энтри: Тĕрмере

Турхан Энтри


Тĕрмере

(С.Я. Надсон евĕрлĕ)

Ман тĕрмем ытла та тĕксĕм-çке!
Ун тĕреклĕ хÿмин тулĕнче
Тинĕс хумĕ кăна çÿрет-çке!
(Пăс тăрать тинĕсин çийĕнче.)

Çав хумсем чулсемпе çапăçни
Хăлхана çурса çеç илтĕнет;
Çав хумсем хумханса шавлани
Пăчă çĕр ăйăха вĕçтерет.Малаллине вулас

Чĕкеç чĕлхи

Анатолий Юман — поэт, куçаруçă, культура ĕçченĕ. Учительсен ҫемйинче çуралнăскер журналистика уйрӑмне пӗтернӗ. Чĕмпĕрти хаçатсенче редакторта ĕçленĕ. 40 яхăн кĕнеке çутта кăларнă… Тĕплĕнрех→


 

Чĕкеç чĕлхи

Пĕчĕк хĕрĕмçĕм Натюк,
Калаçма сан чĕлхÿ çук.
Анчах эсĕ ан кулян,
Час чĕлхеллĕ те пулан.

Малаллине вулас