
Андрей Липатов — священник. 1877 çулта Пушкăртри Султтанкăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1930 çулта ăна арестлесе концлагере вырнаçтарнă, 1989 çулта реабилитациленĕ… Тĕплĕнрех→
Святой Димитрійе Асăнса Тăвакан Праçник Умĕнђи Шăмат Кун Вĕрентсе Калани
Юпа 26-мĕшĕ
Ей йуратнă тăвансем! Пайан таса ђиркÿ пур вăрçăра вилнĕ çынсене асăнат̌. Вăл ĕç çапла асăнасси ак мĕнтен пуçланса кайнă: Димитрій Іоаннович Донской аслă княçра ларнă вăхăтра тутарсем вырăс халăхне вăрçăпа çĕнтерсе илесшĕн пулнă. Вырăс халăхĕ тутарсен аллинђе 200 çул ытла хĕн курса пурăннă. 1380-мĕш çулта тутарсем каллах вырăс çĕрне çар пустарса килнĕ. Вырăссем те вĕсене хирĕç çарпа тухнă. Çапла пĕр Куликово йатлă хирте вырăссем тутарсемпе пит хытă вăрçнă. Вырăссем тутарсене çĕнтерсе вырăс çĕрĕнђен хăваласах йанă. Çав вăрçăра пирĕн Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсем те пит нумай вилнĕ. Вăрçă пĕтсен, аслă княз Димитрій Іоаннович Донской çав вăрçăра вилнĕ çынсене асăннă. Çав кунтан вара çуллен октябр уйăхин 26-мĕш кунĕ умĕн килекен шăмат кун асăнма хушнă. Çав вăрçăра вилнĕ çынсемпе пĕрле епир пайан хамăрăн вилнĕ аттесене, тăвансене, асăнатпăр.
Тăвансем! Мĕншĕн вилнĕ çынсемшĕн кĕл-тума пит кирлĕ-ши? Мĕншĕн тесен çын çĕр çинђе çылăха кĕмесĕр пурăнаймаст̌. Вăл ирĕклĕ те, ирĕксĕр те, пĕлсе те, пĕлмесĕр те, ĕçпе те, сăмахпа та, çылăха кĕрет; етем тĕрлĕ майпа çылăха кĕме пултарат̌. Пирĕн хушшăмăртан никам та: епĕ çылăхсăр, теме пултараймаст̌. Вилессе те çын çылăхпа вилет. Нумайĕшĕ вилес умĕн хăйсен çылăхĕсенђен ÿкĕнсе те ĕлкĕреймеççĕ, вилĕм çынна йепле вăхăтра тĕл пулнă, çав вăхăтра илсе кайат̌. Çав çылăхпах вилнĕ çынсем леш Тĕнђере хăйсен çылăхĕсемшĕн хăйсем кĕл тума пултараймаççĕ. Вĕсен хăйсен çылăхĕсĕнђен ÿкĕнме вăхăђĕсем иртнĕ. Çав пиртен уйăрăлса леш тĕнђене куçнă тăвансен мĕн пур шанђăкĕ те çĕр çинђи ђĕрĕ çынсем çинђе. Вĕсем епир кĕл-тăвасса кăна кĕтсе тăраççĕ. Çавăнпа пирĕн вилнĕ тăвансемшĕн кĕл-тума пит кирлĕ. Вĕсемшĕн килте те ђас-ђасах кĕл-тăвас пулат̌, ђиркÿре те священнике панихида кĕлли тутарас пулат̌. Тата пуринђен ытларах вилнисемшĕн кăнтăрлахи кĕлĕре таса парне кÿнĕ вăхăтра асăнса кĕл-туни усăллă. Кăнтăрлахи кĕлĕре вилнисемшĕн ак çапла кĕл-тăваççĕ: вилнисенĕн йăхĕсене пĕр кĕнеке çине çыраççĕ те, ăна кăнтăрлахи кĕлĕ умĕн пулакан проскомидія кĕлли вăхăтĕнђе просфора илсе çав кĕнекепе пĕрле священнике параççĕ. Священникĕ çав кĕнеке тăрăх вилнисенĕн йађĕсене асăнат̌. Харпăр ђуншăн просфораран пай касса кăларат̌. Кайран священник çав пайсене Христосăн таса йунĕ çине йарса ак çапла каласа кĕл-тăват̌: „ей Турă, çак пайсене кăларнă ђух асăннă çынсенĕн çылăхĕсене, Хăвăн святой çыннусем кĕлтунипе Хăвăн ырă йунупа çуса йар“, тет. Çапла тусан, вилнĕ çынсенĕн çылăхĕсем Христосăн йÿнĕпе çăвăнса тасалаççĕ те, ђунĕсем райа, святойсем савăнса пурăнакан çĕре, вырăнаçаççĕ. Тата вилнисен йађĕпе ырă ĕçсем туни пит усăллă. Ун çинђен Святой Іоанн Златоуст калат̌: „вилнĕ çыннăн мĕн ђухлĕ çылăхĕ нумай, çавăн ђухлĕ уншăн ырă ĕçсем нумайтарах тăвас пулат̌, тăлăхсене, мĕскĕнсене мĕн вăй çитнĕ таран таса кăмăлтан пулăшас пулат̌“, тет. Тата çавăн çинђенех блаженный Августин калат̌: „вилнисемшĕн ырă ĕç туни Туррăн ырă кăмăлне çавăрат̌, вĕсене хăйсен çылăхĕсем пирки курас асапсенђен хăтарат̌“, тет.
Тăвансем! Хамăрăн вилнĕ тăвансемшĕн пĕр майах кĕл-тăвар, вĕсен йађĕпе ырă ĕçсем нумайтарах тума тăрăшар. Ырă Турă вĕсен çылăхĕсене каçарса, ђунĕсене çутă çĕре, ырă çĕре, канлĕ çĕре вырăнаçтартăр. Вилнисемшĕн епир кĕл-тунинђен пуçне урăх нимĕн те кирлĕ мар. Епир хамăрăн вилнĕ тăванăмăрсемшĕн кĕл-тусан, пирĕншĕн те, ÿлĕмрен, кĕл-тăвĕç; епир халĕ хамăрăн вилнĕ тăванăмăрсемшĕн кĕл-тумасан, епир вилсен, пирĕншĕн те кĕл-тумĕç. Çăлакан Туррăмăр Іисус Христос каланă: „йепле виçепе виçĕр, хăвăра та çав виçепех виçсе парĕç“, тенĕ.
Ей Христос Турă, Хăвăн ђурусенĕн ђунĕсене, ђирсĕр, асапсăр, хуйхăсăр çĕре кÿрт, ĕмĕрлĕх пурăнăçра святой çынсемпе пĕрле пурăнма пар вĕсене. Амин.
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓