Г. Ефимов
«Тумне хывма ĕлкĕреймен»
Кăçал хĕл ир ларчĕ. Октябрь уйăхĕ вĕçĕнче юр ÿкрĕ те куçран çухалмарĕ. Йывăçсен турачĕ çинче те, пас тытнă евĕр, юр меллĕн майлашăнса выртнă.
Ял хĕрринчи кÿлле те çÿхе юр хупласа хучĕ. Хăш-пĕр ачасем конькипе ярăнас ĕмĕтпе çав пăр çирĕплĕхне кунне темиçе хут та тĕрĕсле-тĕрĕсле пăхкаларĕç. Анчах пăрĕ çурхах пек çеç.
Сăрт хĕрринче çунашкапа ярăнакансем йышлă пулчĕç вара.
Пĕр ирхине анне шыв ăсса таврăнатчĕ. Çăл патĕнче çĕнĕ хыпар нумай пулакан. Унтан анне яланах çĕннине илтсе килет. «Çавăн çапла тет… Çав авланнă теççĕ», — пĕлтерет вара витрисене пушатса пальтине хывсан.
Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Анне атте енне çаврăнчĕ те:
— Терен мулкачă тытса килнĕ тет. «Шурă юр çинче хăмăррăн курăнать мулкачă. Персе ÿкерме питĕ çăмăл пулчĕ», — тесе каларĕ тет арăмне… Санăн та пăшална уссăр çакса усрас марччĕ.
Атте пĕр вăхăт нимĕн чĕнмесĕр ларчĕ. Унтан урай тăрăх каллĕ-маллĕ уткалама тытăнчĕ.
— Мĕн, Терене ăмсанатăн-и? — йĕкĕлтенĕ пек каласа хучĕ анне.
— Тупнă ăмсанмалли, — терĕ атте. — Хе… шурă юр çинче хăмăррăн курăнать… Ытла та çăмăл. Чăнах, пер те ÿкер. Чăн-чăн сунарçă çапла хăтланать-и? Халĕ мулкачсем хĕл ир ларнăран тумне хывса ĕлкĕреймен. Уншăн хăйсем те пăшăрханаççĕ ĕнтĕ. Акă мулкачăсем тумне улăштарччăр-ха, шуралччăр, вара сунара кайăп та. Сунарçă вăл мулкачă тытакан çеç мар, ăна упраканĕ те пулма тивĕçлĕ.