Кĕркунне макăрать – Л. Сильвестров

Л. Сильвестров


Кĕркунне макăрать

Кунĕпех макăрать кĕркунне
Куççульпе кĕпине йĕпетсе.
Урам тăрăх йăмра çулçине
Çил ачи хăвалать ĕрĕхсе.
Çут хĕвел пĕлĕтсем хыçĕнче
Тĕлĕрет çĕр çулхи мучилле:
Ах, ытла та салхуллă тĕнче, —
Ма килмест пĕрех хут сив хĕлле!