
Петĕр Ялкир — … Тĕплĕнрех→
Çемье
Пĕрре — асанне,
Иккĕ — асатте,
Виççĕ — атте,
Тăваттă — анне,
Пиллĕк — Валя аппа,
Улттă — шăллăм, Çтаппан,
Çиччĕ — эпĕ, Клавье.
Ак пĕтĕм çемье.
Тăмра
Тинкĕл-тинкĕл тăмра
Тинкĕлтетет аллăмра.
Тантăш, эсĕ ташла,
Тăпăртат чăвашла.
Параппан
Ман аппаçăм — параппанçă —
Çапнăран
Пăнтăр-пăнтăр сасă пачĕ
Параппан.
Купăс
Ай ку купăс питĕ лайăх!
Ăна эп те янратайăп.
Тăскалам-и пĕрмине,
Эсĕр юрлăр юррине.
Ташăçсем
Эпир ăста — юрăра,
Пултаруллă — ташăра.
Ри-та, ри-та, рита-та,
Пултаруллă ташăра.
Савăнăç
Эс утан,
Эп те утап.
Пускалаççĕ урасем
Тяп-тяп-тяп.
Эс ташлан,
Эп те ташлăп.
Ал çупаççĕ юлташсем
Шап-шап-шап!
Эс юрлан,
Эп те юрлăп.
Иккĕн юрлама аван.
Ай-я-я!
Эс савнан,
Эп те савнап.
Эх, юрлас килет ялан.
Ля-ля-ля!