Священник Николай Кузьминъ
Юпа 1-мĕшĕ
Йуратнă тăванăмсем! Епĕ сире çак пайанхи праçник мĕнтен пуçланса кайни çинђен каласа кăтартасшăн. Унтан тата çав ĕлĕк пулнă ĕç пире мĕн тума хушни çинђен те пĕлтересшĕн.
Нумай пулат̌, унтан вара пин çул та ытла иртнĕ, грексен патшалăхне сарацин йатлă халăх пырса кĕнĕ. Вĕсем Христос тĕнне тытакан халăх пулман. Çавăнпа вăрçăпа çĕнтернĕ халăха хĕрхенсе тăман. Вĕсем ђас грексен ђăн аслă, патша пурăнакан хулине çитмелле пулнă. Унти çынсем, çав тĕрлĕ усал халăх ђас вĕсем патне çитессине илтсен, пĕтĕмпе хăраса ÿкнĕ. Вара тăшмана хăйсен вăйĕпе, хăйсем тĕллĕн çĕнтерес çуккине пĕлсе Турăран пулăшу ыйта пуçланă. Вĕсем Турă Амăшĕ Турă умĕнђе çынсен хутне кĕрсе тăнине пĕлсе, Ăна тăшмансенђен хăтарма йăлăннă. Ђăнахах хулари çынсем кĕл-тунине Турă илтнĕ. Малаллине вулас