Уйăп Мишши
Теттесем
Пĕчĕк Петĕр тантăшне
Вăйă выляма чĕнет:
— Кил, — тет, — Сантăр, выляма,
Манăн теттесем нумай.
Ку — ĕне, вăл сĕт парать,
Му! тесе вăл макăрать.
Акă кукăр мăйрака —
Сĕкĕшме ăста така.
Кăвакал, автан та хур,
Йытăпа кушак та пур.
Ку — машина, ун çине
Эп тиеп теттесене.
Турттаратăп алăкран
Пуçласа тĕпел таран.
Лаши çеç ларасшăн мар,
Эсĕ тет хама чуптар.
Ку ак самолет, хитре
Ярăнать вăл пĕлĕтре.
Ку шăхличĕ, шăхăрать,
Шăхăртса пăх, ан хăра…
Пĕчĕк ачасем валли
Тем те пур вылямалли.
Автобус
Тÿрĕ тикĕс çулпала
Пĕр автобус вĕçтерет.
Хăйне ирĕк çул пама
Таçтанах вăл систерет.
Ту-ту-ту! Ту-ту-ту!
Таптанатăн вĕт, асту!
Ай-хай лаши ăмăртса
Çул айккипе сиктерет.
Автобусĕ васкаса
Тата хытă вĕçтерет.
Ту-ту-ту! Ту-ту-ту!
Çулна лайăхрах асту.