Покров Кун Вĕрентсе Каламалли


Священник Николай Кузьминъ


Юпа 1-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Епĕ сире çак пайанхи праçник мĕнтен пуçланса кайни çинђен каласа кăтартасшăн. Ун­тан тата çав ĕлĕк пулнă ĕç пире мĕн тума хушни çинђен те пĕлтересшĕн.

Нумай пулат̌, унтан вара пин çул та ытла иртнĕ, грексен патшалăхне сарацин йатлă халăх пырса кĕнĕ. Вĕсем Христос тĕнне тытакан халăх пулман. Çавăнпа вăрçăпа çĕнтернĕ халăха хĕрхенсе тăман. Вĕсем ђас грек­сен ђăн аслă, патша пурăнакан хулине çитмелле пулнă. Унти çынсем, çав тĕрлĕ усал халăх ђас вĕсем патне çи­тессине илтсен, пĕтĕмпе хăраса ÿкнĕ. Вара тăшмана хăй­сен вăйĕпе, хăйсем тĕллĕн çĕнтерес çуккине пĕлсе Турă­ран пулăшу ыйта пуçланă. Вĕсем Турă Амăшĕ Турă умĕн­ђе çынсен хутне кĕрсе тăнине пĕлсе, Ăна тăшмансенђен хăтарма йăлăннă. Ђăнахах хулари çынсем кĕл-тунине Ту­рă илтнĕ. Вĕсем Турă Амăшне асăнса лартнă (Влахернскій) ђиркÿре каçхи кĕлĕ тунă ђухне Св. Андрейпе унăн вĕренекен Епифаніяна курăннă. Вĕсем ытти çынсемпе ђир­кÿре Турă Амăшĕнђен пулăшу ыйтса кĕл-тунă ђухне, ђиркĕвĕн мађђи уçăлса кайнине курнă. Çав уçăлнă вы­рăнтан пĕлĕт çинђе Турă Амăшне курнă. Турă Амăшĕ йĕри тавăра ангелсем, пророксем, апостолсем тăнă. Турă Амăшĕ ђĕркуççи çине тăрса Христос тĕнне тытса тăракан халăхшăн кĕл-тунă. Айалти хăйне кĕл-тăвакансене таса омофорпа витсе тăнă. Таса çынсем пĕлĕт çинђе çав тĕр­лĕ тĕлĕнмелле хăват курни ђасах пĕтĕм хулана сарăлнă. Вара хăйсене Турă пулăшассине пĕлсе савăнса тăшман­сене хирĕç тухнă та, хăйсем тăшмансенђен сахал пулсан та, тăшмансене ђасах хăваласа йанă. Çакна асăнса, тата Турă Амăшĕ йаланах Турă умĕнђе пирĕн хута кĕрсе тă­нине кăтартма çак праçнике тума хунă. Халĕ ĕнтĕ çак пайанхи кун пур çĕрте те, кашни çул праçник тăваççĕ.

Турă Амăшĕ пирĕн хута кĕрсе тăнине епир нумай йапаларан пĕлетпĕр. Хамăр патшалăхра Турă Амăшĕ пай­тах хуласенђе, йалсенђе курăнса тĕлĕнмелле ĕçсем тунă. Унăн хăватлă ĕçсем тунă сăнĕсем пирĕн патшалăхра пит нумай. Вăл йаланах çынсене пулăшса тăни тата акă мĕн­тен паллă.

1170 çулта Суздалри княç Роман ытти княçсемпе Новгород хули çине вăрçăпа кайнă. Новгород хулинђе вăр­çăра пиçнĕ çынсем, вăрçă ăстисем пайтах пулсан та вĕ­сем хула патне пырса тăнă тăшмантан хăраса ÿкнĕ; мĕншĕн тесен çарă пит нумай пулнă. Вĕсем Новгород хулине хура пĕлĕт пек сырса илнĕ. Вара Новгород çыннисем ватти-вĕттипе тăшмана хирĕç тăма канаш тунă; пур те вилсе пĕтиђђенех тăшманпа вăрçма шухăш тытнă. Анђах вĕсем тăшмана хирĕç хăйсен вăйне шанса мар, Турă çине шанса тухнă. Ђиркÿсенче кунĕн-çĕрĕн кĕл-тунă, тунă çы­лăхсемшĕн каçару ыйтса, Турăран пулăшу ыйтнă. Ĕнен­се ыйтакан мĕн ыйтнине илмесĕр йулмаст̌; Новгород çын­нисене те Турă ђасах пулăшнă.

Вăл вăхăтра Новгородра архіерей Іоанн йатлă çын пулнă. Вăл пит ырă кăмăллăскер, çыншăн хăйне те хĕрхенменскер пулнă. Іоанн икĕ кун кунĕпех Христос сăнĕ умне тăрса Унтан хулана çăлма пулăшу ыйтса кĕл-тунă. Вара виççĕмĕш çĕрĕнђе Христос сăнĕнђен сăмах илтнĕ. Илтнĕ сасă ăна Ильин йатлă урамра Христоса асăнса лартнă ђиркĕве кайма хушнă. Унта Турă Амăшĕ сăнĕ пулнă. Çав Турă Амăшĕ сăнне илтĕннĕ сасă Іоанна илме хушнă.

Іоанн çав сăмахсене илтсен хăраса кайнă. Анђах хăранипе пĕрле унăн савăнăçĕ те пулнă. Вăл вара çав çĕр çĕрĕпех Турра кĕлтуса ирттернĕ. Ирхине Новгородри халăха пухнă. Софійскій соборта молебен тунă ђухне, вăл хăйĕн протодіаконне çав Турăша илме йанă. Илме кайакансем Турă Амăшĕ сăнĕсĕрех тавăрăннă. Вĕсем Іоанн патне пырса: Турăша нийепле те илеймерĕмĕр, тесе ка­ласа кăтартнă. Вара Іоанн мĕн пур халăхпа, мĕн пур пухăннă священник-тавăрашĕсемпе Христоса асăнса лартнă ђиркĕве кайнă. Вăл ђиркĕве çитсен, Турă Амăшĕ сăнĕ умне ђăркуçланса ларнă та, куç-çÿлĕпе Унтан хулана çăлма пулăшу ыйтса кĕл-тунă. Ђунтан кĕл-тунă кĕлĕ Турă пат­не çитнĕ. Молебен вăхăтĕнђе: ей Турă Амăшĕ, Есĕ Хри­стоса ĕненекен халăхшăн Турă умĕнђе шанăçлă тархасласа тăратăн, пурне те пултаракан Турă умĕнђе, пĕрре тытнă шухăшна улăштармасăр, пирĕн хута кĕретĕн, çылăхлă çынсем кĕл-тунă сасса ахаљ ан хăвар…, тесе йурланă вă­хăтра Турă Амăшĕ сăнĕ (Знаменская) сасартăк хăйех ђĕтĕресе кайса вырăнĕнђен тапраннă. Іоанн вара ăна ђуп- тунă та çĕклесе пуçĕ çине хунă. Вара пĕтĕм халăх умĕн­ђе илсе тухнă та хула стени çине илсе тухса лартнă: çав йенђен тăшмансем хулана пымалла пулнă.

Вара вăрçа пуçланă. Çиленсе çитнĕ тăшмансем Нов­город çыннисем çине çумăр пек çĕмĕрен йĕпписем çутар­нă. Пĕр çĕмĕрен йĕппи, Суздаљ çарĕ йани, Турă Амă­шин сăнне пырса тивнĕ. Çав минутрах Турă Амăшĕ сăнĕ хула йенелле хăйех çавăрăнса тăнă. Унăн çинђен йухахан куç-çулĕ Іоанн тумтирĕ çине тумланă. Турă Амăшĕ куç-çулĕ тăкни,— çынсем пĕр-пĕринпе килĕштереймесĕр вăрçни Турă Амăшне пит йывăррине кăтартат̌. Тăшмансем сасартăк темрен хăранă та тара пуçланă. Çапла вара Новгород çыннисем Турă Амăшĕ пулăшнипе хăйсен хули­не пĕтересрен çăлнă.

Турă Амăшĕ пирĕн хута кĕрсе çавăн пек тĕлĕнмелле ĕçсем туни пирĕн ђуна темĕн пек савăнтарат̌, темĕн пек хĕпĕртеттерет! Çав пулакан ĕçсем пире темĕнле нуша пулсан та, темĕнле инкек-синкек, хуйхă пулсан та, Турă Амăшĕ пире пулăшмасăр хăварманнине кăтартаççĕ.

Çавăнпа епир, йуратнă тăванăмсем, йухса тăракан çăл-куçĕ патне пырса пур те ĕçсе ăшĕсене кантарнă пек, Турă Амăшĕ сăнĕ умне тăрса, пире хуйхă мĕн пулсан, пуççапар. Вăл пирĕн кĕлле нихăçан та ахаљ хăварас çук. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.